Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах та вӗсен сулахай енӗ шурлӑхлӑ тӑпрара путма тытӑннӑ, унсӑр пуҫне ҫарсем хушши те пысӑк пулнӑ, тӑшман патне чупса ҫитнӗ тӗле ҫапӑҫу чӑннипе вӗҫленнӗ те ӗнтӗ.
Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B0%D ... 2%AB%D1%83
Шӑв-шава кура чупса пынӑ кондуктор, Тамара каласа парсан мӗн пулса иртнине ӑнлансан, Пашӑна: «Тумланӑр, — терӗ. — Кӗҫҫе питсем! Тумланӑр часрах — станцӑртан иртсе каятӑр ак».
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ну, эпӗ сана чи лайӑххине, куҫ хӗснӗ-хӗсменех чупса пыраканнисене ӗмӗрлӗхех пистерме пултараканнине сунатӑп!..
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
— Куҫа пӗрре хӗснипех иккӗн-виҫҫӗн тан чупса пыракансем вӗсем тунсӑха кӑна мар, хӗрарӑм чун-чӗринче мӗн лайӑххи пур ҫавна та тӗп тӑваҫҫӗ пулас.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Мишша вӑрӑммӑн уласа ярать, вара, Левен аллинчен вӗҫерӗнкелесен, Хирти Ҫӗмӗртлӗх урамӗпе каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр тӳплеттерсе чупса анса каять.
Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
— Пӗр пус та чикмен эпӗ кӗсьене, шӑлаварӗ те вӑл манӑн пулман! — тесе кӑшкӑрас та ҫӗр хӗррине ҫити чупса каяс, вара унтан кутӑн-пуҫӑн таҫталла янкӑртатса анса каяс килет Ваҫукӑн.
8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Халӗ тӑшман ӑнтӑлса чупса, тапӑнса килмесен те пултарать.
2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Ҫавӑн пек ирхи самантсенче чӳрече умӗнче тӑра-тӑра сӑнатчӗ те ӗнтӗ Ваҫук Пӑлаки аппӑшӗ-амӑшӗ ӗҫе килессе, лешӗ тӑкӑрлӑкран пӑрӑнса тухнине курсанах, картишне тап-тап-тап чупса тухатчӗ.
2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Тем аван маррине сиссе, аллине саппун аркипе шӑлкалать те ача патне чупса пырать, ун умне кукленсе ларать, куҫран ӑшшӑн та шӑтарасла пӑхать кухньӑра ӗҫлекен пӗчӗкҫӗ хӗрарӑм.
2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Кухньӑна макӑрса чупса кӗнӗ Ваҫука Пӑлаки аппӑшӗ хӑтӑрма та пӑхнӑччӗ малтан.
2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Чупса, ашкӑнса тухать ача картишне.
1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Пӑлаки аппа тӑкӑрлӑкран пӑрӑнса тухнине чӳрече витӗр курнӑ-курман вӗтӗр-вӗтӗр тутарса чупса тухатчӗ Ваҫук, шкул ачи евӗр пӗчӗк хӗрарӑм интернат хапхин ҫӑвӑр алӑкне уҫса кӗриччен ун умне ҫитсе тӑма тӑрӑшатчӗ.
1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
— Эпир килтӗмӗр уш вӑрҫӑран! — кӑшкӑрать те Шӑнкӑрч, чупса пырса, алӑка тул енчен сӑлӑп хурать; кушак шӑтӑкӗнчен чиксе, тепре тӑрслаттарать пӑшалпа; шалта мӗн пулса иртнине пӑхса тӑмасӑрах, килнелле ӳсӗр ҫын пек лап-лап утса каять.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
— А-а, ирӗкре чупса куртӑр-иҫ пӗрре…
Вуннӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Шӑнкӑрч нумай уяса тӑмасть, килне чупса кӗрет те кӑмака ҫине вӑштӑр-ваштӑр хӑпарать, ашшӗ тимлесе те майласа хӑварнӑ патронсемпе пӑшала шӑлт-шалт авӑрласа, тухса вирхӗнет анкартинелле аслашшӗпе амӑшӗ сисиччен.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Киле ҫитес чух Шӑнкӑрч амӑшӗ, Услантӑр мучин кинӗ, чупса тухни курӑнать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Кӑнтӑрлаччен мучи пекех вӑрах шӑвать вӑл, кӑнтӑрла иртсен ҫырманалла вӗтӗртеттерсе чупса анса кайнӑ Кулинейкка евӗрлех васкать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Мӑнукӗ, аслашшӗ каласса кӗтмесӗрех, ҫырмана чупса анать те, тип курӑкӑн хытӑ тунине татса, аслашшӗ ҫумне пырса вырнаҫать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
— Шӑнкӑрч! — унччен йӗнипе шывланнӑ куҫне саппун вӗҫӗпе шӑлса, ача патне чупса пырать вӑл.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
— Асту, чупса пынӑ чух автанне ан ҫаклат, — асӑрхаттарать Услантӑр мучи.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.