Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йывӑр, нӳрлӗ сывлӑш, кӗрхи ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче ӳкнӗ вулӑсен ҫӗрӗк шӑрши сывлама хытӑ кансӗрлеҫҫӗ.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Решетке леш енче ҫирӗм тӑватӑ ҫулсенчи ҫамрӑк хӗрарӑм тӑрать: шӑрӑха пула хӗрелсех кайнӑ, ҫепӗҫ пичӗ кӑнпах хӗвелне пиҫсе хуралнӑ, кӑвак куҫӗсем ҫиҫеҫҫӗ, ҫӳҫӗ тӗксӗм, уҫӑ ҫамки ҫинчи нӳрлӗ, сенкер хӑюпа капӑрлатнӑ сарӑ шлепкин хӗрри сарлака; ҫаксем пурте Джесси чунӗнче хӗрхенӳ майлӑ туйӑм ҫуратаҫҫӗ.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Нӳрлӗ шӑрӑх Джесси питне ӑшӑтать.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Чӑтлӑха кӗчӗҫ; кунта нӳрлӗ сулхӑн Моргианӑна ирхи шӑрӑх хӗвелтен хуплать; вӑл Гервак сине ҫаврӑнса пӑхрӗ, хайхискер Моргианӑран кӑвак тимӗр куҫӗсене вӗҫертмест, ҫула хуплакан туратсем витӗр хашка-хашка утать.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Савӑтран тумламсем ӳкрӗҫ те шывра кӗленче тӗслӗн йӑрлатса сапаланчӗҫ; кӗҫех — пӗтӗмпех малтанхи пекех, курка ҫийӗнчен нӳрлӗ тӗтӗм евӗрскер ҫеҫ ҫухалчӗ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Унтан пӑхма-хаклама пуҫларӑмӑр, ҫакӑн хыҫҫӑн Дэзи куҫӗсенче мӗн пур япала, малашлӑх, чечексем, чӳречесемпе карӑсем выляҫҫӗ-йӑлтӑртатаҫҫӗ, — супӑнь кӑпӑкӗн нӳрлӗ сийӗнче ҫапла курӑнкалать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унӑн ман ҫума пытаннӑ питне янахӗнчен ҫӗкленӗ май тата ачаннилле ҫак авӑкпа хам та пусӑрӑнчӑклӑн тата ҫепӗҫҫӗн хумханса ӳкнӗскер — Дэзин нӳрлӗ, теветкеллӗ куҫӗсенчен тинкеретӗп; хальхинче шӳтпе ирттерсе яма хевтем ҫитмест.
XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Урра! — сасартӑк кӑшкӑрса кулса ячӗ те вӑл — нӳрлӗ куҫӗсене шӑлкаласа борт хӗррине чулланнӑ пичӗпе вырнаҫрӗ.Ура! — вдруг закричала она, засмеялась, утерла влажные глаза и села с окаменелым лицом.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Кӗҫех Синкрайт килсе ҫитрӗ, — нӳрлӗ, чӗрӗ; ӗнер эрех ӗҫни унра шуранкалӑхра палӑрать; аллисем чӗтреҫҫӗ.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Акшар мӑкӑрӑлчӑксем хӗстернӗ ансӑр айлӑм евӗр темӗскере куратӑп; кунта ҫӑра та нӳрлӗ курӑк ӳсет, анчах малалла ӳкерчӗк кӗтмен ҫӗртен улшӑнать: вӑрман сайра, курӑк ҫукпа пӗрех, сӑртсен тӗксӗм хумӗсенче — авӑкрах путӑк, ун тӑрринче — кӑвак тӳпе шӗвреки, шӑпах ҫакӑ Биг каҫӑвӗ — Астарот ҫапла ят панӑскер.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Дрибб лаши патнелле шӑвать, нӳрлӗ курӑкран чӑлхана-чӑлхана хӑйӗн ешчӗкне ҫухатнӑ йытӑ ҫурилле йынӑшать.Дрибб пополз к лошади, со стоном тыкаясь в сырую траву, как щенок, потерявший свой ящик.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ҫыхланчӑк курӑкӑн нӳрлӗ ҫӑралӑхӗнче Горн урисем аран-аран куҫаҫҫӗ, акӑ вӑл тинех кӑвак йӑрӑм патне тухрӗ те чарӑнчӗ, шыв курӑкӗсен пылакрах киҫмӗк шӑршипе сывлать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Вӑл темиҫе пӳлӗмрен иртет: ыйхӑрилле куҫса тертлӗ ҫепӗҫлӗхе, иртнӗлӗхӗн ӗсӗклекен тунсӑхне путнӑскер, нӳрлӗ, пӑхӑнуллӑ сӑн-питпе.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ирӗн шупка кӗрен ӳсӗрлӗхӗ кантӑкран нӳрлӗ тӗтрепе, ӑшӑх вырӑнсен тӑварлӑрах киҫмӗкӗпе тата ыйхӑ умӗн сӗнксе ларакан ҫын шухӑшӗн уттилле, тытса хыпашлайми чӑштӑртату чӗмсӗрлӗхӗпе сывлать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Унтан куҫӗсене аллисемпе хупларӗ, куҫ хупанкисем ҫинчен нӳрлӗ пӳрнисене вӗҫертрӗ те — ҫак самантра Ливингстон тӗлӗшпе унӑн шухӑшӗ калӑпланса ҫирӗпленчӗ.
III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Поп кайрӗ, вара эпир нӳрлӗ стенасен тӑвӑрлӑхӗнче кӗсменсемпе авӑса-авӑса таса шыв ҫине тухрӑмӑр, юлашкинчен тӗмсем сӑрса хупланӑ чул арккӑран иртрӗмӗр.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Калаҫӑпӑр, кунта питӗ нӳрлӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
«Ҫу!» — тетӗп те — пӗтӗмпех япӑххишӗн, пӗтӗмпех нӳрлӗ ӑмӑр-сивлеккишӗн савӑнатӑп; шкипер умӗнчи хамӑн кивҫеншӗн ҫеҫ мар.— «Лей!» — говорил я, радуясь, что все плохо, все сыро и мрачно, — не только мой счет с шкипером.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ун пуҫӗнче ҫӗлӗкӗ ҫук, куҫӗсем таҫта малалла, каҫхи ҫӑра та нӳрлӗ тӗттӗм витӗр инҫетри станцин ылтӑн пек ялтӑртатакан ҫутӑсем ҫине пӑхса тӑраҫҫӗ.
XV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Типсе кайнӑ пырпа вӑрманти нӳрлӗ сывлӑша пӗтӗм кӑкӑр тулли ҫӑтса ыратакан ура тупанӗсемпе тункатасене, тӗмескесене ҫаклаткаласа пытӑмӑр.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.