Шырав
Шырав ĕçĕ:
Бяла Черквана тӳрех тухас пулсан ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫнелле каймаллаччӗ, анчах Огнянов, хӑйне ирӗксӗрех хӑратакан Эмексиз-Пехливан ялӗ витӗр иртес мар тесе, тӳрӗ тухасшӑн пулмарӗ.
XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Уголовнӑй саккун тӑрӑх чи пахи пуҫ шутланнӑ пулас, ҫавӑнпа ӗнтӗ чи пысӑк айӑпшӑн ҫыннӑнне пуҫне каснӑ, ун хыҫҫӑн — ар хатӗрӗсем, ахальтен мар пӗччен пӳлӗме хупассипе кастарса ярасси самаях хӑратакан мелсем шутланнӑ.
Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.
Анчах Давыдов, кубанка шӑтса тухасса шанса тӑнӑ хушӑрах, хӑйне иккӗлентерекен шухӑшӗсене ниепле те сирсе яраймарӗ, ҫавӑнпа та вӑл правлени ӑйӑрне йӗнерлесе кашни кунах хӗвел хӗртнипе кӑмрӑклансах ларнӑ, акса хӑварнӑ пулин те вилнӗ пек хуралса выртнипе хӑратакан уйсене пӑхма кая-кая ҫӳрерӗ.
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Темӗнле «хӑратакан» пур тени те шиклентерет пулас ҫынсене.
Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№
Унтан вара Обломова питӗ хӑратакан шухӑшсем килсе тухрӗҫ, вӗсенче куҫҫулӗ те, ӑшшӑн кулни те пулчӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Староста хӑратакан инкексем ҫитесси инҫе-ха», шухӑшларӗ вӑл: «унччен нумай улшӑну пулӗ-ха: тен, ҫумӑр ҫуса тырӑсене пулӑшӗ, тен, староста куланай пухса пӗтерӗ; тен, тарнӑ хресченсене «хӑйсем пурӑннӑ ҫӗре каялла тавӑрӗҫ».
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Ваше превосходительство — те, — атте пек хута кӗрсе, мана хӑратакан пысӑк инкек ҫине хӑвӑрӑн ӑшӑ куҫӑрпа пӑхсамӑр, ҫав инкеке эпӗ хамӑн староста чӑрсӑр хӑтланнӑран тӳсетӗп, мана калама ҫук чухӑн пурнӑҫ кӗтет, эпӗ арӑмпа, вуникӗ пӗчӗк ачампа пӗр хӳтлӗхсӗр, татӑк ҫӑкӑрсӑр тӑрса юлма пултаратӑп», тесе ҫыр.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мана хама чи хӑратакан шухӑш килсе пусрӗ.То мысль, страшнее которой я уже ничего не мог придумать, приходила ко мне.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ вӑл хайхи хӑратакан, хӑйӗн яхӑнне яман чӗмсӗрлӗх!
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫакӑнпа пӗрлех ҫак пӗтӗм мирлӗ те лӑпкӑ картинӑра темӗскерле хӑрушӑ, хӑратакан япала пурри сисӗнсе тӑнӑ.И вместе с тем во всей этой мирной картине чувствовалось что-то очень опасное, угрожающее.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Хӑратакан фильмсене фестиваль программине иртнӗ ҫул та кӗртнӗччӗ.
Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20
12. Израиль Святойӗ ҫавӑнпа та ҫапла калать: эсир ҫакӑ сӑмаха сивлетӗр, ултавпа тӗрӗсмарлӑха шанатӑр, ун ҫине тӗревленетӗр, 13. ҫакӑ усал ӗҫ сирӗншӗн ҫӳллӗ хӳмери ҫурӑк пек, йӑтӑнса анассипе хӑратакан ҫурӑк пек пулӗ; хӳми вара сасартӑк, пӗр самантра, ишӗлсе анӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ароер хулисене пӑрахса кайӗҫ — кӗтӳсем валли тӑрса юлӗҫ, вӗсем унта канӗҫ, вӗсене хӑратакан та пулмӗ.
Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Турӑҫӑм, эпӗ йӑлӑннӑ чухне манӑн сассӑма илтсемччӗ, хӑратакан тӑшманран пурӑнӑҫӑма хӑтарсамччӗ; 3. чее ҫынсен каварӗнчен, усал ҫынсен пӑлхавӗнчен витсе тӑрсамччӗ мана, 4. вӗсем чӗлхине хӗҫ пек ҫивӗчлетрӗҫ; уххине — йӗплӗ сӑмахне — карӑнтарчӗҫ: 5. айӑпсӑр ҫынна вӑрттӑн персе ӳкересшӗн; вӗсем ӑна пӗр кӗтмен ҫӗртен переҫҫӗ — хӑрамаҫҫӗ те.
Пс 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.