Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

макӑрма (тĕпĕ: макӑр) more information about the word form can be found here.
Пашка макӑрма чарӑнас тесе, амӑшӗ ҫине пӑхса илчӗ: «килте, эпӗ больницӑра макӑрни ҫинчен ан кала», тенӗн туйӑнчӗ.

Стараясь не плакать, Пашка поглядел на мать, и в этом его взгляде была написана просьба: «Ты же не рассказывай дома, что я в больнице плакал!»

Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.

— Санӑн хуть те мӗн пулсан та макӑрма юрамасть.

— Что бы ни случилось, ты не должен плакать.

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Пӗчӗк Синопа вӑраннӑ та, пӑшал пенӗ сасса, кӑшкӑрнисене илтнӗ хыҫҫӑн макӑрма тытӑннӑ, анчах амӑшӗ ҫав самантрах ӑна лӑплантарнӑ.

Маленький Синопа проснулся, услышал выстрелы, крики и стал хныкать, но мать тотчас же его успокоила.

Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ача макӑрма чарӑннӑ, ҫулпуҫӗ ҫӗнӗрен савӑннӑ.

Ребенок перестал плакать, и вождь снова повеселел.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Пӗчӗкки ҫавӑнтах макӑрма чарӑнчӗ, ҫаврака куҫӗсемпе ӳпкевлӗн пӑхрӗ вӑл Бокун ҫине.

Маленький сейчас же перестал плакать, круглыми глазами с упреком посмотрел на Бокуна.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Унӑн амӑшӗ макӑрма, хурланма тытӑнчӗ.

Его мама переживала, плакала.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Илюха кукленсе ларчӗ те макӑрма тытӑнчӗ.

Ребята с презрением отошли от Илюхи.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ачан пуҫӗ ҫаврӑннӑ, ӑшӗ пӑтраннӑ чух тата вӑл макӑрма тытӑнсан ӑна лӑплантарчӗ.

Он поддерживал его, когда у него кружилась голова и его мутило, утешал, когда он плакал.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах ҫакӑ ӑна пӗрре те савӑнтармарӗ, вӑл тата ытларах макӑрма пуҫларӗ.

Однако это её почему-то не утешило, и она плакала пуще прежнего.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫавӑнпа та вӑл тата хытӑрах макӑрма пуҫларӗ.

Она горько рыдала.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Халӗ ӗнтӗ пурте макӑрма тытӑнчӗҫ.

Однако теперь уже все стали плакать!

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Макӑрма шутламастӑп та! — илтӗнсе кайрӗ яшка савӑчӗ ӑшӗнчен арҫын ачан хулӑн сасси.

— И не думаю плакать! — послышался из супницы глухой голос.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах эпӗ пӗтӗм флота туртса кайнине курсан, пурте вӗсем ним тума аптранипе кӑшкӑрса макӑрма тытӑнчӗҫ.

Но когда я потащил за собой весь флот, они пришли в неописуемое отчаяние и стали оглашать воздух горестными воплями.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫак мужик макӑрса ярасшӑн пулнине, анчах макӑрма пултарайманнипе, макӑрма пӗлменнипе, хаярланнипе, куляннипе пӗтӗм кӗлеткипе чӗтренине курма-тӳсме ҫук йывӑр пулчӗ.

Нестерпимо было видеть, как этот мужик хочет заплакать и — не может, не умеет, дрожит весь, задыхаясь в злобе и печали.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Хӑй ҫавӑнтах пирӗн койка ҫине выртрӗ те мӗкӗрме, унтан ӳлесе макӑрма тытӑнчӗ, ӑна кайран шыв ӗҫтерсе, шывпа сапса лӑплантармалла пулчӗ.

Лёг на койку нашу и зарычал, зарыдал, так что пришлось отпаивать и отливать его водою.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Вӑл Кольӑна курсанах, макӑрма чарӑннӑ.

Впрочем, увидев Колю, он замолчал.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Вӑл хӑй макӑрма пуҫланине хӑй те асӑрхаман.

Лене стало грустно, и она сама не заметила, как заплакала.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Лена вырӑн ҫинчен аннӑ та ним тума аптӑранӑ: те макӑрма, те алӑка уҫса амӑшне шырама кайма аван-и, тесе шухӑшласа тӑнӑ.

Лена слезла с кровати и стояла, соображая, нужно ли плакать или лучше просто открыть дверь и пойти поискать маму.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Вӑл макӑрма тесе ҫӑварне уҫнӑ, анчах сасартӑк ҫывӑхрах темскер акӑш-макӑш хаплатса ҫурӑлнӑ.

Она собралась заплакать и уже открыла рот, как вдруг ухнуло так громко.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Ача вӑранчӗ те макӑрма пуҫларӗ.

Ребенок проснулся и закричал.

Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed