Шырав
Шырав ĕçĕ:
15. Аллӑрсене ҫӳлелле тӑснӑ чухне, сире курас мар тесе, куҫӑма хупатӑп; эсир ҫине-ҫинех тархаслама пуҫласассӑн та, Эпӗ сире илтместӗп: сирӗн аллӑрсем чӗп-чӗрӗ юн.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Сассӑм — Турӑ енне, эпӗ тархаслама тытӑнам; сассӑм — Турӑ енне, Вӑл мана илтӗ.2. Глас мой к Богу, и я буду взывать; глас мой к Богу, и Он услышит меня.
Пс 76 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫиллине шӑнараймасӑр, патша ӗҫсе-ҫисе ларнӑ ҫӗртен кермен ҫумӗнчи сат пахчине тухнӑ; Аман ӗнтӗ, хӑйне патшаран мӗнлерех шӑпа кӗтнине ӑнкарса, патша майрине Эсфире тархаслама юлнӑ, вӑл хӑйне чӗрӗ хӑварма йӑлӑннӑ.
Эсф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мардохей ӗнтӗ ҫакӑн пек тӗлӗк тӗлленнӗ: акӑ хӑрушӑ шӑв-шав тӑрать, аслати кӗрлет, ҫӗр чӗтрет, пурте хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ; акӑ икӗ мӑн ҫӗлен шуса тухать — вӗсем пӗр-пӗринпе тытӑҫма хатӗр; вӗсем тискерле чашкӑраҫҫӗ, ҫавсен сассипе ӗнтӗ тӳрӗ пурӑнакан халӑха пӗтермешкӗн ытти пур халӑх вӑрҫа хатӗрленет; акӑ сӗм тӗттӗм кун, хуйхӑ-суйхӑ та куҫҫуль, асап та асар-писер пӑлхану ҫӗр ҫинче; пулас инкек-синкекрен шикленсе пӗтӗм тӳрӗ халӑх шуйханса ӳкет, вӗсем ӗнтӗ вилме хатӗрленсе Ҫӳлхуҫана тархаслама пуҫлаҫҫӗ; пӗчӗк ҫӑлкуҫӗнчен тапса тухнӑ евӗр, вӗсем кӑшкӑрса макӑрнинчен тулӑх та аслӑ юханшыв пулса тӑрать; ҫутӑ ҫутатса ярать, хӗвел ҫиҫсе тухать, йӑвашшисем ҫӗкленеҫҫӗ те мӑнаҫлисене пӗтереҫҫӗ, — Турӑ мӗн тума шутланине Мардохей ҫапла тӗлӗкӗнче курнӑ та кайран вӑрансассӑн, ҫак тӗлӗке чӗрине хывса, ун тӗлли-паллине каҫчен ӑнкарса илме тӑрӑшнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫапла хӗсӗклӗхе лексессӗн, вӑл Ҫӳлхуҫана, хӑйӗн Туррине, тархаслама пуҫланӑ та ашшӗсен Туррийӗ умӗнче питех те йӑвашланнӑ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Уншӑн эпӗ халӗ ҫеҫ Турра тархаслама пуҫланӑ-и вара? Ҫук, патшамӑм, хӑвӑн чуруна тата ман аттемӗн кил-йышне ан айӑпла: ку ӗҫ ҫинчен санӑн чуру нимӗн те пӗлмест, тенӗ.
1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иаков Египета куҫса килсессӗн, сирӗн аҫӑрсем Ҫӳлхуҫана тархаслама пуҫласассӑн, Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона янӑ, вӗсем вара сирӗн аҫӑрсене, Египетран илсе тухса, ҫак вырӑна вырӑнаҫтарнӑ.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем Самуила каланӑ: пирӗншӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра тархаслама ан чарӑн, Вӑл пире филистимсен аллинчен ҫӑлтӑрччӗ, тенӗ.
1 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Израиль ҫапла мадиансене пула ҫука тӑрса юлнӑ, вара Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана йӗре-йӗре тархаслама пикеннӗ.6. И весьма обнищал Израиль от Мадианитян, и возопили сыны Израилевы к Господу.
Тӳре 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Израиль ывӑлӗсем Турра йӗре-йӗре тархаслама пикеннӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫав ҫарпуҫӗн тимӗртен тунӑ тӑхӑрҫӗр вӑрҫӑ урапи пулнӑ, вӑл Израиль ывӑлӗсене ҫирӗм ҫул хӗсӗрлесе пурӑннӑ.
Тӳре 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана йӗре-йӗре тархаслама тытӑннӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсем валли ҫӑлакана — Аода, Иемени ывӑлӗн Геран ывӑлне — ҫӗкленӗ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана йӗре-йӗре тархаслама тытӑннӑ, Ҫӳлхуҫа вара вӗсем валли ҫӑлакана — Гофониила, Халев шӑллӗн Кеназӑн ывӑлне — ҫӗкленӗ, вӑл Израиль ывӑлӗсене ҫӑлӑнӑҫ панӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах Моисей Ҫӳлхуҫана, хӑйӗн Туррине, тархаслама пуҫланӑ, вӑл каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Египет ҫӗрӗнчен хӑватлӑ вӑюпа, ҫирӗп аллупа илсе тухнӑ хӑвӑн халӑху ҫине ҫиллӳ тӑвӑлса ан ҫиттӗрччӗ, 12. Египет ҫыннисен: вӗсене Вӑл тусем хушшинче вӗлерсе пӗтерме, вӗсене ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтерсе тӑкма илсе тухнӑ, тесе каламалла ан пултӑрччӗ; Хӑвӑн ҫулӑмлӑ ҫиллӳне пӑрса ярсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна пӗтерес шухӑшна улӑштарсамччӗ; 13. Хӑвӑн чурусене Авраама, Исаака, Израиле [Иакова] аса илсемччӗ, Эсӗ вӗсене Хӑвна асӑнса тупа туса каланӑ: сирӗн вӑрлӑхӑра йышлӑран та йышлӑ, тӳпери ҫӑлтӑрсем чухлӗ, тӑвӑп, Эпӗ каланӑ ҫакӑ пӗтӗм ҫӗре сирӗн вӑрлӑхӑра парӑп, [ӑна] вӗсем ӗмӗрех тытса тӑрӗҫ, тенӗ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.