Шырав
Шырав ĕçĕ:
Иртсе каякан патруль салтакӗсен урисен сасси хыттӑн илтӗнет.
XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чул сарнӑ урам, вут кӑларса пыракан лаша таканӗсен сасси, урапасем шатӑртатни, трамвайсем чанкӑртатни, тротуар ҫинче ҫӳрекен этем урисен сассисем — ача хӑлхине пӗтӗмпех питӗрсе илнӗ.
IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Каллех команда илтӗнчӗ, вара кӗрхи типӗ ҫӗр лаша урисен сассипе хупланчӗ.И опять раздалась команда, и застучали копыта по сухой осенней земле.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Степан, ҫара уранах, алӑк патнелле чупрӗ, вара пӗтӗм ҫурт ӳсӗрсен шавӗпе, салтак урисен сассипе, тирӗк-чашӑк ҫӗмӗрӗлнипе тулса ларчӗ.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хӑйӗн хальхи урисен пахалӑхне пӗлменнипе, вӑл утнӑ чух вӗсемпе мӗнле пуссан авантарах пулассине те чухлайман, малалла пӗрре ярса пуссан кӗлетке йывӑрӑшне ура кӗли ҫинчен ура тупанӗ ҫинелле куҫарма, тепӗр утӑм тусан кӗлетке йывӑрӑшне каллех тепӗр урин кӗли ҫине куҫарма кирлине пӗлмен.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑшпӗр вырӑнсенче, путакан ҫӗр ҫинче, унӑн ҫара урисен йӗрӗсӗм халӗ те уҫҫӑнах курӑнса тӑнӑ-ха.В иных местах на топкой почве были ещё довольно ясно заметны следы его босых ног.
14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
7. Ҫавӑн чухне Адони-Везек каланӑ: аллисемпе урисен пуҫ пӳрнисене касса татнӑ ҫитмӗл патша ман сӗтелӗм айӗнче апат [тӗпренчӗкӗ] пуҫтаратчӗ; хам мӗнле турӑм, Турӑ мана ҫавнах кӑтартрӗ иккен, тенӗ.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Тавӑрасси — Манра, урисен тӗрекӗ пӗтсессӗн, тивӗҫлипе тавӑрӑп Эпӗ: пӗтес кунӗ ҫывӑхах вӗсенӗн, кӗҫех вӗсем валли хатӗрлени ҫитсе тӑрӗ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Моисей Аарон ывӑлӗсене илсе пынӑ та вӗсен сылтӑм хӑлхисен хӗррине, сылтӑм аллисен пуҫ пӳрнине, сылтӑм урисен пуҫ пӳрнине юнпа сӗрнӗ, унтан Моисей парне вырӑнӗ ҫине пур енчен те юн сирпӗтсе тухнӑ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Тепӗр такине те илсе пыр, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене така пуҫӗ ҫине хурӗҫ; 20. вара такана пус та, унӑн юнне илсе, Ааронӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, унӑн ывӑлӗсен сылтӑм хӑлхисен хӗррине сӗр тата вӗсен сылтӑм аллисен пуҫ пӳрнине, сылтӑм урисен пуҫ пӳрнине сӗр; унтан парне вырӑнне пур енчен те юн сирпӗтсе тух; 21. парне вырӑнӗ ҫинчи юна тата сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвне ил те Аарон ҫине, унӑн тумтирӗ ҫине, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем ҫине, ывӑлӗсен тумтирӗ ҫине сирпӗт — вара вӑл та, унӑн тумтирӗ те, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем те, вӗсен тумтирӗсем те тасалӑх тивлечӗ илӗҫ.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.