Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

классенче (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Мӗн чухлӗ нушаланмарӗҫ пулӗ унпа ашшӗ-амӑшӗ те, учительсем те вӑл вӑтам классенче вӗреннӗ чух!

Help to translate

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Пӗрремӗшпе иккӗмӗш классенче Митюк, чӑнах та, япӑхах вӗренмерӗ-ха (ара, шкулта килти пек мар ӗнтӗ, учительсем нихӑш ачине те уйрӑммӑн пуҫран ачашламаҫҫӗ).

Help to translate

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Эпӗ качча пынӑ чухне Степа - 7, Зоя - 3, Галя 1-мӗш классенче вӗренетчӗҫ.

Help to translate

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Вӗсем Хирти Явӑш шкулӗнче 5-мӗш тата 7-мӗш классенче вӗренекенсемпе уҫӑ уроксем йӗркелерӗҫ.

Help to translate

Тӑван чӗлхепе чи лайӑх вӗрентекен – Лариса Данилова // Л.Владимирова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%82%d3%9 ... %b5%d0%bd/

Пӗвӗсенчен пӑхсан, вӗсене саккӑрмӗш-тӑххӑрмӗш классенче вӗренекенсем теме пулать.

Help to translate

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Аслӑ классенче вӗрентекен пӗр учитель те Анна Капитоновна вӗрентнӗ ачасем начар тесе каламан.

Help to translate

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Анна Капитоновна халӗ те шкулпа тачӑ ҫыхӑну тытать, час-часах хӑй вӗрентнӗ классенче пулса кирлӗ ӑс парать, ашшӗ-амӑшӗсемпе калаҫать, ҫамрӑк вӗрентекенсене ачасемпе епле ӗҫлемеллине вӗрентет.

Help to translate

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Пуҫламӗш классенче ӗҫленӗ хушӑра вӑл пурӗ те 4 ача анчах иккӗмӗш ҫула хӑварчӗ, вӗсем те е чирлӗ пирки е ачан пӗр-пӗр ҫитменлӗхӗ пирки куҫайман.

Help to translate

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Ӳсӗме кура йӗлтӗр йӗрӗ ҫине пирваях 1-4 классенче вӗренекенсем тӑчӗҫ.

Help to translate

Ушкӑнпа старта тухса ярӑнтӑмӑр савӑнса // Н.ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d1%83%d1%8 ... %81%d0%b0/

«Тӗлӗнмелле пултаруллӑ ача. Килти ӗҫсене яланах пурнӑҫлать, таса та тирпейлӗ ҫырать. Вӗренӳре малтисен йышӗнче пырать. Сӑн-питӗнче яланах кӑмӑллӑ кулӑ. Ачасем ӑна ырӑ кӑмӑлӗшӗн, ыттисене пулӑшма тӑрӑшнӑшӑн питӗ хисеплеҫҫӗ, яланах унпа юнашар пулма тӑрӑшаҫҫӗ», — ҫапла ҫырнӑ ун пирки 1-2-мӗш классенче ертсе пынӑ учитель.

Help to translate

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Пӳлӗм варринче, кӗҫӗн классенче вӗренекенсен сӗтелӗсем патӗнче, лутрарах пӳллӗ, пысӑк ҫамкаллӑ йӗкӗт сак ҫине улӑхса тӑчӗ.

В глубине помещения, там, где расположились ученики младших классов, на стул взобрался приземистый лобастый паренек, которому давно уже стал тесен картуз с оторванным козырьком.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӗҫӗн классенче вӗренекенсен ӗҫре кирлӗ хатӗр-хӗтӗрсене, вак-тӗвек инструментсем таранчченех, хӑйсен сутӑн илмеллеччӗ.

У ребят из младших классов должно было быть вес свое, вплоть до собственного инструмента.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӑхланпа ҫыпӑҫтарас ӗҫ ҫамрӑксене яланах илӗртетчӗ, анчах ҫак вӑхӑтчен ку ӗҫе аслӑ классенче вӗренекенсене кӑна тутаратчӗҫ.

Паяние оловом всегда привлекало учеников, по до сих пор работу эту выполняли только старшие классы.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӗш классенче вӗренекенсем расписани тӑрӑх уроксем ирттерме палӑртнӑ сехетсенче ӗҫе тухма килӗшменни, шкул директорӗ — Фабиан господин хӑй вӗсем патне кӑвак питлӗ ылханлӑ журналне ҫӗклесе кайни тата Стурза надзиратель коридор тӑрӑх читлӗхри тискер кайӑк пек чупкаласа ҫӳрени ҫинчен хыпар-хӑнар ҫиҫӗм пек хӑвӑртлӑхпа мастерскойсене сарӑлчӗ.

Весть о том, что ученики третьего-четвертого класса отказались выйти на работу в часы, предназначенные для учебы, что сам господин Фабиан — директор школы — отправился туда со своим проклятым синим журналом и что надзиратель Стурза мечется по коридору, как зверь в клетке, с быстротой молнии разнеслась по мастерским.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Юлашки ҫулсенче эпир шкул ачисене пулас профессие малтанах палӑртса хума тата аслӑ классенче пӗрремӗш профессие алла илме майсем туса паракан вӗренӳпе производство класӗсем йӗркелемелли проекта хута ятӑмӑр.

За последние годы мы запустили проект по созданию учебно-производственных классов, призванный обеспечить раннюю профориентацию школьников и получение первой профессии в старших классах.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Кашни 10 ача пуҫне пӗрер кимӗ туянсан, аслӑрах классенче 120 ача — 12 кимӗ кирлӗ пулать.

Help to translate

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Шкул ҫурчӗсем уйрӑмшарӑн тӗрлӗ вырӑнта ларни, ачасен йышӗ классенче вӑтӑртан та иртни, учительсем ҫитменни сахал мар кӑткӑслӑх кӑларса тӑратнӑ.

Help to translate

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Хӑш ҫулсенче ҫак ӗҫре вӑйпитти ҫынсене ҫеҫ мар, шкулта аслӑ классенче вӗренекенсене те кӑларнӑ.

Help to translate

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Аслӑрах ачасем, тӑххӑрмӗш, вуннӑмӗш классенче вӗренекенсем касса вакланӑ, ҫурнӑ йывӑҫсене Пинере турттарса тӑратчӗҫ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мӗнле пысӑк юмансене ҫап-ҫамрӑк шкул ачисем, улттӑмӗш-саккӑрмӗш классенче вӗренекенскерсем тата нихӑҫан вӑрман ӗҫлесе курман хӗрарӑмсем касрӗҫ вӗт.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed