Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тумланнӑ (тĕпĕ: тумлан) more information about the word form can be found here.
Каюров, студент чухнехи пекех, каллех тирпейсӗр тумланнӑ: шурӑ кӗпе ҫухи хуралнӑ, костюмӗ лӳчӗркенсе пӗтнӗ, хӑй хырӑнман.

Help to translate

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хамӑр енчисемех, вирьялла тумланнӑ, авӑ, куратӑн.

Help to translate

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл вирьял хӗрӗсем пек тумланнӑ: аркӑ-ҫанӑ вӗҫӗсене тӗрленӗ, чӗнтӗр тыттарнӑ шурӑ кӗпепе, симӗс пурҫӑн саппунпа, симӗс йӑпӑрка тутӑрпа; пуҫне тӳрӗ тытнӑ, илемлӗ чакӑр куҫӗсем хаваслӑн ҫиҫсе тӑраҫҫӗ, тута хӗррисем кӑштах ҫӳлелле ҫӗкленнӗ, хӗр кӗҫ-вӗҫ кулса ярассӑн, сӑмах хушассӑн туйӑнать.

Help to translate

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӗр капӑр тумланнӑ: тӗрӗллӗ кӑвак тутӑрне хул пуҫҫи ҫине уртса янӑ.

Help to translate

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Таня умӗнче хӑй евӗрлех тумланнӑ хӗрсем чаплах мар ҫи-пуҫлӑ салтаксемпе, командирсемпе ташлаҫҫӗ…

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пулас кинӗ, тен, ытла та ҫӑмӑл тумланнӑ пуль, йӗпенӗ.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Унӑн Санюка ӗлӗкхи пекех ӑшӑ сӑмахсем калас килет, тӑрса ыталас килет, анчах майралла капӑр тумланнӑ хӑй арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑмран вӑтанать.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

«Макӑракан савни» вырӑсла тумланнӑ пулин те, эпӗ унӑн сӑн-питӗнче каллех чӑваш йӗрӗсене куртӑм.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ахальтен-и Ҫтаппан уяв чухнехи пек тумланнӑ: ҫӗнӗ сарӑ кӗрӗк, ҫитсӑ кӗпе, пасар пуставӗнчен ҫӗленӗ шӑлавар, уринче — ҫӑматӑ.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑхӑт нумай та иртмест — Америкӑран Чулхулана хуҫалла тумланнӑ икӗ шульӑк килсе ҫитеҫҫӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малти пӳртрен уяв майӗпе юсав тумланнӑ Лукарье тухрӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта ӑна старшинапа вӑтам ҫулсене ҫитнӗ, шукӑль тумланнӑ арҫынпа Лаврский хушшинчи калаҫу интереслентерчӗ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӗтел хушшинче пурӗ те тӑватӑ ҫын ҫеҫ — йӑкӑс тумланнӑ виҫӗ усламҫӑпа уретник лараҫҫӗ-мӗн.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иван, авӑ, авалхи хресчен ывӑлӗ пекех тумланнӑ.

Help to translate

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра Вова лавккаран крыльцана ыткӑнса тухрӗ, тин кӑна килсе ҫитнӗ йӗкӗте паллаймасӑр чарӑнса тӑчӗ, пӗрре ашшӗ, тепре ҫав лайӑх тумланнӑ йӗкӗт ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Help to translate

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл тарҫӑ пулсан та лайӑх тумланнӑ, хӑйне мӑн кӑмӑллӑ тытать, унпа ҫӑвар уҫса та калаҫасшӑн мар.

Help to translate

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӗтел хушшинче Казаковпа Степанов, Карачӑм, Долотов тата майралла тумланнӑ хӗр лараҫҫӗ.

Help to translate

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халь пырса ҫитнӗ мӑрсасене хирӗҫ чаплӑ тумланнӑ икӗ ҫын — ҫӳллӗ те яштака вайпутпа лутра та тачка, кукӑртарах ураллӑ тутар княҫӗ тухрӗҫ.

Help to translate

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Асӑннӑ ҫынсемпе вӗсен тарҫисем пурте ҫак кимӗ ҫинче лараҫҫӗ, — терӗ Бибар Растов кимӗ ҫинчи таҫта уява кайма хатӗрленнӗ пек капӑр тумланнӑ ҫынсем ҫинелле кӑтартса.

Help to translate

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуралҫӑ ӑна куншӑн вӑрҫмарӗ, анчах дервиш пек тумланнӑ палламан ҫын кӑмӑла та каймарӗ ӑна.

Help to translate

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed