Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗттӗмленсен, айлӑмсенчен сулхӑн сывлӑш вӗрсе, вырнӑ тыр шӑршине илсе киле пуҫласан, хир тӗттӗме путсан тин Сергей хир ҫинчен манчӗ.
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Питех те вӑхӑтра пуҫласа янӑ Сергей Платонович ҫак пусма тавар сутас ӗҫе, мӗншӗн тесен казаксем Донӑн сулахай енчи чуллӑ та тӑмлӑ-хӑйӑрлӑ, тыр пулман шанкав тӑпраллӑ ҫӗр ҫинчи станицӑсенчен, ҫар тытӑмӗ хушнипе, хуторӗ-хуторӗпех сылтӑм енне куҫса ларма тытӑннӑ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пӗчӗк лашасем тыр миххисем турттараҫҫӗ.
Улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тыр лаптӑкӗсене тепӗр хут акма тивмӗ-ши?
Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet
Пирӗн ҫинчен, хӗрарӑмсем ҫинчен калаҫма ҫитӗ, атьӑр тыр вырнӑ чухне пирӗнтен хӑшӗ хӑш бригадӑна каясси ҫинчен шутлар.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.