Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каймаллине (тĕпĕ: кай) more information about the word form can be found here.
Анчах юр тата та ытларах тарӑнланчӗ те, вӑл, ура пусмалли тупасчӗ тесе, тепӗр май ҫаврӑнчӗ — вара ӑҫталла каймаллине йӑлтах ҫухатрӗ.

Но снег стал еще глубже; человек повернулся еще раз, ногою нащупал упор, — и потерял направление вовсе.

1 сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Мӗнле каймаллине эпӗ ӑҫтан пӗлетӗп.

Почем я знаю как!

XXIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Доктор мӗнле каймаллине ӑнлантарса пачӗ.

Доктор рассказал, как идти.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Ӑна мӗнле пулсан та арена ҫинчен илсе каймаллине эпӗ аванах чухласа илтӗм.

Я чувствовал: во чтобы то ни стало мне надо увести его с арены.

Топтыгин аллинче // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Акӑ ӗнтӗ аллипе машина ҫиттине тытса пӑхать вӑл, айне ӑҫтан кӗрсе каймаллине шыраса тупать те кӗмелли шӑтӑка пысӑклатать, анчах шалтан хӑрӑлтатакан сасӑ илтӗнсе каять.

Он дотрагивается до заветной попоны, шарит, где можно скользнуть под нее, находит место, где сходятся концы, расширяет отверстие и слышит глухое ворчание навстречу.

Этемпе машина // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Пирӗн боецсен законӗ ҫапла: ӑҫта, мӗн тума кайни ҫинчен нихӑҫан та ыйтса тӗпчемелле мар, пуҫлӑхсем ҫине кӑна шанмалла, — командовани хӑй пӗлет ӑҫта ертсе каймаллине.

Никогда не спрашивать куда, зачем идём, полностью полагаться на командование, стало у нашего народа законом.

Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Гриша асаннене ӑҫтан каймаллине кӑтартрӗ.

Гриша бабушке сказал, что надо кухню смотреть.

Пӑрахут ҫинче кухня пур // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ хӗвел тӑрӑх ӑҫта каймаллине пӗлетӗп.

Я по солнцу знаю.

Эпӗ кӗтмел тупрӑм // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Эсир пӗлетӗр-и, ӑҫталла каймаллине? — тесе ыйтрӗ анне.

Мама сказала: — А вы знаете, куда теперь идти?

Эпир пиччепе ҫывӑрни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пире ӑҫталла каймаллине алӑ сулса кӑтартрӗҫ.

И нам рукой махали, куда идти.

Мишка пӗртте кукӑр ураллӑ мар // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пурте ӑҫталла каймаллине кӑтартрӗҫ.

И все стали показывать, куда идти.

Эпир ирхи апат ҫини // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Анне ӑҫталла каймаллине те манса кайнӑ ӗнтӗ.

Только мама забыла, куда идти.

Эпир ирхи апат ҫини // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Лешӗ мӗнле каймаллине аннене каласа пачӗ.

Дядя маме рассказал.

Эпир зоологи садне кайни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ҫавӑнтах вӑл пӗринчен мӗнле каймаллине ыйтма пуҫларӗ.

И стала спрашивать у одного дяди, как нам дальше ехать.

Эпир зоологи садне кайни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Лешӗ мӗнле каймаллине кӑтартрӗ.

Он показал, как идти.

Хӗрлӗ площадь // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Кӗрех, Метробий, эсӗ пӳртре ӑҫта каймаллине пӗлетӗн.

— Входи же, Метробий, ты знаешь расположение дома.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ун пирки ҫӗр те утмӑл пӗрремӗш статья пур, ҫырса пама пултаратпӑр — хутла вӗреннӗ ҫынсем, ӑҫта каймаллине, кама памаллине тата камран ыйтмаллине те пӗлетпӗр.

Сто шестьдесят первая статья на это имеется, можем написать — люди грамотные и ходы знаем, куда подать и к кому обратиться.

Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.

Хунарсем сӳнчӗҫ; пӑч тӗттӗм пулса тӑнипе Павӑл ӑҫталла каймаллине те пӗлмерӗ.

Фонари погасли; мгновенно наступил такой мрак, что Павле не знал, куда бежать дальше.

39 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ҫӗрле, сукмаксем ҫинчи арпашса кайнӑ мӗлкесем хушшинче, Сергей ӑҫталла каймаллине час тупаймарӗ.

Ночью, среди перепутавшихся на дорожках теней, Сергей не узнал места.

VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Ҫул кӗтессисенче вӑл чарӑнать, хӳрине пӑркаласа, ӑҫталла каймаллине ыйтнӑ пек, каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать.

У перекрестков он останавливался и, махая хвостом, вопросительно оглядывался назад.

I // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed