Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килессе (тĕпĕ: кил) more information about the word form can be found here.
Упӑшки килессе кӗтнӗ май, тем яшки пӗҫернӗ, ӑшаланӑ вӑл, тутлӑ апат шӑрши урамах тухнӑччӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кам шутланӑ паян кунашкал хӑна килессе

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Илсе килессе ӑна куккӑшӗ фронтран илсе килнӗччӗ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

— Епле пӗлтӗн эсӗ эпӗ килессе? — ыйтатӑп, унӑн аллине чӑмӑртаса.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

— Эпӗ пӗлнӗ эс килессе.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ытти уполномоченнӑйсем килессе кӗтнӗ май, Микула ҫурт ҫумне таянса тӑчӗ те пештӗрӗнче кукӑль кӑларса ҫиме тытӑнчӗ.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Икӗ общинӑн уполномоченнӑйсем тӳрех ҫакӑнта килессе туять вӑл.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сантӑр, хунякӑшне итленӗҫемӗн кӑмӑлӗ йӑлтах ҫаврӑннипе, ӗнтӗ пуян кӗрӳшӗ каҫарттарма килессе ҫеҫ кӗтсе ларчӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Прахӑр ҫемйинче, хӑйсӗр пуҫне, паян Ваҫлин евчи килессе пурте пӗлчӗҫ.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Манӑн малашнехи пурнӑҫ телейлӗ пуласси санран килессе ху та лайӑх ӑнланатӑн.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗнӗ ҫулхи пурнӑҫ мӗн илсе килессе ниепле те пӗлме ҫук ҫав.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чухӑнӑн мӗнпур ӗмӗрӗ те ыран тутӑ, телейлӗ пурнӑҫ килессе кӗтнинче.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ хӑйне хӑй ывӑннӑ пек туйса, Макҫӑм урапа кӳлсе килессе кӗтнӗ май, вут каски ҫине ларчӗ.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан пырса кӗнӗ ҫӗре вӑл, тырӑ акма кайма хатӗрленнӗскер, Уҫка килессе кӗтсе тӑратчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ҫав-ҫавах Уҫка килессе хапха умӗнче кӗтсе тӑчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эп килессе кӗт.

Help to translate

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Каҫарӑр, манӑн сире ҫак ҫи-пуҫпах кӗтсе илме тӳр килчӗ, эсир килессе пӗлмерӗм.

Help to translate

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Якку атте чиркӳрен таврӑнса хӑй килне питӗрӗнсе ларчӗ те Ехрем ывӑлӗ Уҫӑп килессе кӗтме пуҫларӗ.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пурте канӑҫсӑрлансах такам килессе кӗтеҫҫӗ.

Help to translate

Теччӗне тырӑ сутма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тевлешпе Степанов Ленин патӗнчен мӗнле ҫаврӑнса килессе тутарсем те, чӑвашсем те чӑтӑмсӑррӑн кӗтрӗҫ.

Help to translate

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed