Шырав
Шырав ĕçĕ:
Иисус малтан Хӑйӗн вӗренекенӗсене кала пуҫланӑ: фарисейсенӗн кӑвас чустинчен — вӗсен икӗпитлӗхӗнчен — сыхланӑр.Он начал говорить сперва ученикам Своим: берегитесь закваски фарисейской, которая есть лицемерие.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсене хуравласа Иисус ҫапла кала пуҫланӑ: сыхланӑр, сире кам та пулин илӗртсе ан улталатӑр: 6. нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗ те: «Вӑл — эпӗ» тесе чылайӑшне илӗртсе улталӗ.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вӗрентнӗ чухне Вӑл вӗсене тата ҫапла каланӑ: кӗнекеҫӗсенчен сыхланӑр: вӗсем вӑрӑм тумтирпе ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх пухӑвӗсенче хӑйсене саламланине кӑмӑллаҫҫӗ, 39. синагогӑсенче малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ.
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл вӗсене вӗрентсе каланӑ: астӑвӑр, Иродпа фарисейсен кӑвас чустинчен сыхланӑр, тенӗ.15. А Он заповедал им, говоря: смотрите, берегитесь закваски фарисейской и закваски Иродовой.
Мк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: сыхланӑр, сире кам та пулин илӗртсе ан улталатӑр: 5. нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗ те: «эпӗ — Христос» тесе чылайӑшне илӗртсе улталӗ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ сире ҫӑкӑр ҫинчен каламарӑм, фарисейсемпе саддукейсенӗн кӑвас чустинчен сыхланӑр, терӗм, тенӗ.что не о хлебе сказал Я вам: берегитесь закваски фарисейской и саддукейской?
Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иисус вӗсене каланӑ: асӑрханӑр, фарисейсемпе саддукейсенӗн кӑвас чустинчен сыхланӑр, тенӗ.6. Иисус сказал им: смотрите, берегитесь закваски фарисейской и саддукейской.
Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫынсенчен сыхланӑр: вӗсем сире сутпа айӑплама тытса парӗҫ, синагогисенче хӗнӗҫ-ватӗҫ сире.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Суя пророксенчен сыхланӑр: вӗсем сирӗн патӑра сурӑх тирӗ тӑхӑнса пыраҫҫӗ, ӑшӗнче хӑйсем — тискер кашкӑр.15. Берегитесь лжепророков, которые приходят к вам в овечьей одежде, а внутри суть волки хищные.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑвӑр та ҫав ют йӑх ҫыннисем пек пулса каясран, хӑвӑр та вӗсен туррисенчен хӑрама тытӑнасран сыхланӑр.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл вӗсене: «пур йӗркесӗр ӗҫрен те сыхланӑр» тенӗ; ҫынсем пӗр-пӗринпе мӗнле пурӑнма тивӗҫлине вӗрентнӗ.
Сир 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эппин, усӑсӑр ӳпкелешсе калаҫасран асӑрханӑр, чӗлхӗр усал сӑмах каласран сыхланӑр: вӑрттӑн сӑмах та ахаль иртмест, элеклекен чӗлхе-ҫӑвар чуна вӗлерет.
Ӑсл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Священниксем ҫиччӗмӗш хут трупа кӑшкӑртса ярсассӑн, Иисус халӑха: кӑшкӑрӑр, ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа хулана сирӗн аллӑра пачӗ! тенӗ; 16. хулана хура ылхан ҫитрӗ, унта мӗн пурри — [ҫӳлти ҫарсенӗн] Ҫӳлхуҫине; аскӑн арӑма Раава анчах чӗрӗ хӑварӑр: ӑна хӑйне те, унӑн килӗнчисене те никама та ан тивӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл эпир янӑ ҫынсене сыхласа хӑварчӗ; 17. анчах та тупаланӑ япаларан сыхланӑр, тупаланине илсе хӑвӑрӑн та тупаланмалла ан пултӑр, Израиль [ывӑлӗсен] тапӑрне тупалани ан ҫиттӗр, ӑна инкек ан пултӑр; 18. пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗл, пӗтӗм пӑхӑр-тимӗр савӑт Ҫӳлхуҫа ятне пултӑр, Ҫӳлхуҫа пурлӑхӗн ҫӳпҫине кӗтӗр, тенӗ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сыхланӑр, сирӗн чӗрӗр илӗртмӗш хыҫҫӑн кайса ан улталантӑр, сирӗн, Турӑ кӑтартнӑ ҫултан пӑрӑнса, урӑх турӑсене пӑхӑнса тӑмалла, вӗсене пуҫҫапса пурӑнмалла ан пултӑр; 17. унсӑрӑн сире ҫилленнипе Ҫӳлхуҫанӑн ҫилли тулса ҫитӗ, Вӑл пӗлӗте хупса лартӗ те, ҫумӑр пулмӗ, ҫӗр хӑйӗн ҫимӗҫӗсене памӗ, ҫапла эсир Ҫӳлхуҫа хӑвӑра паракан ырӑ ҫӗр ҫинчен часах пӗтсе ҫухалатӑр.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, хӑвӑрпа хывнӑ халала манасран сыхланӑр, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хушнӑ пек, хӑвӑр валли темӗскерле йӗрӗхсем тӑвасран сыхланӑр, 24. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, — ҫунтарса яракан вут-ҫулӑм, кӗвӗҫекен Турӑ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла тесе каларӗ: 3. ҫак ту тавра ҫӳресе ҫитӗ сире, ҫурҫӗрелле ҫаврӑнӑр; 4. халӑха хуш, кала: эсир хӑвӑр тӑванӑрсен, Сеир ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсен, ҫӗрӗсем урлӑ иртӗр, вӗсем сирӗнтен хӑраса ӳкӗҫ; 5. анчах вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарасран сыхланӑр, Эпӗ сире вӗсен ҫӗрне ура лаппи пусмалӑх та памастӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Сеир тӑвне Исав аллине панӑ; 6. апат-ҫимӗҫе вӗсенчен кӗмӗлле туянса ҫийӗр, шывне те вӗсенчен кӗмӗлле туянса ӗҫӗр; 7. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, эсӗ тӑвакан пур ӗҫе те пилленӗ, эсӗ ҫак аслӑ [та хӑрушӑ] пушхирте ҫӳренӗ чухне сан хутна кӗрсе тӑнӑ; акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӗрӗх ҫул санпала пӗрле; эсӗ ҫитменлӗх мӗнне пӗлмерӗн, терӗ.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӑх патне кай та [каласа пар,] ӑна паян та, ыран та тасалӑх тивлечӗ кӳр; вӗсем хӑйсен тумтирне ҫуса тасатчӑр, 11. виҫҫӗмӗш куна хатӗр тӑччӑр: виҫҫӗмӗш кунне Ҫӳлхуҫа пӗтӗм халӑх куҫӗ умӗнче Синай тӑвӗ ҫине анӗ; 12. халӑха асӑрхаттарма ту тавра йӗр туса ҫаврӑн та кала: ту ҫине улӑхасран, ту аркине сӗртӗнесрен сыхланӑр, те; ту ҫумне сӗртӗнекене кирек кама та вӗлермелле; 13. ҫав ҫынна алӑ ан сӗртӗнтӗр, ӑна чулпа персе вӗлерччӗр е ухӑпа персе вӗлерччӗр; выльӑх-и вӑл, ҫын-и — чӗрӗ ан юлтӑр; вӑрӑммӑн кӑшкӑртнӑ трупа сасси илтӗнсессӗн, [пӗлӗт ту ҫинчен ҫӗкленсе кайсассӑн,] вӗсем ту ҫине улӑхма пултараҫҫӗ, тенӗ.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.