Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ай чипер! — терӗ вӑл Аникей лашине ҫилхерен силлесе.
6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Чӳлмекри укҫине ывӑҫ ҫине силлесе пӑх, вӑл туллашни палӑртӑр!
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ахтупай та парӑнмасть, кӑшӑлласа каснӑ сарӑ ҫӳҫне лӑстӑр! силлесе илет те: Ҫакӑ ялти сар хӗре Куҫӑм хывни сакӑр ҫул, Каять тесен чунӑм ҫук, Парса илме мулӑм ҫук! — тесе хурать.
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Урасмет хуҫа пулнӑ май чи малтан ташласа парас тесе урай варрине тухрӗ, кӑтра ҫӳҫне лӑстӑр! силлесе илчӗ, урай тавра йӑпӑр-япӑр чупса ҫаврӑнчӗ.
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӑвалас! — ҫӳҫне-пуҫне силлесе кӑшкӑрчӗ вӑл.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӑл комод ҫинчи будильника силлесе пӑхрӗ те: — И-и, ку сехет сирӗн чарӑнса ларнӑ иккен. Унпа-ҫке эсир спектакле васкамастӑр? — терӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Калпакне юртан силлесе алӑк патӗнчи ҫекӗлтен ҫакрӗ те, хӗрарӑмсене саламларӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хӗветӗр — «ман алсем тислӗклӗ» — текелесе — «Страствуй» ҫеҫ терӗ, вара лармалли утияла тепӗр хут силлесе тусан вӗҫтерчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Каяс умӗн, кайӑксем ҫиччӗр тесе, ҫимӗҫ юлашкине пир ҫинчен силлесе хӑварчӗ кинемей, кукӑль таткисене ҫул ҫинче тӗл пулакан ыйткалакансене валеҫме витрене чикрӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ҫиелтен йӗркеллӗн вырнаҫтарса хунӑ кӗпе-йӗмсене пӗрерӗн-пӗрерӗн силлесе аяккалла ывӑтрӗ, ҫыру таврашӗсене пӑхкаласа сӗтел ҫине хучӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Спирт какӑрпа кӑшкӑртса янӑ, — пӗр шухӑшлӑ ҫынна еретик шӳчӗпе йӗкӗлтекен либералла, кӑмӑллӑн сӑмахлать Сурдрег, — вӑл организма силлесе кисретнӗ, ӑна хӑрушлӑх пирки евитленӗ.
ХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Тумтир тӗркемне кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытса Джесси унран хурарах хӗрлӗ кӗпине силлесе кӑларчӗ те йӑнӑш тӳмелерӗ; пуҫне кӑвак шарфпа хупларӗ; йӑпшӑна-йӑпшӑна чупса хӑйӗн пӳлӗмне таврӑнчӗ; чӑлхине, ури тӗлне лекнӗ пушмакне тӑхӑнчӗ, укҫана ҫыру чикрӗ те — чӳрече уҫса тӑкӑрлӑкри тротуар ҫине сиксе анчӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Биче кӑранташӑн шӗвӗр вӗҫне — ӗненмесӗр — силлесе пӑхрӗ, унтан кӗмелли-тухмалли вырӑнсем, пӳлӗм, коридорпа пусма ӳкерме тытӑнчӗ.
XXXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫук, чечек ҫине нӑрӑ хӑпарса ларни евӗр ҫеҫ ку, — ӑна вара силлесе ывӑтаятӑн.Нет, лишь на цветок как бы садился жук, которого не стряхнешь.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Джентльменсем! — терӗ вӑл шӑлне чарусӑррӑн шатӑртаттарса тата ҫӗҫҫине кӑтартнӑ май хыттӑн силлесе.— Джентльмены! — сказал он, неистово скрежеща зубами и, показав нож, потряс им.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хӗр Ганувер аллине чӗнмесӗр пӑчӑртарӗ те силлесе илчӗ, ҫакӑнпа хӑйӗн чӗрине харсӑррӑн уҫса кӑтартрӗ, — чӗри вара паян мӗн кӑна тӳссе ирттермерӗ-ши?
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Анчах стенасен ӳкӗмӗ, — сӑмах май, ҫакӑ питӗ лӑпкӑн, хуллен пулса иртрӗ, стаканри эрех те чӳхенмерӗ, — хӑрушшӑн пӗрре ҫапнипех манран пӗтӗм туйӑма силлесе кӑларчӗ.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ӗнтрӗкре шыв вӗткеленет, карапа силлесе ҫил кӑчӑртатать те вӗрет.В мраке суетилась вода, ветер скрипел и выл, раскачивая судно.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Эпӗ сумкӑри мӗнпур япаласене курӑк ҫине силлесе тӑкрӑм та сумкӑна тасата пуҫларӑм.Я вытряхнул все содержимое на траву и стал ладонью прочищать стенку сумки.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫак сӑмахсен сас паллисем, нумай ытти сӑмахӑнни пекех, Филипп аллинче чӑл-пар сапаланнӑ; мӗн пуррине миххине силлесе вӑл хупаха, Цейкрафт патне, кайнӑ, унта эрех ӗҫнӗ, укҫине илнӗ те тӑватӑ уран, аран-аран, килне ҫитсе выртнӑ.
Вӗлерӳҫӗ-сӑмах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 335–336 с.