Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ывӑнса ҫитнӗ офицерсем, кӳтсе кайнӑ, чӗтрекен пӳрнисемпе сигаречӗсене аран-аран тыткаласа, юр ҫинех ларса туртнӑ; ефрейторӗсем хаяррӑн кӑшкӑркаласа вараланса та ҫурӑлса ҫӗтӗлнӗ маск-халатлӑ салтакӗсене юлса ан пыччӑр тесе хӑваланӑ вӑхӑтра Матвей Кузьмин сӑрт ҫинче йӑлтӑртатса тӑракан юрпа витӗннӗ хир ҫийӗн тухакан сарӑ хӗвел ҫине кулса пӑхса тӑнӑ.
Матвей Кузьминӑн юлашки кунӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 5–13 с.
Мӑнкӑмӑллӑ Илюшка, хӑйӗн ӑшӗ-чикки капланса кӳтсе ҫитнине палӑртас мар тесе, ҫаврӑнса тӑчӗ.Гордый Илюшка, чтобы не показать своего волнения, отвернулся.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пӗтӗмпех шӑнса хытрӑм, чӗре кӳтсе кайрӗ!
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Виталий, Дина патнелле пӗр утӑм, икӗ утӑм турӗ, ун патне ҫывхарса ӑна ыталама туртӑнчӗ — хӗр, те чунӗ кӳтсе килнипе, йӗкӗте питрен чӑнт та чант ҫутӑлтара-ҫутӑлтара ячӗ:
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унӑн ӑссӑрла танатана ҫакланнипе кӳтсе ҫитнӗ чӗри ҫак нӗрсӗр каҫа тарӑхрӗ, хирӗҫлерӗ, тула, ирӗке талпӑнчӗ.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Халӗ унӑн кӳтсе ларнӑ чунне вӗресе тӑракан савӑнӑҫ тапса тулать.
VI // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
Темиҫе секунд вӑл тӑнран кайса, сехри хӑпса, мӗскӗннӗн шӑнса кӳтсе выртать, ун ҫийӗн вара темӗскер, пысӑкскер, тӑшманла тискеррӗн уласа иртет…
V // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
Анчах тепӗр ирхинех, тинӗс лӑпланса утравӑн чул хысакӗсене ачашшӑн ҫулама пуҫласан, вӑл та лӑпланнӑ, чунӗ кӳтсе килнӗ самантсене те маннӑ…
III // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.
Ӗнсе хыҫне юр кайнӑ, пите сивӗ ҫил каснӑ, алсем шӑнса кӳтсе пынӑ, чӗре ҫав тери хӑвӑрт тапнӑ, Ирина ун таппине хӑй те илтнӗ.
3. Ҫӗнӗ ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Сашӑн чӗри кӳтсе ҫитнӗ, хӑй ӗмӗрӗнче, вунултӑ ҫул пурӑнса, вӑл ҫакӑн пек салху та кичем пулнине халиччен курманччӗ-ха.На душе его было тоскливо, так тоскливо, как никогда еще за всю его шестнадцатилетнюю жизнь.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— Тӑрантӑмӑр, — хӑйӑлтаттарах тавӑрать Саша, кӳтсе кайнӑ чышкисем ҫине вӗре-вӗре.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Пӳрнесем шӑнса кӳтсе кайрӗҫ, хӑпармалли ҫул татах та чӑнкӑланса пырать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Анраса ӳкнӗ, кӳтсе ҫитнӗ Тёмӑна хӑй таҫталла путса анса кайнӑнах туйӑнать…Ошеломленный, удрученный, Тёма почувствовал, как он точно погружался куда-то…
Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тёма, кӳтсе кайсах йӗрсе, урампа утса пырать.
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Тёма, питне аллисемпе хупласа, кӳтсе кайсах, йӗрсе ярать.
Каҫару // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ҫав сывалми чир ытлашши нишлӗ ачашлӑхра та, ача хӑйӗн асапне кашни палӑртмассерен амӑшӗн кӳтсе ҫитнӗ чӗрине куҫа курӑнми пин-пин хӗлӗхпе ҫыхакан, ӑна пуҫӗпех тыткӑна илекен туйӑмра та палӑрчӗ.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Сана та каламан пулӑттӑм та-и — чун кӳтсе ҫитрӗ.Может, и тебе бы я не сказала, может, и не надо было, да душа молчать устала.
Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Вӑл Иоганнеумра профессор пулса минералоги ҫинчен лекцисем вулать, анчах лекци пынӑ вӑхӑтра яланах унӑн пӗр-икӗ хутчен чунӗ кӳтсе ҫитет; студентсем унӑн лекцине пӗр ҫиктермесӗр ҫӳренипе ҫӳременни, ӑна тимлӗ итленипе итлеменни тата лайӑх вӗренсе пырасси ӑна пӗрре те интереслентермест: ҫак вак-тӗвек япала ҫинчен вӑл сахал шухӑшлать.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Чӑтаймарӗ, тепӗр пӳлӗме кӗчӗ те кӳтсе ҫитнӗ чунӗ лӑпланичченех макӑрчӗ.Не выдержала, укрылась в другой комнате и наплакалась там всласть.
Юлашкисем... // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Теплерен ҫапла ҫур ҫӗр иртсен полк командирӗ, ниҫта шӑнӑҫайми тарӑхса, чунӗ кӳтсе ҫитнӗскер, эрех ыйтнӑ.
Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.