Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку шухӑш часах пӗтӗм Чӑваш облаҫӗнчен килнӗ медиксем хушшинче сарӑлчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Юлашки вӑхӑтра, тата, ялта хӑмла ӗҫӗ сарӑлчӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Каллех ҫил шӑрши сарӑлчӗ; сад чӗнмест, ҫавӑнпа та Моргиана, хӑйне шиклентерекен туйӑмсемпе сӑмахсем пӳлӗмрен тухса каясран сыхланнӑн, ӑна тӗплӗн питӗрчӗ те террасӑран пахчана анчӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Унран инҫех мар кулакан хӗрарӑмсем тӗлӗшпе унӑн йӗрӗнӳпе сивлеклӗх туйӑмӗ сӑрхӑнса сарӑлчӗ, кача-кана куракан хир сыснин туйӑмӗ те ҫапларах-тӑр.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Акӑ йывӑҫсем ҫийӗн ҫурма ҫутӑ сарӑлчӗ.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Пӳрте туххӑмрах тӗлӗнмелле тутлӑ те техӗмлӗ шӑршӑ сарӑлчӗ.
VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Тӗлӗнмелле тутлӑ шӑрша сарӑлчӗ таврана.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Тавралӑха тӗлӗнмелле тутлӑ шӑршӑ — тӗтӗм шӑрши — сарӑлчӗ.
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Хушӑкра ҫул кӗрлет те ахӑрать, ҫухӑру-мӗкӗрӳпе, кӑшкӑрупа, шавпа тата сӗхӗрлентерекен пӑтрашу-арпашупа тулнӑ кӗрлевӗн малтан вӑйлах мар кӗмсӗртетӗвӗ янӑравлӑ ахрӑмпа ҫапӑнса таврӑнчӗ те — аҫа ҫапнӑ чухнехилле сирпӗнсе сарӑлчӗ.
VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Шав самантлӑх тамалчӗ те — кӗҫех вунӑ хут вӑйланса сарӑлчӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Кун кӑвак шӑрӑхпа ҫунса-тӗлкӗшсе сарӑлчӗ; сӑмала пӑсланӑвӗпе тулсах ларнӑ пӑчӑлӑх пуҫа ҫавӑрттарать.День развернулся, пылая голубым зноем; духота, пропитанная смолистыми испарениями, кружила голову.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Кунсӑр пуҫне — вӑрҫӑ пирки пӗлтерсен Гентра чӑннипех пӑхӑнмаллине хирӗҫлекен тахҫанхи, вӑйлӑ туйӑм ҫӗкленсе сарӑлчӗ: унӑн туртӑм вӑйӗ яланах — йӑпану, харкам кӑсӑклӑх; ҫавӑнпа та психологин ҫак виҫипе вӑл тискерчӗксен ҫул пуҫӗ пулма тивӗҫлӗ мар, пушшех те — темӗнле тупӑшшӑн хӗмленекен ытти тискерчӗк тӗллевӗсемшӗн.
X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑнах апат пӗҫерӳҫӗсем — икӗ шӑпӑрлан — йывӑр кӗмӗл тирӗк йӑтса кӗчӗҫ; йӗри-тавра пӑс сарӑлчӗ.Вслед за этим два запыхавшихся поваренка втащили тяжелое серебряное блюдо, окутанное облаками пара.
X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Халӗ алӑк леш енче мӑкӑртату илтет, ку, ахӑртнех, аптӑрава пӗлтерет; ҫапах та сӑлӑп каллех туртӑнчӗ, алӑк ансӑр хушӑкпа уҫӑлчӗ, майӗпен сарӑлчӗ те унта пуҫ курӑнать.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Эпӗ ҫав таранах ухмах-и?.. — кӳренӗве пытараймасӑр хуравларӑм та — пылак пӑр шӑла ыраттарнӑран кӳренӳ сӳ-ӳлетсе сарӑлчӗ, — ҫакна мана пӗчӗк ачана каланӑн евитлеме эпӗ ҫав таран ухмахах мар…
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫутӑ тӑруках йӑлкӑшса сарӑлчӗ, — мол вӗҫӗнче хунар ҫунать; халӗ эпӗ шывалла анакан сарлака картлашкасене асӑрхатӑп, катасем уҫӑмланчӗҫ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Анчах Ван-Конет харсӑрлӑх тӑрӑмӗнчен тухайман-ха, ҫавӑнпах-тӑр ывӑлӗн кӑмӑллах мар пӑтӑрмахӗ асне килнӗ май старикӗн сарӑ шӑлӗсен хушшинчен йӗкӗлтевлӗ кулӑ сарӑлчӗ, ҫакӑ, ахӑртнех, — ҫак кун унӑн шӑмӑ сыппи чирӗллӗ философийӗшӗн юлашки парне.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ытлашши ҫӗкленсе кайнӑран ахӑр — унӑн сулахай пит ҫӑмарти ҫине ҫап-ҫутӑ хӗрлӗ пӑнчӑ тухса ларчӗ, вӑл куҫ кӗтесӗне тӑнлавне ҫитиех сарӑлчӗ; пит ҫӑмарти чӗтренсе ҫӳҫенет тейӗн — ӑна хӑй сисмесӗрех хыттӑн сӑтӑрать:
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пӗрре ҫакӑн пек хыпар сарӑлчӗ: Арзамас хулинчи чӑх-чӗп ӗрчетекен обществӑран «хаклӑ пуҫлӑх патне» пӗр телеграмма та яман, имӗш.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Полицмейстер ывӑлӗ урлӑ шкулта тепӗр куннех ман атте дезертир пулни ҫинчен хыпар сарӑлчӗ.Через сына полицмейстера в училище на другой же день стало известно, что мой отец — дезертир.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.