Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шӑрӑх сивӗпе, сивӗ шӑрӑхпа ылмашса тӑрасси уйрӑмах ҫуркуннепе кӗркунне, кӑнтӑрла хӗвел хытӑ хӗртнӗ, ҫӗрле сивӗ пулнӑ чух, питӗ палӑрать.
1. Тусем мӗншӗн ишӗлеҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Вӑхӑт-вӑхӑтпа вӗсенчен хӑшӗсем, вӑрана-вӑрана кайса, тепӗр май ҫаврӑнса выртаҫҫӗ, сивӗпе ӗнтӗркенипе питех те пӗчӗкленсе каясшӑн, юлташӗн хӗвӗнчи ӑшша кӗрсе пытанмалӑхах пӗчӗкленесшӗн пулнӑ пек пӑчӑртанаҫҫӗ вӗсем.
4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Сивӗпе шикленӳ туйӑмӗ канӑҫлӑн ҫывӑрма памаҫҫӗ.
3 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑюллӑ сунарҫӑсемпе ырма пӗлмесӗр пӑлан ӗрчетекен ҫынсем халь хӑйсен ҫилпе те сивӗпе пиҫӗхнӗ пичӗсене хӗвел пайӑркисем еннелле ҫавӑрса йӑл-йӑл кулакан куҫӗсене хӗсеҫҫӗ, ҫурхи хӗвел килнӗ ятпа ҫӗнӗ телей пулатех, ӗҫ ӑнатех, тесе шухӑшлаҫҫӗ: пӑлан усракансен — пӑлан пӑрӑвӗсем йышлӑрах пулаҫҫӗ, сунарҫӑсен — тинӗсри тупӑшӗ пысӑк пулать.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Бурмистров сивӗпе ҫӳҫене-ҫӳҫене илет.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Сивӗпе ҫӳҫене-ҫӳҫене илсе, хӗрарӑм, ҫуркаласа пӗтернӗ кӗпине тата хывӑнса анакан юбкипе аллисемпе тытнӑ, крыльца патнелле хуллен утса, пырать, малтанах хӑраса ӳкни вырӑнне унӑн чӗри халӗ ҫав тери кӳренме тытӑнчӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вӑл пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе ҫывӑрмалли ҫемҫе, ӑшӑ вырӑна аса илчӗ те, сивӗпе ҫӳҫенсе шартах сикрӗ.Он всем телом вспомнил мягкую, тёплую постель и вздрогнул от холода.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Шӑхӑрса та ҫӗхӗре-ҫӗхӗре илсе, хула тӑрӑх ҫил айӗн-ҫийӗн ҫавӑрттарать, хулари шӑв-шава ытларах ӳстерет тата, пӗр ушкӑна кӗпӗрленсе тӑнӑ, хӗрӳлленсе кайнӑ ҫынсене сивӗпе уҫӑлтарать, вӗсене урамран килӗсене те трактирсене хӑваласа кӗртет.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вавила сивӗпе ҫӳҫенсе кайнӑ евӗрех хулпуҫҫисене турткаласа илчӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Шӑнса ларнипе мӑйӑр пек шакӑртатакан пельменьсем, суханпа, пӑрӑҫпа хатерленӗскерсем, инҫе ҫулта уҫӑ сывлӑшпа тӑраниччен сывланӑ хыҫҫӑн, питҫӑмартисене сивӗпе хӗретнӗ хыҫҫӑн ай-ай тутлӑ пулмалла!
Ирӗке! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Надежда Константиновна сивӗпе кӗренленнӗ питне ун еннелле ҫавӑрать.
«Минога» // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Кӑшкар евӗр хытса лараҫҫӗ тумтирсем сивӗпе.
Семянников заводӗнчи пӑлхав // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Тӗл пулнӑ самантри шӑв-шавсем лӑплансан, Илья Николаевичӑн сивӗпе хӗрелнӗ пичӗ-куҫӗ тамалсан, ашшӗ питӗ ывӑннине туять Володя.
Лӑпкӑ мар // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Юратать Володя ҫакнашкал каҫсене, сивӗпе тӗрленсе пӗтнӗ хӗллехи чӳречесене, хуллен чӑштӑртатса уҫӑлакан страницӑсемпе амӑшӗн ырӑ сассине!
Хӗллехи каҫсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Хамӑр талпӑнакан умӑмӑрта анӑҫ ҫути сивӗпе витӗнсе сӳнесшӗн, ӗнтрӗк янкӑрӗ ҫӑралнӑҫемӗн ҫӑралса хӑпарать, уйрӑмах кедрсемпе чӑрӑшсем айӗнче тӗттӗм.
8 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Атте сӑмах май ҫапла каласа хучӗ: «Кожанов Пысӑк ҫӗрпе чылай вӑхӑт хушши тӳрремӗнех ҫыхӑнман, хуйхӑ-суйхӑпа, выҫӑпа, сивӗпе тата «ҫӑлӑнӑҫшӑн ҫапӑҫнипе» шанчӑка ҫухатрӗ пулмалла», терӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Сивӗпе йывӑҫсем шартлатса ҫурӑлаҫҫӗ, телефон пралукӗсем кӗрлесе тӑраҫҫӗ.От мороза трещали стволы деревьев и стонали оборванные, скрученные штопором провода.
Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Ҫӳлти хутри пӳлӗмсенче, сивӗпе шӑнса упасарри курӑкӗ евӗр тӗрленнӗ кантӑксем умӗнче хӗрарӑмсем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Вӑл хӗрсене ҫын пулни ҫинчен мантарса сивӗпе, выҫлӑхпа, тӗрлӗ хӗн кӑтартса вӗсен ирӗклӗхне пӗтересшӗн пулнӑ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Сивӗпе хытса кайнӑ кӗске кӗрӗклӗ мотопехотинецсем пичӗсене сивӗ ҫилтен аллисемпе хӳтӗлесе, танк ҫумне пӑявпа ҫыхнӑ каска ҫине ҫӑматтисемпе тӗрӗнсе пычӗҫ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.