Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗпе (тĕпĕ: куҫ) more information about the word form can be found here.
Пуҫне хуллен ҫӗклерӗ, юлташӗсем ҫине йӑвашшӑн йӑлтӑртатакан куҫӗпе пулӑшу ыйтнӑн пӑхрӗ, хӑй вара, ҫапах та, аллине анаталла сулчӗ, йӑлӑнса пӑшӑлтатрӗ:

Help to translate

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чи малтан Лашманова асӑрхарӗ вӑл — сӑнӗ сасартӑк тӗксӗмленчӗ, куҫ харшийӗсем, ҫамки тирне картлантарса, ҫӳлелле ывтӑнчӗҫ; Пруткин ҫине пӑхрӗ — тутӑх ҫинӗ тимӗр пек шатра-паталлӑ хӗрлӗ пичӗ чӗтренсе илчӗ; хӑй умне кулкаласа пырса тӑнӑ Серебрякова куҫӗпе сӗртӗнчӗ — сӑнӗ кӑштах ӑшӑнчӗ; мана курчӗ — хӑйне хӑй ирӗксӗрлесе кулам пек турӗ.

Help to translate

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫак инкек хыҫҫӑн кӑштах та пулин улшӑнтӑн, тӗнче ҫине этем куҫӗпе пӑхма тытӑнтӑн пулсан — атя манпа пӗрле, пурнӑҫа ӗлӗкхи пекех ӑнланатӑн пулсан — юлах.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Ял-сала малашлӑхӗ: ҫамрӑксен куҫӗпе» калаҫу уйрӑмах пысӑк йыш пуҫтарчӗ.

Help to translate

Агрослетра ял-сала малашлӑхне ҫамрӑксен куҫӗпе хаклассине тӗп вырӑна хучӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Завод поселока хӑтлӑх тата тирпейлӗх кӗртессипе тӗллевлӗ тӑрӑшнине хӑйсен куҫӗпе курчӗҫ.

Help to translate

Тӗп редакторсем Вӑрнарта канашларӗҫ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12709-t- ... anashlar-c

Ҫавна Таранов хӑйӗн куҫӗпе хӑй курчӗ те ниепле те манма пултараймасть.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑш-пӗрисем ют ҫӗрсенчи пурнӑҫ йӗркине хӑрах куҫпа кӑна сӑнанӑ-и е курнине те курмӑш пулнӑ-и, анчах Сулагаев вара унта мӗн пуррипе ҫуккине икӗ куҫӗпе те тинкерсе пӑхнӑ пулас, хӑй мӗн курнине чун-чӗри витӗрех сӑрхӑнтарса кӑларма тӑрӑшнӑ-тӑр.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫав сӑмах кил-тӗрӗшре те хирӗҫӳсӗр пулмассине аса илтерет, эпир вара, Илья Семенович, кил хуҫисем кӑна мар, пирӗн алра — колхоз! — ватӑрах арҫынна куҫӗпе тӗллерӗ Ярабаев.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ытлашши, эппин? — Таранов ҫине хура куҫӗпе чӑр пӑхса илчӗ Нарспи Гавриловна.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫакӑн ҫинчен илтни тӑрӑх мар, хӑйсен куҫӗпе курнисем пирӗн тӑрӑхра та пур.

Help to translate

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Енчен те музыковед е театровед пирӗн музыка театрӗн творчествӑллӑ сӑн-сӑпатне хӑйӗн яланхи хӑнӑхнӑ куҫӗпе пӑхсан, ӑна ниепле те тӗп-тӗрӗс кураймӗ, ӑнланаймӗ.

Help to translate

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Унӑн куҫӗпе ӑс-пуҫне шур илмен-ши тетӗп.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ку мӗнле ӗҫкӗ-ҫикӗ сирӗн, Кирилл Федотович? — сенкер куҫӗпе Кирике сиввӗн пӑраларӗ вӑл.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Халь вӑл амӑшӗн сӑмахне ӗненсе тенӗ пекех тӑнларӗ: пӗчӗкрех пӳллӗ пулин те пысӑк кӑкӑрлӑ Улькка, чакӑр куҫӗпе кирек кам ҫине те чӑр та чар пӑхаканскер, тулли кӗлеткине ачашшӑн чӗтрентерсе ытлашши янравлӑн ахӑлтатса кулмасть-и?

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Малти урисем ҫине чӗркуҫленнӗ ӗне Караҫӑм ҫине хурлӑхлӑ шурӑ куҫӗпе ӳпкевлӗн пӑхса илсе кӗлеткине ҫӗклеме пикенчӗ, анчах кайри урисем те шуҫса кайнӑран ҫирӗпленсе тӑраймарӗ, тискеррӗн мӗкӗрсе ярса шырлана ҫаврӑнса ҫапӑнчӗ, ун ҫийӗн шыв шарласа юхма тытӑнчӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Вырӑссем мӗнле калаҫҫӗ-ха: «Дай бог, чтобы не был в последний раз», — теҫҫӗ-и? — черккесене шаклаттарнӑ чух симӗс куҫӗпе арҫынна ӑшшӑн ачашларӗ Васса-Васяна.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пукана хӑнтӑртаттарса малтанхи вырӑна вырнаҫса ларсан сӗтел ҫине чавсаланчӗ, чӑл-чӑл ҫиҫекен симӗс куҫӗпе арҫынна ачашларӗ:

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кӗрхи янкӑр тӳпере вичкӗн куҫӗпе ҫӗр ҫинелле ҫивӗччӗн тинкерсе хӗрен явӑнать, ҫуначӗсене сулмаклӑн саркалантарса пӗрре ҫӳлерех улӑхать, тепре аяларах сулӑнать.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӑслӑ куҫӗпе ӳпкевлӗн пӑхса хурлӑхлӑн ӗнӗрлерӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кивӗрех ҫӳхе халат тӑхӑннӑ тулли кӗлеткеллӗ хӗрарӑм, хӑйӗн кӗрнеклӗхӗпе киленнӗ пек, мӑнаҫлӑн саркаланса утаканскер, тулли шыв витрине ӗне умне лартсан малтанах шӑрӑх ҫанталӑка вӑрҫрӗ, кайран вара кӑвак куҫӗпе ман ҫине ӑшшӑн пӑхкаласа ҫырас ӗҫ пирки сӑмах хускатрӗ:

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed