Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ хапхаран тухрӑм та тӳрех Наталипе хирӗҫ пултӑм, — вӑл ӗсӗклесе макӑрса ҫапса амантнӑ питне пуҫ тутрипе шӑлкаласа, тепӗр аллипе саланса кайнӑ ҫӳҫӗсене пуҫтаркаласа, суккӑр ҫын пек панель тӑрӑх утатчӗ, ун хыҫҫӑн Ардальонпа Робенок утса пыратчӗҫ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫынсем тӗрексӗр тӑни ытла та палӑрса тӑрать, вӗсем фокус тунӑ пек пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗрелле тапа-тапа сикнисем мана тӗлӗнтерсех яраҫҫӗ; эпӗ ҫав ӑнланса илме май ҫук тапа-тапа сикнисенчен тӗлӗнсе ывӑнма та пуҫланӑччӗ, вӗсем эпӗ ҫынсемпе пит интересленессине хуллен-хулленех сӳнтерсе пыратчӗҫ, эпӗ ҫынсене юратассине кансӗрлетчӗҫ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мӑшкӑласа кулнисем ҫурт тӑрри витекене ним чухлӗ те пырса тӗртместчӗҫ, питҫӑмарти шӑммийӗсем тухса тӑракан пичӗ ыйхӑланӑ пекле пулса каятчӗ, вӑл аташнӑ пек калама тытӑнатчӗ, тутлӑ сӑмахсем ӳсӗртмелле юхӑм пек юхса хӗрарӑмсене палӑрмаллах ӳсӗртсе пыратчӗҫ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӗсем халь те ман хуҫа патне кашни вырсарникун ирхине пыратчӗҫ, кухняри сӗтел йӗри-тавра тенкелсем ҫине ларса тухатчӗҫ те, хуҫана кӗтсе, интереслӗн калаҫса ларатчӗҫ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Яланах тенӗ пек вӗсем авалхи кӗнекесем, иконӑсем, кадильницӑсем, темле чашӑсем сутма илсе пыратчӗҫ; хӑш чухне сутаканӗсене — йӑлӑм енчи карчӑка е старике ертсе килетчӗҫ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Час-часах стариксемпе карчӑксем никончченхи вӑхӑтсенче авал пичетленӗ кӗнекесене сутма илсе пыратчӗҫ е ҫавӑн пек кӗнекесен спискисене, Иртизпа Керженец тӑрӑхӗнчи скитницӑсене хитрен ҫырнӑ кӗнекине илсе пыратчӗҫ; Дмитрий Ростовский тӳрлетмен Минейсен спискисене; авал ҫырнӑ иконӑсене, хӗрессене тата финифтьлӗ хуҫлатмалли пӑхӑр иконӑсене, Поморье тӑрӑхӗнче шӑратса тунӑскерсене; кӗмӗл куркасене, ӗлӗк Мускаври князьсем хупахра ларакан ҫынсене панӑскерсене; ҫавна пурне те, вӑрттӑн, шикленсе, аркӑ айӗнчен кӑтартса ҫеҫ сӗнетчӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ ӑслӑ сӑмахсене итлесе ларнипе вӑхӑт ҫинчен те манса кайнӑччӗ, сасартӑк дамба вӗҫӗнче хуҫа арӑмӗпе хуҫа алла-аллӑн тытса утса килнине курах карӑм; вӗсем кӑркка аҫипе ами пек ерипен чинлӑн утса пыратчӗҫ, пӗр-пӗрне темскер каласа, пирӗн ҫинелле тӗллесе пӑхатчӗҫ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав ҫулсенче ярмӑнкӑри казеннӑй ҫуртсем суту-илӳ тӑвакансен аллине каятчӗҫ; суту-илӳ тумалли ӗретсене хыпаланса урӑхлатса пыратчӗҫ, ман хуҫа лавкасене юсама тата ҫӗннисем лартма подрядсем илетчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл кӗскен вӗрентсе каланисем мана кӗнекесем ҫине тата тимлӗрех пӑхма вӗрентсе пыратчӗҫ, хам сисмесӗрех кӗнекесем, пьяницӑна эрех кирлӗ пекех, кирлӗ пулса тӑчӗҫ.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ыттисенчен ытларах ман пата сарайне Ермохинпа Сидоров пыратчӗҫ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ерҫнӗ сехетсенче эпӗ хам пӗччен ҫеҫ пулас тесе сарайне вутӑ ҫурма тухса каяттӑм, анчах пӗччен пулма сайра ҫеҫ май килетчӗ, — денщиксем пыратчӗҫ те карташӗнчи пурӑнӑҫ ҫинчен кала-кала кӑтартатчӗҫ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Носилкасем йӑтнипе авӑна-авӑна илсе, ташланӑ пек тӑпӑрт-тӑпӑр пусса, вӗсем пӗр мӑшӑр хыҫҫӑн тепӗр мӑшӑр кочегар трӳмӗ патнелле пыратчӗҫ те: — Силлентер! — тесе уҫҫӑн кӑшкӑрса пӗр ҫур чалӑш вутта хура шӑтӑкалла тӑкса яратчӗҫ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав хирӗҫӳччен Вавжонӑн пурте ҫитетчӗ-ха, ӗҫӗсем ӑнса пыратчӗҫ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Кун пирки хыпар хӑвӑрт сарӑлнӑччӗ; таврари пур вырӑнсенчен те хресченсем ун патне йывӑҫсен тӗпӗсене илме пыратчӗҫ.Он стал известен как садовод; крестьяне со всего края приходили к нему за саженцами.
15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ытти чухне яланах ӑна малтан ачасем тытса илетчӗҫ, хаҫатсене пӑхса тухатчӗҫ те ман патӑма чи ҫӗнӗ хыпарсемпе пыратчӗҫ.
46 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пирӗннисем пыратчӗҫ те — пулӑшатчӗҫ.
37 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
(Волейболла выляма пионерсем каҫхине пирӗн пата пыратчӗҫ.)
37 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫӑва хатӗрленнӗ чухне яланах пирӗн коммунарсем хайсем заводра ӗҫленӗшӗн илнӗ укҫаран кӑштах перекетлесе пыратчӗҫ.Обычно, готовясь к лету, каждый коммунар у нас откладывал понемногу из своего заработка на заводе.
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Стройпа пынӑ чух нимӗн те йӑтма юрамасть пулсан та, пӗрремӗш взводри аслӑ ачасем чемодансем ҫӗклесе пыратчӗҫ.Однако хоть в строю ничего нести не полагается, старшие ребята в первом взводе несли чемодан.
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Грузовиксем чи юлашки взвод хыҫҫӑн — пирӗн пӗчӗк ачасем хыҫҫӑн пыратчӗҫ.
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.