Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑнахах (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Чӑнахах учрежденинчи юлташсем ялсене, колхозсене саланнӑ пулсан аванччӗ.

Help to translate

Велосипед // Сӳпенкке Илли. «Капкӑн», 1934. — 8№ — 3 с.

Яла ҫамрӑксем иленменни хуҫалӑхсен аталанӑвне чӑнахах та ура хурать.

Help to translate

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

- Комплекслӑ программӑра районти агропромышленность комплексӗ тимлӗхсӗр юлманни чӑнахах та савӑнтарать.

Help to translate

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Тӗпӗнчи хӑйӑр пӗве куллен ҫеҫ хумханнӑ чухнехи пек хумлӑн-хумлӑн картланнӑ: вӑл, чӑнахах та, пӗве хумханнӑ вӑхӑтри пӗр хаклӑ самантне хӑй ҫине ӳкерсе юлнӑ, тейӗн.

Help to translate

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тепӗр ҫулхине Укахви вунултта ярса пусрӗ, вӑл халӗ, чӑнахах, Коля иртнӗ ҫул ӳкернӗ ӳкерчӗкри пек хӗр пулса тӑчӗ.

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тепрер ҫултан, кӑкӑр та, чӑнахах, ӳкерчӗкрипе шайлашӗ.

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ют ҫын, ачан ҫамкинчи пӑнчӑ ҫинче чарӑнса, ӑна тӳрех куҫран пӑхса куҫӑхтарасран ҫав чӑнахах та сыхлать, тенипе илткеленӗ Саня.

Help to translate

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вара сак вырӑнта ӗлӗк питӗ чуна хумхантаракан пӗр-пӗр япала — пӗр-пӗр паттӑрла ӗҫ-и е пысӑк юрату-и — пулнӑ пек, анчах ӑна халӗ никам та астуман пек, ҫав ӗҫ чӑнахах пулнине ҫакӑнта ларнӑҫем ӑшра хускалса илекен туйӑм ҫеҫ систерсе тӑрать пек…

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кунта чи айӑпли чӑнахах та Микка хӑй пулсан, ҫамрӑк чухне мар, ватӑлса ҫитсен те мӑшӑр тенисӗр пӗр самант пурӑнас килмест пулсан — епле каламӑн?

Help to translate

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

— Клуб чӑнахах та аван пулчӗ, юлташсем, — ура ҫине тӑчӗ Кольцов.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Унӑн картинисем чӑнахах та выставкӑра ҫук пулсан, тем каласан та инкек сиксе тухнӑ ун.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Художник аялалла пӑхрӗ те сарай кӗтессинчи кирпӗч купи ҫинче чӑнахах та йытӑ ҫури ларнине курчӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хӑрах аллипе тилхепене туртса, тепӗр хулӗпе лава тӗревлесе, Тимуш чӑнахах та ҫапла турӗ, вара лашана хускалма хушрӗ, сӑрт айккипе уттарчӗ.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тимуш тӑрмашрӗ-тӑрмашрӗ те пӗр патаккине чӑнахах та кӑларчӗ, вара унпа тилхепене ҫаклатса илесшӗн муталанса тӑмарӗ, лава тӗревлерӗ те ҫӑмӑллӑнрах сывласа ячӗ, тилхепене пуҫтарса тытрӗ.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Чӑнахах та чулмек-кӳршек тусӗ-ҫке эсир, Всеволод Иванч! — кулчӗ уткаласа ҫӳрекен Стратонов.

Help to translate

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Яшкуна чӑнахах та ҫиесси пулмасть пуль.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Кам пӗлет, тен, Укаҫпа Тимуш ҫулӗсем чӑнахах та пӗрлешӗҫ, анчах ун пекки пулсан та, халь мар, вӑрҫӑ чарӑнсан ҫеҫ пулма пултарӗ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

(Пӑрӑх ҫӗре ӳксе кӑштах кусса кайсан, Турунов чӑнахах та ҫурӑмӗ ҫине йӑванать, Григориу та кутӑн чака-чака тем ҫине такӑнать те месерле тӳплетет.)

Help to translate

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ун чапӗ ҫине, хӑй калашле, «хӗрес хурса», эпӗ ӑна ҫав телейсӗр ачалӑх мӑшкӑлӗ патне чӑнахах та тӗртетӗп пек туйӑна пуҫларӗ…

Help to translate

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Тӗрӗс мар калатӑр, Тихон Евдокимович, тӗрӗс мар! — ун сӑмахӗсенче чуна ҫатӑр чӗпӗтекен чӑнлӑх та ҫук маррине пӗлсех хирӗҫлетӗп эпӗ; чӑнахах та ӑраскалсӑр ачалӑх хурлӑхӗн ӗмӗлки унӑн чунне ҫаплах тӗксӗмлетсе тӑрать пулсассӑн; ҫав хурлӑх ӗмӗлкине сирес шутпа та хыттӑн, тулаштарса ярасран хӑрамасӑр, пач шеллемесӗр хирӗҫлетӗп эпӗ Турунова.

Help to translate

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed