Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нуша the word is in our database.
нуша (тĕпĕ: нуша) more information about the word form can be found here.
Вӑл хамӑр ялти нуша тӳсекен хресченсене чӗнсе каланӑ пек ҫеҫ туйӑнать мана.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эпӗ хамӑн кӗске ӗмӗрте нуша чылай курнӑ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Дэзи — шалти тӗнчипе яланах тулли пуянскер тата пӑхсан хӑюллӑ курӑнсан та ҫав тери именекенскер; ҫынсен хушшинче сехечӗ-сехечӗпе пусӑрӑнса ларасси, ҫынсене йышӑнасси уншӑн — чӗр нуша, ҫавӑнпа та вӑл вӗресе тӑракан обществӑллӑ центрсенчен — Парижран, Лондонран, Миланран, Римран — питӗ хӑвӑрт ывӑнчӗ, хӑй каланӑ тӑрӑх — вӑхӑта ахалех ҫухатать-мӗн.

Для Дэзи, всегда полной своим внутренним миром и очень застенчивой, несмотря на ее внешнюю смелость, было мучением высиживать в обществе целые часы или принимать, поэтому она скоро устала от таких центров кипучей общественности, как Париж, Лондон, Милан, Рим, и часто жаловалась на потерянное, по ее выражению, время.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Виттюкпа Елисӑн чылай ҫул ҫавӑн пек нуша кура-кура ӗне усрама тиврӗ.

Help to translate

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Пӗр пӑяв улӑмшӑн мӗн чухлӗ нуша курчӗҫ вӗсем паян, мӗн чухлӗ тарӑн юр ашрӗҫ!..

Help to translate

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Ӑнланмалла-ха: ҫуртӑн хам тӗллӗн тӗпчеме нуша хушнӑ пайӗсене эпӗ уҫӑмсӑррӑн ас туса юлнӑ, ыттисем хыҫҫӑн пынӑ ҫӗртен асӑма килни вара — пусмасемпе стенасен арпашулӑхӗ кӑна.

Естественно, что я смутно запомнил те части здания, где была нужда самостоятельно вникать в них, там же, где я шел за другими, я запомнил лишь, что была путаница лестниц и стен.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпӗ айӑплӑ, хамӑн ӑс тупмалла манӑн, анчах эпӗ тӑпӑрчӑ куклийӗсем ҫисе ларатӑп, Чубукӑн ман пиркиех нуша курмалла-им?»

Я виноват, я должен изворачиваться, а я сижу, ем вареники, и Чубук должен за меня расплачиваться».

X сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Пӗр-пӗр ӗҫ ӑнайман чухне мана ӗнсерен тыттарсан, револьверна кӑтартса пӑх-ха, вара ҫитрӗ нуша, шӑммусене пуҫтараймӑн.

— Ежели теперь в случае неудачи мне просто шею набьют, то попробуй вынуть револьвер, тогда, пожалуй, и костей не соберешь!

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Сыхлӑх нихӑҫан та ытлашши мар, ҫавӑнтан кайма нуша та хушман; питех те апла тӑк… мӗнех…

Осторожность никогда не мешает, да и нужды прямой не было; но, если пошло на то…

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Типӗтеймесен, хӗлӗпе нуша курма тивет… — хӑнасем ҫакна каламасӑрах пӗлнине чухлать пулин те, ӑнлантарчӗ вӑл.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эх, нумай нуша кӑтартрӗ-ҫке те Антун ӑна, мӗн тӑвӑн…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эх-ха-ха-ай, ҫав пӗчченшер пурнӑҫа пулах нуша куратпӑр та ҫав!

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗрӗсрех, кил хуҫи ытларах калаҫать: Экеҫ ялӗнче епле пурӑнни, кайран мӗнле-мӗнле нуша курни ҫинчен.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑй чухӑн ҫемьере ӳснӗскер, килтисене пулӑшас шутпа ача чухнех ялтан ӗҫлеме кайса нуша курнӑскер, тӳрӗ кӑмӑлпа пурӑнма юратман ҫынсене ахаль те кураймасть вӑл.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗнтӗ вӑл мӗн кирлине ыйтса пӗлчӗ те-ха, тепӗр нуша пирки сӑмах ниепле те пуҫлаймарӗ, ҫавӑнпа тухса кайма васкамарӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пасара ҫӳренисӗр пуҫне тимӗр тупассине, турттарса килессине шута илсен, мӗн чухлӗ нуша тиенет тимӗрҫӗсем ҫине, мӗн чухлӗ ӗҫлес вӑхӑт сая каять.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эсир, йывӑр нуша ачисем, вӗренме тивӗҫ илтӗр.

Вы, дети горькой нужды, получили право учиться.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вара нуша пирки унӑн Ирландири пӗр Ларикор ятлӑ чухӑн яла священника каймалла пулнӑ.

После чего нужда заставила его принять место священника в бедной ирландской деревушке Ларакоре.

1 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Унӑн нумай ҫул хушши нуша чӑтмалла, пуян хурӑнташӗсем паркаланӑ ҫити-ҫитми укҫапа тӑранса пурӑнмалла пулнӑ.

Долгие годы ему пришлось терпеть нужду, существовать на скудные подачки богатых родственников.

1 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

«Ҫутҫанталӑк пуринпе те усӑ курмасть», «нуша теме те вӗрентет» текен пысӑк шухӑшлӑ сӑмахсем мӗне пӗлтернине мансӑр пуҫне урӑх никам та тӳссе ирттермен пулӗ.

Никто лучше меня не познал истинности двух изречений: «природа довольствуется немногим» и «нужда всему научит».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed