Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савӑнтарать (тĕпĕ: савӑнтар) more information about the word form can be found here.
Ҫыру авторӗсен хӑюлӑхӗ, тӳрӗлӗхӗ савӑнтарать мана.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ахӑртнех, Надя театрта мӗн пулса иртнине каласа парать: савӑнӑҫлӑ вӑл, аллисене хыттӑн сулкалать, хӑйӗн савӑнӑҫӗпе ыттисене те савӑнтарать.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӗсемпе «пӗр ҫӑвартан сурса пурӑнни» Ҫтаппана питӗ те савӑнтарать.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хуҫалӑхра 10 гектар ҫинче улма-ҫырла сачӗ те чӗртсе тӑратнӑ, унта панулми, груша, абрикос, алыча, хурлӑхан, хӑмла ҫырли тата ытти ҫимӗҫ ҫулсерен пысӑк тухӑҫпа савӑнтарать.

Help to translate

Фермер патӗнче хӑнара пулнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d1%84%d0% ... bb%d0%bda/

Ҫут ҫанталӑк пире питӗ савӑнтарать.

Help to translate

«Ялта чи лайӑххисем» 1500 ҫынна пухрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=mUDdzZrkAJY

— Ҫарпа спорт вӑййисене хутшӑнас текенсем ҫулсерен йышлӑ пулни савӑнтарать.

Help to translate

Ҫамрӑк армеецсен вӑййисем пуҫланчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Вӗсене ӗҫе кӗртессинче чылайӑшӗ пуҫарулӑхпа палӑрни савӑнтарать.

Help to translate

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Ҫав вӑхӑтрах тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи илни те савӑнтарать, — палӑртать ҫамрӑк агроном.

Help to translate

Агроном — уй-хир хуҫи // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%b0%d0%b ... 83c%d0%b8/

Дмитрие хуҫалӑх ура ҫинче ҫирӗп тӑни, кунти ӗҫченсем тараватлӑ та туслӑ пулни, ҫамрӑксене хапӑлласах йышӑнни савӑнтарать:

Help to translate

Агроном — уй-хир хуҫи // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%b0%d0%b ... 83c%d0%b8/

1-мӗш номерлӗ юсанмалли колоние сыхлакан уйрӑмӑн аслӑ инструктор-кинологӗ Аркадий Кириллов «сирпӗнекен япаласене шырасси тата тупса палӑртасси» ӑмӑртура хӑйне тивӗҫлӗ кӑтартни савӑнтарать — вӑл кинологсен нумай енлӗ ӑмӑртӑвӗн спорт мастерӗн кандидачӗн нормативне пурнӑҫланӑ.

Отрадно, что старший инструктор-кинолог отдела охраны исправительной колонии № 1 Аркадий Кириллов, достойно выступил в соревнованиях «поиск и обнаружение взрывчатых веществ», по результатам которого выполнил норматив на кандидата в мастера спорта по многоборью кинологов.

Чӑваш Енри кинологсем Мускав облаҫӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35026.html

Социаллӑ тетелте ҫынсем ҫырни савӑнтарать.

Help to translate

Тӳрӗ лини ирттерчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60452

– Мана хама та, Правительствӑна пӗлтӗр туса ирттернӗ ӗҫ самаях савӑнтарать, мӗншӗн тесен эпир йывӑр ҫул пулнӑ пулсассӑн та промышленность аталанӑвӗн темпне чакармасӑр нумай хамӑр палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме пултартӑмӑр.

Help to translate

Аталану чакман // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60471

— Мана ҫавнашкал хитре сӑмахпа савӑнтарать хӑш-пӗр чух арӑмӑм.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫак ырӑ проектсем кулленех аталанса пыраҫҫӗ, вӗсене пурнӑҫлани ҫӗр-ҫӗр ҫынна савӑнтарать.

Help to translate

Ватӑсен кил-ҫурчӗсене тирпейлеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61065

Эпир Чӑваш Республики ӗнтӗ ҫакӑн пек пӗтӗмӗшле питӗ тарӑн ҫакӑн пек документ тӑвакан регионсенчен тен пӗрремӗш регион пулса тӑни савӑнтарать, хавхалантарать.

Help to translate

Ярмӑркка пӗр тӗвве пухӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60696

Паянхи кун Марье аппана 22 мӑнукӗ тата 17 мӑн мӑнукӗ савӑнтарать, асламӑшӗ-кукамӑшӗ патне хӑнана килсен янравлӑ сассисемпе пӗр урам тултараҫҫӗ.

Help to translate

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Пирӗн ӗҫ ӑнса пыни савӑнтарать.

Help to translate

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Мӑн Явӑш ялӗ округ центрӗнчен, тӗп больницӑран аяккарах вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа та медицина пулӑшӑвне ҫывӑхрах илме май пурри халӑха чӑннипех савӑнтарать.

Help to translate

Ял ҫыннисен пысӑк савӑнӑҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12492-ya ... -k-sav-n-c

«Куракансем театра калама ҫук юратни ҫав тери савӑнтарать пире», — теҫҫӗ актерсем.

Help to translate

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Питӗ савӑнтарать ҫакӑн пек проект ҫут тӗнчене килекен паттӑра, чӑнласах та, тӑван тӑрӑха, тӑван чӗлхене юратма вӗрентни.

Help to translate

Тин ҫуралнӑ ачасене парне пуххи хатӗрленӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60949

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed