Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑвӑнне (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Ҫын пурлӑхне шутласан, хӑвӑнне ӗмӗрне те тӑваймӑн.

— Чужое будешь считать — своего век не наживешь.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хапхаран кӑларатӑп та, алла пӗр ҫӑкӑр тыттаратӑп — кай, ҫӗр ҫинче вырӑн нумай, шыра хӑвӑнне!

Выведу за ворота, дам буханку хлеба в руки — иди, места на земле много, ищи свое!

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Бахолдин пур, ӑна пӗчӗк ача пек ӳкӗтлет, юлашкинчен тата: «Ну, хаклӑ ҫыннӑм, шанатӑп, эсӗ улталас ҫук-ха! Ҫине тӑратӑн та — туртса тухатӑнах! Паллах, сана ҫӑмӑл мар, пӗлетӗп эпӗ, анчах эсӗ хастар ҫын-ҫке, тӑвасах тесен, хӑвӑнне пурпӗрех тӑватӑн. Тӗрӗс-и?» — тесе хушса хунӑ.

А Бахолдин увещевает его, как малого ребенка, да еще добавляет напоследок: «Ну я, дорогой мой, надеюсь, что ты не подведешь! Поднажмешь как следует и вытянешь! Конечно, тебе нелегко, я знаю, но ты у нас мужик боевой, напористый и своего, если захочешь, добьешься. Верно?»

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

 — Эсӗ пӗчӗк ача мар, хӑвӑнне хӑвӑн пӗлмелле.

— Ты сам не махонькое дите, сам должен знать.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эсӗ хӑвӑнне леҫрӗн-и тата?

Ты-то отдал свое?

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Пуҫтарса хатӗрлерӗн-и хӑвӑнне?

— Ты свое прибрал?

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑвӑнне ху пӗл эсӗ…

Гляди сама…

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑвӑнне пар та, куккунтан тархасла, ҫапла-и?..

Свою отдай, а у дяди выпрашивай?..

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эсӗ каллех хӑвӑнне!

— Опять ты свое!

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эсӗ каллех хӑвӑнне! — кӳренчӗ Анфиса.

— Ты опять свое! — обиделась Анфиса.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Япалана хаклӑ хакпа илсен, документсене ан йышӑн, алӑ ан пус, мӗншӗн тесен колхоз укҫине салататӑн, хӑвӑнне мар.

Дорого куплено — документы не принимай, не подписывай, потому что тратишь не свои гроши, а колхозные.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Бригадирсене хуш, ҫапӑ касчӑр, ҫатан авса, калча ҫине лартчӑр, Тата сана тепӗр канаш — чи мала государство интересӗсене ларт, хӑвӑнне мар, тырӑпа та, ытти парӑмсемпе те сан государство умӗнче хӳресем ан пулччӑр…

Прикажи бригадирам, пусть нарубят хворосту, сделают плетни и поставят на зеленях затишки, И еще тебе один совет — превыше всего ставь интересы не свои, а государственные, чтобы у тебя ни по хлебу, ни по каким другим обязательствам хвостов не было…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗрех май хӑвӑнне ту эсӗ, — юлашкинчен ӗҫ ӑнӑҫлӑхӗ пирӗнте пулать».

Долби упорно, — конечный успех за нами».

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Халӗ ӗнтӗ хӑвӑнне вӗҫсе ҫитернӗ эсӗ.

Ты теперь отлетался вовзят.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эсӗ каллех хӑвӑнне

— Ты опять свое…

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эсӗ хӑвӑнне ют арӑмпа тытсан, ай шарламан пулӑттӑн? — сӑмахсене ерипен вырнаҫтарса ыйтрӗ вӑрӑм шалча пек ҫӳллӗ арӑм — Кашулин Матвейӑн кинӗ.

— Ты б своего прихватила с чужой, аль смолчала бы? — медленно расставляя слова, спросила длинная жердястая баба — сноха Кашулина Матвея.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ҫын ӗҫне хутшӑниччен, хӑвӑнне лайӑхрах пӗл, качакалла карланкуна вӗри кутьяпа хупласа ларттарас килмест пулсан, ан шарла луччӗ».

— Знай лучше свое дело, чем мешаться в чужие, если не хочешь, чтобы козлиное горло твое было залеплено горячею кутьею!»

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хӑвӑнне тупрӑнах!

— Добился своего!

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Эсӗ каллех хӑвӑнне

Help to translate

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Эсӗ каллех хӑвӑнне калатӑн! —

— Ты опять за свое! —

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed