Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хапха the word is in our database.
хапха (тĕпĕ: хапха) more information about the word form can be found here.
26. Хапха патне ҫичӗ картлашкапа хӑпармалла, хыҫал енчен пӑлтӑр пулнӑ, унӑн икӗ айккинче те пальма касса кӑларнӑ, хапха юписене каса-каса кӑларнӑ пальмӑсемпе эрешленӗ, пӗр пальми — пӗр енче, тепӗри — тепӗр енче.

26. Подъем к ним - в семь ступеней, и преддверия перед ними; и пальмовые украшения - одно с той стороны и одно с другой на столбах их.

Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Ытти хапханнисен пекех, кӑнтӑр хапхипе пӑлтӑрӑн шал енче тӑршшӗпех чӳрече ӗлкиллӗ путӑксем пулнӑ; ку хапха тӑршшӗ аллӑ чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм пилӗк чике.

25. И окна в них и в преддвериях их такие же, как те окна: длина пятьдесят локтей, а ширины двадцать пять локтей.

Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ҫав ҫӳллӗ вырӑн хапхан икӗ айккипе тӑсӑлать, вӑл хапха тӑршшӗпе пӗр виҫеллӗ; ку ҫӳллӗ вырӑнӗ лутрарах.

18. И помост этот был по бокам ворот, соответственно длине ворот; этот помост был ниже.

Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Вӑл хапха анин сарлакӑшне виҫрӗ — вунӑ чике пулчӗ, хапха тӑршшӗ вара — вунвиҫӗ чике.

11. Ширины в отверстии ворот он намерил десять локтей, а длины ворот тринадцать локтей.

Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Вӑл хапха пӑлтӑрӗн шалти сарлакӑшне виҫрӗ — пӗр шалча пулчӗ, 9. хапха пӑлтӑрӗнче вӑл сакӑр чике виҫрӗ, юписем икӗ чике пулчӗҫ.

8. И смерил он в притворе ворот внутри одну трость, 9. а в притворе у ворот намерил восемь локтей и два локтя в столбах.

Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Кашни айккинчи пӳлӗмӗн тӑршшӗ пӗр шалча, сарлакӑшӗ пӗр шалча, пӳлӗмӗсен хушши пилӗк чике, хапха пӑлтӑрне илсе тухакан хапха пусахи те шалта пӗр шалчах пулчӗ.

7. И в каждой боковой комнате одна трость длины и одна трость ширины, а между комнатами пять локтей, и в пороге ворот у притвора ворот внутри одна же трость.

Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Унтан вӑл тухӑҫ енне тухакан хапха патне пычӗ, унӑн картлашки тӑрӑх хӑпарчӗ те хапха пусахисене виҫрӗ, пӗр пусахин сарлакӑшӗ пӗр шалча, тепӗр пусахин сарлакӑшӗ те пӗр шалча пулчӗ.

6. Потом пошел к воротам, обращенным лицом к востоку, и взошел по ступеням их, и нашел меры в одном пороге ворот одну трость ширины и в другом пороге одну трость ширины.

Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Акӑ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран пулнӑ сӑмах: 2. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн хапхи умне тӑр та ҫак сӑмаха пӗлтерсе ҫапла кала: эй ҫак хапха витӗр Ҫӳлхуҫана пуҫҫапма кӗрекен пӗтӗм Иудея халӑхӗ, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итле.

1. Слово, которое было к Иеремии от Господа: 2. стань во вратах дома Господня и провозгласи там слово сие и скажи: слушайте слово Господне, все Иудеи, входящие сими вратами на поклонение Господу.

Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Священниксемпе левитсем, Моисей кӗнекипе килӗшӳллӗн, ӑрусем тӑрӑх, Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррин, ӗҫне тунӑ чухне тӑхӑнмалли тумпа тӑнӑ, хапха хуралҫисем кашни хапха умӗнче тӑнӑ.

9. И стояли священники и левиты по племенам, в облачении, при делах Господа Бога Израилева, согласно с книгою Моисеевою, и привратники при каждых воротах.

2 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Матфания, Бакбукия, Овадия, Мешуллам, Талмон, Аккув — хапха хуралҫисем, вӗсем хапха ҫумӗнче кӗлетсене хуралланӑ.

25. Матфания, Бакбукия, Овадия, Мешуллам, Талмон, Аккув - стражи, привратники на страже у порогов ворот.

Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Хапха хуралҫисем вара: Аккув, Талмон тата вӗсен тӑванӗсем, — хапха хураллакансем, — ҫӗр ҫитмӗл иккӗн пулнӑ.

19. А привратники: Аккув, Талмон и братья их, содержавшие стражу у ворот - сто семьдесят два.

Неем 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Хӳмене туса пӗтерсессӗн, хапха алӑкӗсене ҫакса тухсассӑн, хапха хуралҫисемпе юрӑҫсене тата левитсене хӑйсен вырӑнне ӗҫе тӑратрӑмӑр.

1. Когда стена была построена, и я вставил двери, и поставлены были на свое служение привратники и певцы и левиты,

Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ҫӑлкуҫ хапхине Шаллум — Колхозей ывӑлӗ, Мицфа ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ — юсарӗ: вӑл хапха турӗ, тӑррине витрӗ, алӑкӗсене ҫакрӗ, ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗ; патша сачӗпе тӗлме-тӗл вырӑнаҫнӑ Селах пӗви патӗнчи хӳмене те, Давид хулинчен анаталла анакан картлашкасем таран, вӑлах юсарӗ.

15. Ворота Источника чинил Шаллум, сын Колхозея, начальник округа Мицфы: он построил их, и покрыл их, и вставил двери их, замки их и засовы их, - он же чинил стену у водоема Селах против царского сада и до ступеней, спускающихся из города Давидова.

Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Тислӗк хапхине вара Малхия — Рехав ывӑлӗ, Бефкарем ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ — юсарӗ: вӑл хапха турӗ, алӑкӗсене ҫакрӗ, ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗ.

14. А ворота Навозные чинил Малхия, сын Рехава, начальник Бефкаремского округа: он построил их и вставил двери их, замки их и засовы их.

Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Кивӗ хапхана Пасеах ывӑлӗ Иоиада тата Бесодия ывӑлӗ Мешуллам юсарӗҫ: вӗсем хапха тӑррине витрӗҫ, алӑкӗсене, вӗсен ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗҫ.

6. Старые ворота чинили Иоиада, сын Пасеаха, и Мешуллам, сын Бесодии: они покрыли их и вставили двери их, и замки их и засовы их.

Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Пулӑ хапхине Сенаа ҫыннисем турӗҫ: вӗсем хапха тӑррине витрӗҫ, алӑкӗсене ҫакрӗҫ, вӗсен ҫӑрисемпе сӑлӑпӗсене лартрӗҫ.

3. Ворота Рыбные строили уроженцы Сенаи: они покрыли их, и вставили двери их, замки их и засовы их.

Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Озия Иерусалим хулинче кӗтесри хапха ҫинче, айлӑма тухмалли хапха ҫинче тата кӗтесре пашнесем тунӑ, вӗсене ҫирӗплетнӗ.

9. И построил Озия башни в Иерусалиме над воротами угольными и над воротами долины и на углу, и укрепил их.

2 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Израиль патши Иоас вара Амасияна — Иудея патшине, Иоахаз ывӑлӗн Иоасӑн ывӑлне — Вефсамисра ярса тытнӑ та Иерусалима илсе пынӑ; унта вӑл Иерусалим хӳмине Ефрем хапхинчен пуҫласа кӗтесри хапха патне ҫити тӑватҫӗр чике тӑршшӗ аркатса тухнӑ; 24. вара Турӑ Ҫуртӗнче, Овед-Эдом управҫӑ аллинче пулнӑ мӗнпур ылтӑнпа кӗмӗле, мӗнпур савӑт-сапана тата патша керменӗнчи хаклӑ пурлӑха илсе, салука илнӗ ҫынсене хӑваласа Самарие таврӑннӑ.

23. И Амасию, царя Иудейского, сына Иоаса, сына Иоахазова, захватил Иоас, царь Израильский, в Вефсамисе и привел его в Иерусалим, и разрушил стену Иерусалимскую от ворот Ефремовых до ворот угольных, на четыреста локтей; 24. и взял все золото и серебро, и все сосуды, находившиеся в доме Божием у Овед-Едома, и сокровища дома царского, и заложников, и возвратился в Самарию.

2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Тата священниксен картишӗпе пысӑк картиш, картиш хапхисем тунӑ, хапха юписене пӑхӑрпа тыттарнӑ.

9. И сделал священнический двор и большой двор и двери к двору, и вереи их обложил медью.

2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ҫак хапха хуралҫисем, Левий ывӑлӗсем, Патша хапхи патӗнче тухӑҫ енче тӑнӑ, халичченех ҫавӑн пек.

18. И доныне сии привратники у ворот царских, к востоку, содержат стражу сынов Левииных.

1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed