Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирпӗтсе (тĕпĕ: сирпӗт) more information about the word form can be found here.
Юлашкинчен салона гипохлорпа сирпӗтсе тухаҫҫӗ.

На конечной стадии салон обрабатывается гипохлором.

Общество транспортне дезинфекцилеме тытӑннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32858.html

Хӑвӑрӑн шухӑша ӑнлантарса сурчӑк сирпӗтсе тавлашмалла мар, хӑвӑрах пӗлетӗр вӗт: эсир тӗрӗс мар.

Не нужно так горячо отстаивать свою точку зрения, особенно если в глубине души сами знаете, что неправы.

50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑрамаллипех хӑранӑ вӑл кӑҫал хӑйне сирпӗтсе антарасран.

Help to translate

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тарӑхнӑ арҫын ҫӑлавҫӑсем патне тата шӑнкӑравланӑ, Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 32-мӗш «А» ҫуртра вырнаҫнӑ полицин уйрӑмӗн ҫуртне сирпӗтсе ярассипе хӑратнӑ.

Возмущенный мужчина позвонил спасателям и угрожал взорвать здание отделения полиции в Чебоксарах, расположенного по адресу пр. Тракторостроителей, дом 32«А».

Полици уйрӑмне сирпӗтессипе хӑратнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32475.html

Ку тӑшмана хӑйне пӑвса вӗлерӗп тесе мӑйӗнчен тытма карӑннӑччӗ кӑна, пуҫӗнчен урапа тапнӑ вӑй Танук-нойона йӗнертен сирпӗтсе кӑларса ҫӗре ӳкерчӗ.

Help to translate

Юлашки тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Икӗ вӑйлӑ тургауд Хӑрӑма ҫӗклерӗҫ те сирпӗтсе кӑларса ывӑтрӗҫ.

Help to translate

Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӑлхар ачи ухӑ йӗпписене виҫҫӗшне тытрӗ, ыттисене айккинелле сирпӗтсе ячӗ.

Help to translate

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Юмӑҫ карчӑк чӑтаймасӑр хапха умне чупса тухать, аллисемпе хӑлаҫланса, сурчӑкне сирпӗтсе кӑшкӑрашма, хӑйӗн тӑрлавсӑр кӗввипе пӳлӗхҫе кӳрентерекен ҫынна ылханма тытӑнать.

Help to translate

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хусанта вырӑссем майлӑ тӑракан ушкӑн ҫӗнтерчӗ, Алие сирпӗтсе антарса ӑна хан туса хучӗҫ.

Help to translate

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл сӑхман арки ҫине Тукай лаши сирпӗтсе хӑварнӑ пылчӑка турпаспа хырса тӑкрӗ те ҫу чӳлмекне йӑтса килнелле лӑкӑштатрӗ.

Help to translate

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурттуна вӑйпа туртса ярса чалӑшшӑн касса кӗретӗн, тепринче тӳртен лартса турпас сирпӗтсе кӑларатӑн, ҫапла шалтан-шала кӗрсе пыратӑн.

Весело наискось глубоко всадить топор, и потом напрямик подсечь подкошенное, и дальше и дальше врубаться в дерево.

Ҫӗмӗрт // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 58–19 с.

Ун хыҫҫӑн пупсем, халӑх хушшине тухса, кӗмӗл авӑрлӑ хура мӗлкепе сирпӗтсе ҫӳрерӗҫ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Маркка пичче улма ҫинӗ чух хуртне-мӗнне пӑхмасть, ҫаплипех ҫисе ярать, — терӗ вӑл, шӗвӗр пӳрнипе улма тӗпӗнчи сарӑ хурта аяккалла сирпӗтсе ярса.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Халӗ, патшана кӑларса ывӑтнӑ хыҫҫӑн, Батыйхан тепӗр хут ӑмӑрткайӑка сирпӗтсе антарассӑнах туйӑнать.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Патшана сирпӗтсе антарнӑ! —

Help to translate

Ҫурхи кунсем // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ачи алхасса ҫӳрет — вӑл хӑнт та тумасть! — сурчӑкӗсене сирпӗтсе, кӑшкӑрса илчӗ Кавӑрле.

Help to translate

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Апла пулсан — сывӑ пул! — терӗ те Сашша янаххинчен сылтӑм чӑмӑрӗпе ҫапса сирпӗтсе ячӗ Маркела шӑп Энӗш пӗвин варрине.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Патшана сирпӗтсе кӑларса, часрах учредительнӑй собрани тумалла, унта хамӑр хушӑран суйласа ҫынсем ямалла.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Юлашки «у» ҫур самантрах ҫухалчӗ: пуля тетраде шӑтарса тухса сас паллине пӗтерчӗ, Стэнли аллинчи кӑранташа сирпӗтсе ывӑтрӗ, кун кӗнеки ҫул ҫӳревҫӗ ури тӗлне ӳкрӗ.

Последнее «у» мгновенно исчезло: пуля, пробив тетрадь, уничтожила букву, вышибла карандаш из руки, и дневник упал к ногам путешественника.

IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Эпӗ хытӑ ҫилленеетӗп, енчен те пуҫӑма тилӗрӳ сирпӗтсе ярсан мана нумай кирлӗ мар: мӗн пурри пирки манса чарусӑр ӑнтӑлӑвӑн вӗрекен тӗттӗмлӗхӗнче вирхӗнетӗп-ыткӑнатӑп та ал айне мӗн лекнине ҫапатӑп-вататӑп.

Я подвержен гневу, и если гнев взорвал мою голову, немного надо, чтобы, забыв все, я рванулся в кипящей тьме неистового порыва дробить и бить что попало.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed