Шырав
Шырав ĕçĕ:
Капитана кура, хӑнасем те сӑхсӑхма пуҫланӑ, вӗсен картусӗсемпе цилиндрӗсем, хура кайӑксен ушкӑнӗ пек, сывлӑшра вӗлтлесе илнӗ.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унтан вӑл телейлӗ питне, хулӑн та хӗрлӗскерне, ҫӳлелле ҫӗклесе, шилӗкри рупор патӗнче хатӗр тӑракан капитана: — Хускат, Петруха! — тесе кӑшкӑрнӑ.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фоман тискеррӗн ҫиҫсе илнӗ куҫӗсем, урмӑшса кайнӑ сан-пичӗ капитана ӗнентерӳллӗн ырӑ шухӑш панӑ: кун пек чух пӑрӑннинчен ырри нимӗн те пулас ҫук, — вӑл вара хӑвӑрттӑн хуҫи патӗнчен пӑрӑнса кайнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Витя амӑшне: — Капитана кайса калас пуль, — терӗ асанне.Бабушка сказала Витиной маме, что надо пойти и сказать капитану.
Витя пӳскене шыва пӑрахни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Асаннене пусма еннелле туртрӑм, мӗншӗн тесен капитана курас килмерӗ ман.И потянул бабушку, где лесенка, потому что не хотел капитана.
Пӑрахут мӗнле ишет // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Маруся, аллисене ҫурӑм хыҫне тытса, капитана пуҫ таять.
Маруся вӗренме тытӑнать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
— Володя пичче! — кӑшкӑрса ярать Маруся хаваслӑн, унтан капитана алӑ пама тӑрать.— Дядя Володя! — кричит Маруся радостно и протягивает капитану руку.
Маруся вӗренме тытӑнать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Капитана ӑҫта шыраса тупма пултарӑп-ши эпӗ? — тесе ыйтать вӑл водниксенчен.
Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Селезнев капитана хӑйӗн каютине чӗнтерчӗ те, унӑн шываклӑ куҫӗсенчен шӑтарасла пӑхса, хаяррӑн каласа хучӗ:Селезнев вызвал капитана в каюту и, глядя в упор в его водянистые глаза, сурово сказал:
5. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Анчах та вӑл капитана пит аван ӑнланчӗ.
4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Вӑл пурне те «Эсӗ» тесе калатчӗ, ҫӑмламас куҫхаршийӗсем айӗнчен пурин ҫине те пӗр пек тӳррӗн ним парӑнмасӑр пӑхатчӗ, пурне те — капитана, буфетчика, пӗрремӗш класри чаплӑ пассажирсене — хӑйпе пӗрле, матроссемпе, буфетри прислугӑпа тата палуба ҫинчи пассажирсемпе пӗр ӗрет пуса танлаштарса тӑратнӑ пекчӗ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ Васович капитана хуралланӑ.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпир связнойсем, капитана валли почта илсе килтӗмӗр.
26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Генерал ҫакӑн пек пулни Шапошников капитана уйрӑммӑнах интереслентерет.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пограничниксем капитана тимлӗн итлерӗҫ.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
«Господин адъютант, майор, аманнипе вӑйсӑрланнӑ пулмалла, аслӑ капитана калӑр — il taut en finir avec les prisoniers.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Темиҫе салтак капитана ярса илчӗҫ те аяла сӗтӗрсе антарчӗҫ.
VI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
— Кӗҫӗр эпӗ де Сигура капитана вӗлертӗм, — тенӗ Мигель ҫирӗппӗн, хӑйӗн учителӗн куҫӗсенчен тӳрех пӑхса.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
— Пире кунтан хӑвалаҫҫӗ! — тесе кӑшкӑрнӑ вӑл, — де Иварра маркиз кунта де Сигура капитана отрядпа янӑ…
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Халь гварди капитана командир патне ӑсатса яр.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.