Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нимӗҫ ҫарӗ пӗр поражени хыҫҫӑн тепӗр поражени тӳснӗ.
«Германи ҫарӗн хура кунӗ» // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Ӑна ӗмӗр тӑршшӗпе ятланӑ, хӗненӗ, пусмӑрланӑ; вӑл, мӑнтарӑн, шарламасӑр тӳснӗ.…Его всю жизнь ругали, били и притесняли, а он молчал и терпел.
IX // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Тӑтӑшах вӑрӑ ӗҫӗпе пурӑннӑ Башкин, учительсем хатӗрлекен институтра вӗренсе курнӑскер, калама ҫук хытӑ хӗненисене тӳснӗ чахоткӑллӑ ҫын, мана ҫав тери витӗмлӗ сӑмахсемпе ӑс паратчӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ирхи апатранпа пуҫтарман сӗтел ҫинче таса мар графинсем, бутылкӑсем, банкӑсем туллиех лараҫҫӗ, унтах читлӗх те пур, ҫӑварне карнӑ лапсӑркка саркайӑк патӗнче пӗр кукшаланма пуҫланӑ мӑнтӑркка кӑна илемлӗ арҫын тӑрать; пит-куҫӗ унӑн пӳри чирленипе хӗн тӳснӗ пек чирлӗрех курӑнать, тӑртаннӑ.
XXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Гитлеровецсем туса хунӑ «ҫӗнӗ йӗрке» асаплӑхне тӳснӗ пирки ҫынсем пурте пекех партизана кайма кӑмӑл турӗҫ.Испытав на себе «новый порядок», который принесли гитлеровцы, люди рвались в партизаны.
XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Хунар ҫуттинче эпӗ унӑн нумай нуша тӳснӗ, пӗркеленчӗк питлӗ сӑнне, саркӑм тӗслӗ усӑнчӑк куҫхаршийӗсене, лӑпкӑ мар пӑхакан куҫӗсене, ырхан ал-урисене сӑнама пултартӑм…
Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.
Германи ҫарӗ сиен тӳснӗ пирки ҫырнӑ вӑрттӑн донесенире Герц партизансем водокачкӑна ҫӗмӗрни, стрелкӑсене сирпӗтни, горючи, ҫар хатӗрӗсем тата тупӑсем тиесе каякан эшелона пӗтерсе тӑкни ҫинчен пӗлтернӗ.
XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Кӗрешӳпе йывӑрлӑхсем тӳснӗ ҫула утса тухнӑ хыҫҫӑн, пирӗн ҫӗнтерӳсен ҫимӗҫӗсем ҫинчен калакан хамӑрӑн Конституци пурри кӑмӑллӑ та, савӑнӑҫлӑ.
VI // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Кошевоя ҫӗнӗрен суйланӑшӑн ыттисем савӑннӑ-и, савӑнман-и — паллӑ мар, анчах Бульба ҫав тери савӑннӑ: вӑл унчченхи кошевоя тавӑрнӑ; кунсӑр пуҫне тата Кирдяга ун тахҫанхи юлташӗ пулнӑ, вӑл унпа ҫӗр ҫинчи тата тинӗс ҫинчи походсенче пулса ҫапӑҫу терчӗсемпе йывӑрлӑхӗсене пӗрле тӳснӗ.
III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫак ҫулсенче эпӗ унта мӗн чухлӗ хуйхӑ-суйхӑ тӳснӗ!
XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Чухӑнсем асап тӳснӗ чухне эпӗ чухӑнччӗ, халӗ помещиксем куҫҫуль тӑкмалли вӑхӑт ҫитсен, эпӗ помещик пулса тӑтӑм.
XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Тӳснӗ… — ҫирӗплетрӗ Чэн.
XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Пурне те тӳснӗ.
XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пире лайӑх пурнӑҫ туса парас тесе, вӑл нумай нуша курнӑ, хӗн-хур тӳснӗ.
XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ӗмӗрӗнче мӗн чул кӑна асап тӳснӗ пулин те, унӑн ҫӑварӗнчен ӳпкелешӳ сӑмахӗ тухман.И хотя много горя пришлось хлебнуть ей за эти годы, ни слова упрека не сорвалось с ее губ.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Мӗн чул калаҫнӑ пӗрле… мӗн чул шухӑшланӑ… мӗн чухлӗ инкек пӗрле тӳснӗ!Сколько говорено, сколько думано… сколько горя вместе выпито!..
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав вунӑ кун хушшинче вӑл нумай хуйхӑ курнӑ иккен, нумай асап тӳснӗ.
Вунӑ кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Кайран Цезарьпе вӑрҫма пуҫласа Фарсал патӗнче Цезарьтен поражени тӳснӗ те Египета тарнӑ, ӑна унта пирӗн эрӑчченхи 48 ҫулта вӗлернӗ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Вӗсем тӗнчене тытса тӑрассишӗн Зевспа кӗрешме пуҫланӑ, анчах поражени тӳснӗ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Вӑл Альпӑсем урлӑ каҫнӑ та римлянсен ҫарӗсене темиҫе хутчен ҫӗмӗре-ҫӗмӗре тӑкнӑ, анчах, Карфагенран пулӑшу илеймесӗр, унӑн Африкӑна куҫмалла пулнӑ, унта вӑл Сципион Африканский ятлӑ полководецран поражени тӳснӗ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.