Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑхма (тĕпĕ: пӑх) more information about the word form can be found here.
Иван Кузьмич унпа чӗререн калаҫса пӑхма, тепӗр хут завода чӗнме шутларӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пурте Валентина ҫине кулса пӑхма пуҫларӗҫ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӗсем, Светланӑпа иккӗш, пӗрне-пӗри ҫав тери юратнине те, Бардин хаҫат страници ҫинчен Светланӑна тинкерсе пӑхнине те, ҫав сӑнӳкерчӗке Светлана кашни ирех, ыйхӑран вӑрансанах, тӑричченех минтерӗ айӗнчен кӑларса пӑхма юратнине те сисмен ӗнтӗ хаҫатра ӗҫлекенсем.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Эпӗ каятӑп, хӗрсем, — терӗ вӑл юлашкинчен, хӗрсем ҫине пӑхма хаяймасӑр.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӑхӑт иртнӗ, анчах аманнӑ алӑ тӳрленмен, вӑл пӑхма та хӑрушла шыҫса кайнӑ, чавса сыпӑкӗ хуҫланман та, тӑсӑлми те пулса юлнӑ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫав самантра эпӗ питӗ хаклӑ япала тупнӑ пек, анчах ӑна, лайӑххӑн пӑхма та ӗлкӗреймесӗрех, ҫухатнӑ пек туйрӑм…

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Туртакан хӗрарӑмсем ҫине пурин ҫине те пӗр пек йӗрӗнсе пӑхма кирлӗ мар, — чарӑна-чарӑна тӑрса калаҫрӗ Шура.

Help to translate

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Тепӗр оппонентсем статья пирки тата ҫивӗчрех каланӑ: «Вулакансемшӗн те, фактсене тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхма кӑмӑл тунӑ журналистсемшӗн те питӗ сахал май паракан тирпейсӗр омлет», «…нимӗнле майпа та тӗрӗслеме май паман япала, шел те, тӗпчев журналистикинче чапа тухнӑ тунӑ хыҫҫӑн ку хальхи вӑхӑтра Херш ҫирӗплетмен кавар теорисем енне илсе каякан ҫул ҫине пӑрӑннипе килӗшсе тӑрать».

Другие оппоненты высказывались по поводу статьи ещё более остро: «Неряшливый омлет, предоставляющий слишком мало и читателям, и журналистам, пожелавшим перепроверить его факты», «…не выдерживает проверки и, увы, соответствует недавнему повороту Херша от сделавшей его известным расследовательской журналистики к неподтвержденным теориям заговора».

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Ывӑлӗсенчен пӗри ватӑ ашшӗне пӑхма тесе нумаях пулмасть ӗҫӗнчен пӑрахнӑ.

Help to translate

Чӑваш театрне юратакан Поликарп Фёдоров 95 ҫул тултарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37333.html

Командир яланах тимлӗ пулма, йӗри-тавра тата ура айне пӑхма, пӗр сӑмахпа каласан, яланах сыхӑ пулма хушать.

Командир постоянно требует быть предельно внимательными, смотреть по сторонам и под ноги, словом — всегда быть бдительными.

Пушкӑрт батальонӗнчи санитари ротин боецӗ хӑйӗн командирӗ ҫинчен каласа панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... an-3643078

Ерастовсен хуҫалӑхӗ ҫирӗп, ачасем мӑйракаллӑ шултра выльӑхне пӑхма, кӗтӳ кӗтме пулӑшаҫҫӗ.

У Ерастовых крепкое хозяйство, дети помогают ухаживать за коровами, пасти табун.

Ерастовсен ҫемйин лӑпкӑ гаванӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-02- ... an-3641505

Юлашкинчен те пулин, «Кун-ҫул тӳпинчен» кӗнеке ҫинчен калас пулсан, ҫакна палӑртмалла: унта поэтӑмӑр хальхи пурнӑҫ ҫине, иртнӗ самана, чӑваш культурин хӑш-пӗр ҫыннисемпе вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫине хальхи кунсен шайӗнчен, тӳпинчен пӑхма тӑрӑшать.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Колорит тенине нациллӗ поэтӑн пултарулӑхӗнчен, сӑвви-юрринчен уйрӑм илсе пӑхма ҫук, вӑл поэт пултарулӑхӗн содержанийӗпе форминче — этем кӗлеткинчи ӳтпе юн пекех; вӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрни — этемӗн ӳт-тирне каса-каса пӑрахса, юнне юхтарнӑ пекех.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн юлашки вӑхӑтра пичетленсе тухнӑ икӗ кӗнеки пӑхма питех те пӗчӗккӗ, анчах, пӗчӗкҫӗ пулин те, паха кӗнекесем шутне кӗреҫҫӗ.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Вара пирӗн республикӑри ӗҫ ҫыннисем Мускавран, Ленинградран, Киевран, Ригӑран, Свердловскран, Горькинчен, Хусантан тата социализм ҫӗршывӗсенчен паракан передачӑсене пӑхма пуҫлаҫҫӗ.

Help to translate

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Анчах Шупашкарта ҫӗнӗ театр туса лартни, халӑх пьесӑсем пӑхма питӗ те юратни вӗсене хавхалантармасть-шим, тесе ыйтас килет.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӗсенчен паллӑраххисем: В. Алагерӗн «Ҫул юппинче», Л. Агаковӑн «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ», А. Артемьевӑн «Алтӑр ҫӑлтӑр», В. Алендейӗн «Ушкӑн-ушкӑн пӗлӗт иртет», «Ферма хӗрӗ», «Пилеш пӑхма пит хитре», В. Садайӑн «Туссем каллех пӗрле», «Ҫирӗклӗ кӳлӗри тӑват-пилӗк кун», Тихӑн Петӗрккин «Ҫӗнелнӗ тымар», Ю. Скворцовӑн «Уках хурӑнӗ», «Хӗрлӗ мӑкӑнь», В. Ухлин «Альтук», К. Петровӑн «Ҫӗкленӳ», В. Бурнаевскин «Хӑнтӑрча таврашӗнче».

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫынсем ҫӗнӗ япалапа усӑ курасси сывлӑхшӑн хӑрушӑ пулма пултарать тесе шухӑшланӑ та унпа ярӑнса пӑхма килӗшмен.

Публика сочла новинку травмоопасной и не пожелала прокатиться на таком снаряде.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

— Ытарлӑ каласан, манӑн чӑтӑмлӑхпа тӳсӗмлӗхе малтанах ҫутҫанталӑк тӗрӗслесе пӑхма шут тытрӗ пулӗ.

Help to translate

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Пӑхма юрать-и?

Help to translate

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed