Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунӗпех вӑл килӗнчи хуҫалӑх ӗҫне тӑвать: хӑех нӳхрепе ҫӳрет, чӑн-чӑн фельдфебель пекех, хӑрах урине маларах пусса, тарҫи мӗнле ӗҫленине пӑхать, лашисене тасатать, шӑварать, ҫарти виҫепе вӗсене урпа ҫитерет, ҫӗнӗ сарай тума пӗренесем виҫет, — пӗр сӑмахпа каласан, ҫар службинче пурӑннӑ вӑхӑтшӑн пӗтӗмпех ӗҫлесе тултарас шутпа пурӑнать, темелле.
XIV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Сайра хутра — анчах ку ӗнтӗ час-часах пулма пуҫланӑ — Петр Артамонова хӑйӗн килӗнчи ӑнланмалла мар тӑрмашу вӑратнӑ: унта темле ют ҫынсем пырса кӗнӗ, вӑл вӗсем ҫине тинкерсе пӑхса, вӗсем шавлӑн аташнине ӑнланса илме тӑрӑшнӑ, арӑмӗ ҫухӑрнине илтнӗ:
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
«Хӗрарӑм тӗлӗкӗсем», — шухӑшланӑ кӗҫӗн Артамонов, Алексей тетӗшӗн килӗнчи тавлашусемпе сӑмахсене итлесе; шухӑшланӑ та — хӑй ӑшӗнче кулнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Эпӗ вӑрманта ҫӳренӗ чухне темӗнле провокатор, партизансен штабне лексе, мана кӑшт ҫеҫ хӑй килӗнчи «конспиративлӑ» хваттере ертсе каймарӗ вӗт.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ян та ян тӑвать ӗҫсе ҫитнӗ Куля сасси, пӳрт кӗтессисене пыра-пыра перӗнет, килӗнчи нихӑҫан лӑпланман ӗрлев евӗр кумать, пӑтранать.Эхом разносился голос напившегося Мигулая, бился по углам избы, как неугомонный рев в доме.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сӗтелӗ те уншӑн темле меллех мар пек, ҫӳллӗрех, сарлака сак тӑрӑх сарса тухнӑ кашма та ытла ҫемҫе, вӑл пур — ларать, куҫне мӑчлаттарса, килӗнчи картишӗнче каскаланӑ хыҫҫӑн аллине те пулин ҫума ӑс ҫитереймерӗ-ҫке.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кунта йӑлтах килӗнчи пек марри, уйрӑмах «панич» суккӑр пулни хӑюсӑрлантаратчӗ вӗсене.Кроме непривычной обстановки, их немало смущала также и слепота «панича».
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Чӑн-чӑн Вандея вӑл — хӑй килӗнчи Вандея; унта вӑл вутра та ҫунмасть, шывра та путмасть.Настоящая Вандея — это Вандея у себя дома; здесь она более чем неуязвима — она неуловима.
V. Вӗсен вӑрҫӑри пурнӑҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Кирек мӗнле пулсан та, кунта сивӗ шуйттан-арҫурийӗ хӑй килӗнчи хуҫа пекех, — пире ҫӗр каҫах чӗтӗретрӗ.
XIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӗсем ку ялта хӑйсен килӗнчи пекех хӑтланнӑ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Часах вӑл хӑйне хӑй килӗнчи пекех туйса илчӗ, вӑхӑт ҫав тери хӑвӑрт иртсе пычӗ.Он скоро почувствовал себя как дома: время летело с невероятной быстротой.
V // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫапла икӗ уйӑха яхӑн, тен, ытларах та иртрӗ; манӑн ҫи-пуҫ йӑлт ҫӗтӗлсе пӗтрӗ, хуп-хура ҫӳретӗп, тӑлӑх арӑм килӗнчи пурнӑҫ мӗнле килӗшме пултарнӑ-ха мана — ӑнланаймастӑп; унта ҫӑвӑнмаллаччӗ, тирӗкрен ҫимеллеччӗ, ҫӳҫ-пуҫа турамалла, вӑхӑтра ҫывӑрма выртмалла, вӑхӑтра тӑмалла, ялан кӗнекепе пуҫ ватас пулать, ҫитменнине тата, Уотсон мисс ялан йӑслать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Еленӑн ашшӗ-амӑшӗ килӗнчи пурнӑҫӗ чӑтма ҫук йывӑрланса ҫитрӗ.
XXXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Павел кунта иккӗмӗш хут килни Кюцамсен килӗнчи хирӗҫӗве ытла та хӑпартса ячӗ.С его вторым приездом сюда противоречие в семье Кюцам обострилось до крайности.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Мучи сак ҫинче, килӗнчи кӑмака ҫинчи пекех, харлаттарать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Килӗнчи лару-тӑру ӑна ретлӗ вӗрнме памасть-тӗр.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Петр та, хӑйне ҫав тери юратакан айван ҫын, ӗмӗрех ҫамкине картлантарса ҫӳрекенскер, мӗнпур тивӗҫлӗхӗ те — шутлӑн пӑхма, сыпӑкӑн-сыпӑкӑн вулама, хӑйӗн сюртукне час-часах щёткӑпа тасатса тӑма пултарнинче кӑна пулнӑ этем те, Базаров хӑй ҫине пӑхсан ирӗлсе ҫуталса кайнӑ; улпут килӗнчи ачасем «тохтур» хыҫҫӑн йытӑ ҫурисем пекех чупнӑ.
X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Пристав килӗнчи малти пӳлӗм, столовӑй вырӑнӗнче шутланаканскер, купецсем хӑйне хисеплесе илсе килсе панӑ сахӑр муклашкисемпе тулса ларнӑ.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Унӑн ҫемҫе тенкелӗ ҫинче, хӑй килӗнчи пекех, хӑйне хӑй пысӑка хуракан нимӗҫ сарӑлса ларать, диван ҫинче — аскӑн хӗрарӑм.В кресле ее, как у себя дома, развалился надменный немец, а на диване сидела проститутка.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пуян пурӑнакан темле казак килӗнчи арчара пӗрре-иккӗрен ытла тӑхӑнман лампаслӑ шӑлавар, хӗрарӑмсем ҫыхса ҫӳрекен ултӑ ҫӑм тутӑр тупрӗ.Из богатого казачьего сундука раздостал почти новые шаровары с лампасами, полдюжины бабьих шалек.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.