Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халсӑрланса, анӑраса ҫитнӗскер вӑл, ҫурри ҫывӑрнӑ, ҫурри ҫывӑрман пек туять хӑйне: шухӑшӗсем унӑн пӗринчен-пӗри урлӑ-пирлӗ каҫса иртеҫҫӗ тата сасартӑках таҫталла, чунӑн тӗттӗм тарӑнӑшнелле путса анса каяҫҫӗ, унта вара ҫырлахайми ҫӑткӑн тунсӑх пытанса тӑрать, ҫавӑнтан ӗнтӗ, чун кӳтсе тарӑхни мӗнпур пек тымар-шӑнӑрсем тӑрӑх, йӳҫӗ наркӑмӑшла, ҫан-ҫурӑм тӑрӑх чупса сарӑлать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Чун сӗмлӗхӗнче, асӗнче унӑн тӗрлӗрен сӑмахсем ҫутӑ хӗлхемсем пек йӑлкӑшса илеҫҫӗ, пыл хурчӗсем пек ҫаврӑнкалаҫҫӗ, пӗрисем ҫухалаҫҫӗ, теприсем, чӗрӗ сыпӑкӑн сыпӑнса пырса, юрӑ пулса тӑраҫҫӗ, — Симӑн чунӗ сӳлетсе те илет, киленет те, унӑн чӗрине тӳлек савӑнӑҫ ачашласа йӑпатать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Эп хамӑн чун пуррине те пӗлмен, те — чун, те — пӑс…
8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Сирӗн чун ҫук, сирӗн чун вырӑнне хӑвӑра хӑвӑр юратни ҫеҫ, акӑ эпӗ сире мӗн калатӑп.Души у вас нет, у вас самолюбие вместо души — вот что я вам скажу.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
«Тӑшмансем хушшинче харкашу пырать! — тавҫӑрса илчӗ Алексей. — Михаил Борисович тӗрӗс каларӗ: хытнӑ чун чӗрӗлчӗ, тапранчӗ, чунне палӑртрӗ».
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Малтанах унӑн пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ сӑн-питӗнче хӑрани ҫеҫ палӑрать, тата вӑл темӗнле, юриех, вӑхӑт ҫитмесӗрех асапланнӑ пек тӑвать теме те пултаратӑр эсир ун ҫине пӑхсан, ҫын тени ӗнтӗ кун пек чух кирек хӑҫан та ҫавӑн пек сӑнлӑ пулать, анчах ун патне носилка илсе пынӑ чух, вӑл аманман айӑкне носилка ҫинелле туса ун ҫине хӑй тӗллӗнех пырса выртнӑ чух, эсир унӑн сӑн-пичӗ улшӑннине асӑрхатӑр, ку вӑхӑтра вара эсир вӑл темӗнле, чун хавалӗпе ҫӗкленсе кайнине асӑрхатӑр, ун ӑшӗнче сӑмахпа каласа ӗлкӗреймен аслӑ шухӑш пуррине туйса илетӗр: куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ ун, шӑлӗсене вӑл хытӑ ҫыртса лартнӑ, пуҫӗ ҫӳлелле аран ҫеҫ, хӗнпе ҫӗкленет, хӑйне ҫӗкленӗ вӑхӑтра вара вӑл, носилкӑна чарса тӑрать те, аран-аран чӗтрекен сассипе юлташӗсене сӑмах хушать, «Каҫарӑр, тӑвансем!» — тет вӑл, тата темӗн калама тӑрать, курӑнсах тӑрать ӗнтӗ вӑл темӗнле чуна ыраттаракан сӑмах каласшӑн пулни, анчах унччен каланӑ сӑмахах тепӗр хут калать: «Каҫарӑр, тӑвансем!»
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Юлташӑм, ун чунӗ хӑюллӑ чун.
35 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
«Нишлӗ чун нимле пысӑк япала та шутласа кӑлараймасть. Пӗчӗк, усал, хӑйне хӑй ҫеҫ юратакан чун пысӑк ҫутӑ ҫулӑмпа ҫунма пултараймасть».
Начар енӗсем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Анчах чун тухтӑрччӗ тенипех чун тухмасть-ҫке, тӳсес пулать.
Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тёмӑна ирӗксӗрлесех темскер унӑн куҫӗсене чарса хурас пек, ҫав куҫсем витӗр, чуна ҫав тери ыраттарса, шалалла, Тёма ӑшчиккинелле… таҫта чун тӗпне ҫитичченех хӑватлӑн та вӑйлӑн темскер пырса кӗрет пек.
Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Илемлӗ статуя шӑратса ӑна чун кӗртни — аван, анчах ҫамрӑк ӑс-тӑна аталантарни, ӑна хӑйне кирлӗ пек ҫамрӑк чун пани, чӑнлӑх туйӑмӗ сывласа кӗртни — тата та лайӑхрах.
III. Ача пӑхса ӳстерекен // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Культурӑн юхӑнтарнӑ палӑкӗсене «чун кӗртнӗ» хушӑрах Петр Дмитриевичӑн ҫынсен тимсӗрлӗхне пула сӑнӗсене ҫухатакан сооруженисемшӗн те чунӗ ыратнӑ.
Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10
Эпӗ вара вӑл текех ҫитӗнмессе, ман аллӑмсене ҫулама пӑрахса ман чун ҫинчен шухӑшлама пуҫласса шанатӑп, хам та, анчӑк пек, сӗмсӗр каҫ чунне ҫуланӑ май…
Виҫҫӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Сан чуну ман чун патне шуса килет, ман ҫине пӗр вӗҫӗмсӗр пӑхса мана ывӑнтарчӗ вӑл, анчӑк пек юратуллӑн, анчӑк пек шанчӑклӑн пӑхса…Твоя душа приползает к моей, а я безумно устал от ее взглядов, по-собачьи преданных и любящих.
Виҫҫӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Сан чуну ман чун патне ҫӗтсе кайнӑ анчӑк пек шуса килет.
Виҫҫӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Амӑшне вара, яланах уҫӑмсӑр чунпа юратнӑ Христос, хӑрани — шанчӑкпа, киленни — хурланупа таччӑн ҫыхӑнса тӑракан кӑткӑс туйӑмпа юратнӑ Христос, — уншӑн халӗ ҫывӑхрах, ӗлӗкхинчен урӑхла, ҫӳллӗрех те курӑнмалларах, савӑнӑҫлӑрах та сӑнӗпе ҫутӑрах пек пулчӗ; ҫак Христос, хӑйсен телейсӗр тусӗн ятне кӑшкӑрмасӑрах унӑн ячӗпе нумай асапланнӑ ҫынсен вӗри юнӗпе ҫӑвӑнса чун илнӗскер, ӑна чӑнах та пурнӑҫшӑн чӗрӗлсе тӑнӑ пек туйӑнчӗ.
VIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл юрӑра кӳреннипе, хурлӑхлӑ шухӑшпа таҫта тӗксӗм сукмаксем тӑрӑх пӗр-пӗччен аташса ҫӳрекен чун кичеммӗн тунсӑхлани, нушапа аптраса ҫитнӗ, хӑраса ӑнран тухнӑ темле ӑҫтиҫук чун йынӑшни илтӗнмест.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫитменнине тата, кассӑн-кассӑн вӗрекен ҫил ҫулҫӑсене хускатать те, чун тухса каяс патнех ҫитет: тахҫан авал вилнӗ ҫынсен чунӗсем пӑшӑлтатса ҫӳренӗнех туйӑнать, вӗсем сан ҫинчен калаҫаҫҫӗ пуль тетӗн.
Вӑтӑр иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл сакӑрвун икӗ чун хресчен тытса пурӑннӑ, вилес умӗн хресченӗсене ирӗке кӑларнӑ, иллюминат, Геттинген хулинчи ватӑ студент, «Ҫынна хирӗҫле ӗҫсем е тӗнчере чуна урӑхлатасси» ятлӑ алҫырӑвла сочиненин авторӗ.
X // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Чӗрӗ чун, пуринчен ытла хӗрарӑм чунӗ хирӗҫ чӗнет.
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.