Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ейӳ илнӗ вӑрман айлӑмӗнче, тирек йывӑҫҫисен шупка симӗс вуллисене чӑпӑл туса, юман тӗмӗсемпе ҫамрӑк ӑвӑссен аяла пулнӑ тӑррисене тикӗссӗн чӳхентерсе, шыв шӑппӑн шӗпӗлтетсе выртрӗ; ун айне пулнӑ кӳлӗсенче юхӑм авса хунӑ хӑмӑш шереписем чӑшӑлтатрӗҫ; шыв илнӗ вырӑнсенче, улах затонра, Дон таппи, ҫӑлтӑрлӑ каҫӑн тӗксӗм ҫутине хӑй ҫине ӳкерсе, такам тухатнӑ пек хускалмасӑр йӑлтӑртатса тӑнӑ вырӑнсенче, аран илтӗнмелле сасӑпа тикӗшсем кӑшкӑрчӗҫ, шӑркалчӑ аҫисем ыйхӑллӑн шӑхӑркаласа илчӗҫ, хушшӑн-хушшӑн тата ирӗк ҫӗрте ҫӗр каҫакан, урӑх вырӑнсене ҫул тытакан акӑшсем кикаклатни янӑраса кайрӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӑрна картин илемсӗр те тӑсмак ахравӗ кӗрхи тӗттӗм каҫӑн шӑплӑхне ҫура-ҫура каять, кӑкӑртан халь-халь тухса ӳкме хатӗр чӗрене курӑнман хӗскӗчпе пусарса пӑталать.
16 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ыратнине, ҫуллахи каҫӑн пӑчӑлӑхне пӑхмасӑр.
13 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Юр ҫыпӑҫнӑ пӗчӗк чӳрече витӗр янкӑр уяр каҫӑн шупка ҫути сӑрхӑнса кӗрет, пӗр ҫӑлтӑр сиввӗн йӑл-йӑл ҫиҫсе тӑни курӑнать.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Чӳречесем хыҫӗнче ҫӑлтӑрлӑ каҫӑн сарӑ мӗлки чӳхенет.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Листницкий ӑҫта та пулин сарай ҫывӑхнерех пырса тӑрать, кӗрхи сивӗ каҫӑн тӗксӗм ытамне тинкерсе сӑнать, ҫав хушӑрах хӑйӗн куҫӗ те куҫҫульпе тулнине, куҫ хупаххисенче темскер ҫивӗччӗн те ачашшӑн чике-чике килнине туять.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫуллахи каҫӑн ырӑ вӑхӑчӗ пуҫланнӑ!
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Халсӑр старик хӑйӗн сивӗ аллисемпе ярса тытнӑ пек, пӗве инҫетри тӗттӗм пӗлӗте ыталаса илнӗ, пӑр пек сивӗ тутисемпе ҫулӑмлӑ ҫӑлтӑрсене вӗҫӗ-хӗррисӗр чуптӑва-чуптӑва илет вӑл, тӗксӗмленме пуҫланӑ ҫӑлтӑрсемпе каҫӑн йӑлтӑркка патши — ҫутӑ уйӑх кӗҫ-вӗҫех ярӑнса тухасса сиснӗ пекех, каҫхи ӑшӑ сывлӑшра аран ҫеҫ ҫиҫкелесе илеҫҫӗ.
I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ах, епле хавхалантарчӗ ку тӗлӗнмелле кӗнеке амӑшӗпе ывӑлне те: унти сӑмахсем хӑйсем юрлаҫҫӗ, кулаҫҫӗ, макӑраҫҫӗ; хӗҫ шӑхӑрнине те, казак лашисем вӗҫтерсе пынине те, Днепр шывӗ хӗрринчи ӑшӑ каҫӑн шӑплӑхӗ ҫинчен те каласа параҫҫӗ унти сӑмахсем.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Куна эп каярах ҫапла шутларӑм, ҫав каҫӑн юлашкипе тепӗр кун кунӗпех чӗрене тем йывӑррӑн пусса тӑчӗ.
А-Цзинь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 162–169 стр.
Садсенче вара, ытти мӗнпур таврари пекех, пушанса юлать; анчах та каҫӑн ҫак вӑхӑтӗнче станица уйрӑммӑнах чӗрӗлет.
V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Сывлӑшра ҫӗрпе чулсенчен вӗри каҫӑн типӗ, хӗрӳ шӑрши йӑсланатчӗ.В воздухе пахло от земли и от камней сухим, страстным запахом жаркой ночи.
XXII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хӑй ҫурчӗ патне пырса ҫитрӗ те тӗлӗнсех кайрӗ Ромашов: ун пӳлӗмӗн пӗчӗк чӳречинче, ҫуллахи каҫӑн ӑшӑ-ӑшӑ тӗттӗмӗнче, аран ҫех палӑракан ҫутӑ чӗл-чӗл мӗлтлетет.
XXII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Сайра хутра ҫеҫ станцӑра маневрлакан пӑравуссем кӑшкӑрта-кӑшкӑрта ячӗҫ, ҫак ӑнланма ҫукла каҫӑн чӗмсӗрлӗхенче вара вӗсен таткаланчӑк шӑхӑртӑвӗсем чӗрӗ, сехӗрленӳллӗ те хӑрушла пеклен туйӑна-туйӑна кайрӗҫ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫапла, пӗтӗмпех юмахчӗ ӗнтӗ: ҫав ҫурхи каҫӑн ӑшшипе тӗттӗмӗ те, йӗри-таврашри тимлӗн шӑпланса тӑракан йывӑҫсем те, хӑйпе юнашар, питӗ-питӗ ҫывӑхра ларакан шурӑ платьелле, аптӑрашкилле хӳхӗм хӗрарӑм та.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӑл чӳрече патне пычӗ, стена кӗтессине ҫамкипелен Ромашовпа юнашар тӗреленсе тӑчӗ те, ҫурхи каҫӑн ӑшӑ тӗттӗмнелле шухӑшлӑн пӑхса, чӗтӗренекен, тарӑн, витерӳллӗ сасӑпа калаҫма тытӑнчӗ:
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вулкан ҫийӗн, бирюзапа аквамарин евӗр симӗсленсе, ҫурхи каҫӑн йӑп-йӑваш тӳпи ҫӳлелле купол пеклӗн мӑкӑрӑлса ҫӗкленнӗччӗ.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Халӗ те пулин акӑ, ҫурхи каҫӑн ҫурма тӗттӗмӗнче пӗр-пӗччен пынӑ чух, вӑл ҫав иртнӗ намӑслӑхшӑн каллех, тепӗр хут намӑсланса, хӗрелсе кайрӗ.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Манах евӗрлӗ кӗлеткесем, кӑштах шиклентерекенскерсем, каҫӑн ҫутӑ хӳми ҫинче тӗксӗмреххӗн палӑраҫҫӗ, йывӑррӑн пӑхаҫҫӗ.Подозрительные фигуры, похожие на монахов, на светлом фоне ночи кажутся чернее и смотрят угрюмее.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вара яра куна, каҫӑн малтанхи мӗлкисем палӑра пуҫличченех, хӑй шухӑшӗсемпе пӗччене-пӗччен тӑрса юлнӑ патша; ун патне, тем пысӑкӑш пушӑ суд залине, пырса кӗмешкӗн никамӑн та хӑюлӑх ҫитмен.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.