Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уйӑрма (тĕпĕ: уйӑр) more information about the word form can be found here.
Хура сухал сӑмахӗсене те уйӑрма пултарчӗ.

Help to translate

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑмахран, вырӑнти саккунсемпе мобилизациленнисен шкулсенче вӗренекен ачисене икӗ хутчен тӳлевсӗр апат ҫитерме тата вӗсене уйӑхсеренех Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн 2 пин тенкӗпе танлашакан стипендине уйӑрма, кружок-секцисенче хушма пӗлӗве тӳлевсӗрех пама, ача садике ҫӳренӗшӗн тӳлеврен хӑтарма, культурӑпа спорт организацийӗсенче ҫӑмӑллӑхсемпе тивӗҫтерме, ҫемье членӗсене ӗҫ тупса пама тата социаллӑ пособисем валли документсем хатӗрлеме пулӑшма, яллӑ вырӑнсенче ҫурт туянма-лартма илнӗ кредит проценчӗсен пайне тавӑрма тата ытти мерӑсене пӑхнӑ.

Help to translate

Мобилизациленнисем - тимлӗхрех // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11655-mo ... iml-khrekh

«Кирек мӗнле ҫын та тимлӗх уйӑрма пултарать.

«Любому человеку под силу проявить внимание и заботу.

Ҫӗмӗрлере икӗ кинемей сусӑрсене юмах кӑтартнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33603.html

Чарӑнӑр! — тет анне, ҫапӑҫакансене уйӑрма пикенсе, кӑлӑк чӑххи пек кускаласа.

Help to translate

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑвӑр тата хӑвӑр ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗ ҫине тимлӗх уйӑрма тӑрӑшӑр.

Help to translate

Компьютер хӑрушсӑрлӑхӗ… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%ba%d0%b ... ba%d1%85e/

Вӑл Кайнлӑк ял тӑрӑхӗнчен мобилизаципе кайнӑ арҫынсен ҫемйисене пӗрер тонна тулӑ уйӑрма йышӑннӑ.

Help to translate

Ҫемьесене – пӗрер тонна тырӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/11/c%d0%b5%d0% ... 8b%d1%80a/

Чиркӳпе кантур пулмасан ҫуркуннесенче яла ҫывӑхри катасенчен уйӑрма та ҫук.

Не будь церкви да конторы, село по весне не отличить от других сирых нищенок.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗн лайӑххипе начаррине вӑл та уйӑрма пултарать иккен».

Знает, где хорошее, а где плохое.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хура тӗсрен вӑл шуррине Вӗренчӗ уйӑрма.

Help to translate

XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чӑваш Республикин республика бюджетне тӳрлетӳсем кӑртсе хӑварнӑ май, хушма укҫа-тенкӗ уйӑрма пултарасси те куҫ кӗретех пулӗ.

Help to translate

Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫынсене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/03/regi ... j-ijtvsemp

Унӑн тӗллевӗ — общественноҫа шкул библиотекисем ҫине тимлӗх уйӑрма, вӗсене ҫителӗклӗ таран кирлӗ кӗнекесемпе тивӗҫтерме хистесси.

Его цель заключается в том, чтобы сосредоточить внимание общественности на школьных библиотеках и обеспечить их достаточным количеством необходимых книг.

Кӗнекесем парнелерӗҫ // Е.Савельева. http://kasalen.ru/2022/10/21/%d0%bae%d0% ... 5%d1%80ec/

Тен, стройматериалсен пахалӑхӗ ҫине те тимлӗх уйӑрма хӑнӑхмалла.

Help to translate

Юлӑшсем пур ҫулшӑн «макӑраҫҫӗ» // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/yulashsem-pur-cul ... C2%BB.html

Юлашки вӑхӑтра, акӑ, улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ туса илесси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрма сӗннипе те килӗшес килет.

Help to translate

Элӗк район ҫыннисем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/elek-rajolaxen-cy ... lacce.html

Вӗсене пӗр хӗр ҫапӑҫасран уйӑрма хӑтланать.

Одна девушка пытается их разнять.

Шупашкарта икӗ каччӑ ҫапӑҫнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33128.html

Хӗрӗсем амӑшне куҫ пек сыхлаҫҫӗ, яланах тимлӗх уйӑрма тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Фронта, партизансен отрядне яма ыйтнӑ… // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d1%84%d1% ... 82%d0%bda/

Ултӑ «Киа К5» туянма 19,2 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр.

На покупку шести «Киа К5» готовы выделить 19,2 миллиона рублей.

Элтепер автобази валли 10 иномарка кирлӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32730.html

Эрнекун ҫывӑх ҫынсене тимлӗх уйӑрма тӑрӑшӑр.

В пятницу постарайтесь уделить больше внимания близким людям.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫывӑх ҫынсене тимлӗх уйӑрма ан манӑр.

Не забывайте проявлять внимание к близким людям и заботиться о них.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫемьене, ачӑрсене, аҫӑр-аннӗре тимлӗх уйӑрма ан манӑр.

Не забудьте уделить внимание семье, детям и родителям.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юратнӑ ӗҫе ытларах вӑхӑт уйӑрма тӑрӑшӑр.

Постарайтесь больше времени уделять любимому делу.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed