Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кил the word is in our database.
кил (тĕпĕ: кил) more information about the word form can be found here.
Халӗ те кӗске отпуск хыҫҫӑн, тӑван кил ытамӗнче тем пек ытларах пулас килет пулин те, ҫар операцийӗн вырӑнне Евгений кӑмӑлпах таврӑннӑ.

Help to translate

Пӗрлӗх салтаксен вӑйне ҫӗклет... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12708-p- ... jne-c-klet

Вӑкӑр пусма килнӗ кӳрши, кил хуҫин мӑшӑрӗ Ҫӗпӗр язвине ҫаклатнӑ.

Help to translate

Ҫӗпӗр язвипе малалла кӗрешеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60454

Кил картинчи йытӑ хуларан килнӗ ҫын хӑйӗн хуҫи ҫинчен аванмартарах шухӑшланине туйса илчӗ-ши, пӗр хушӑ шӑп выртнӑскер, каллех хаяррӑн хамлатма тытӑнчӗ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кил хуҫи яла килме йыхӑрса телеграмма ҫаптарать, кунта вара йытӑ кӑна хаяррӑн хамлатса кӗтсе илет, кун пек чухне, чӑн та, аптрамаллипех аптрамалла.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах мӗншӗн «килӗр» тесе ҫырнӑ-ха вӑл, мӗншӗн «кил» мар?

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Темле палламан ҫын калаҫать, телефон тӑрӑхах кӑчӑк туртнӑ евӗр: «Халех кил, кил, эпир сана кӗтетпӗр, Аня та кӗтет», — тесе чӗнет.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кил хуҫисемпе никамран малтан сывпуллашнӑ Герасим Федотович киле таврӑнакан Маринӑна тӗл пулма ӗмӗтленсе Ӑвӑслӑха ярӑнтарчӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ун чухне ӑна пӗрлӗхен татма Сардимировпа пӗрле пӗччен ярас ҫукчӗ, машина ҫине хамӑн та кӗрсе лармаллаччӗ: «Энтрикасси ҫывӑхӗнчи юманлӑха пӗрлӗхен ҫиме ҫитиччен малтан Аркаш сывлӑхне пӗлме больницӑна кайса килӗпӗр», — тесе ӳкӗтлемеллеччӗ, хамӑн сӑмах ҫинех тӑмаллаччӗ, эпӗ вара кил карти варринчи тунката пек тӑрса юлтӑм.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Иккӗшне те клуба илсе кил: мӗнлерех юрлаҫҫӗ вӗсем ман пирки, ҫавна итлес килет.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Кил ӗнтӗ, кил, Укаслу.

Help to translate

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тарават кил хуҫи арӑмӗ килекене чейпе, кукӑльпе хӑналамасӑр пӗрре те кӑларса ямасть.

Help to translate

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Ара, кил тутарла та кил пулать.

Help to translate

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кил ӗнтӗ, кил

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кил ӗнтӗ, кил, — йыхӑратӑп эпӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кил ӗнтӗ, кил! — йӑлӑнсах йыхӑртӑм анчӑка, ун умӗнче хама айӑп вучахӗ ҫинче ӑшаланакан пек туйса.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Шурӑ анчӑк, пӗчӗк йытӑ! — ҫемҫен йыхӑратӑп эпӗ хӑртаннӑ хӑрӑнчӑк йытта, — кил кунта, ан хӑра, кил, ҫи…

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫак вӑхӑтра кил хушшин вырӑсла хапха алӑкӗ шӑнкӑлт! туса уҫӑлчӗ те кил хушшине ҫамрӑк хӗр, почтальонка, кӗрсе тӑчӗ, чӗпчен кайӑкла чӗвӗлтете-чӗвӗлтете, Павӑла ҫыру тыттарчӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫакна илтсен ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ӑшӗ кӳтсе, чунӗ хурланса килчӗ: вӑл питне-куҫне аллисемпе хупларӗ те пӳртрен кил хушшине банка хупӑлчи пӑсӑлнӑ пахча-ҫимӗҫ газӗпе сирпӗннӗ пек вирхӗнсе тухрӗ, ӗне-сурӑх сарайне васкарӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Киле таврӑнма та вӗсем, пашшул пӑттине лармасӑрах, кил хуҫисене ӗрете чӗннӗ пекки тукаласа, ытти хӑнасен хӳрешкисем пулса, чи юлашкинчен тухрӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ҫийӗр-ха, ҫийӗр, килти пек пулӑр, вӑтанса ан ларӑр, — Сима умне кукӑль татӑкӗсем хурса пачӗ мӑнтӑртарах кил хуҫи хӗрарӑмӗ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed