Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Эпӗ акӑ пӗтӗм ҫӗр ҫине хӗн-хур — хӗҫ те выҫлӑх, вилӗм те инкек-синкек — ярӑп, 6. мӗншӗн тесессӗн ҫынсен усаллӑхӗ пӗтӗм ҫӗре ирсӗрлесе ҫитерчӗ, вӗсенӗн йӗркесӗр ӗҫӗсем виҫерен те иртсе кайрӗҫ, тет.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Сире еткерлӗхе ҫӗр, Сион ҫӗрне, панӑ пулнӑ; анчах сирӗн аҫӑрсем те, эсир хӑвӑр та йӗркесӗр ӗҫсем тунӑ, Ҫӳлти Турӑ кӑтартнӑ ҫулсенчен пӑрӑннӑ, 32. Вӑл вара, тӗрӗс тӳре, мӗн панине кайран сирӗнтен туртса илчӗ.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсӗ йӗркесӗр ҫынсем мӗнле асапланасса урӑх пӗлме ан тӑрӑш, тӳрӗ ҫынсем мӗнле ҫӑлӑннине тӗпче: ҫак тӗнче — вӗсенӗн, ҫак тӗнчене вӗсемшӗн тунӑ, терӗ.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ тӑтӑшах хӑвна йӗркесӗр ҫынсемпе танлаштаратӑн; нихӑҫан та ун пек ан пултӑр.хотя Я часто приближался к тебе самому, а к неправедным никогда.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑн халӑхун ҫылӑхӗсем ҫине ан пӑх, Хӑвна чӑннипе ӗҫлесе тӑракансем ҫине пӑх; 25. йӗркесӗр ҫынсен усал ӗҫӗсене ан асӑрха, инкек-синкекре те Хӑвӑн халална астуса тӑнисене асӑрха; 26. Хӑвӑн умӑнта ултавлӑ хӑтланнисем ҫинчен ан шухӑшла, Санран хӑрани мӗн иккенне пӗлсе ҫитнисене асна ил; 27. выльӑхла пурӑннисене ан пӗтер, Хӑвӑн саккунна уҫӑмлӑ вӗрентнисем ҫине пӑх; 28. тискер кайӑкран та япӑхрах шутланаканнисене ан ҫиллен; 29. яланах Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе мухтавна шанса тӑракансене кӑмӑлла.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
68. Вӑл ырӑлӑх парать; усал тунисем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсенчен ҫӑмӑлланччӑр тесе Вӑл Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе хӗрхенмен пулсассӑн, ҫынсен вунӑ пинмӗш пайӗ те чӗрӗ юлайман пулӗччӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Йӗркесӗр ӗҫсем туса пурӑннӑ чухне эпир кайран, вилсессӗн, хамӑр асапланасси ҫинчен шухӑшламан та, терӗм.126. Мы не помышляли в жизни, когда делали беззаконие, что по смерти будем страдать.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
93. Иккӗмӗш канӑҫлӑхӗ: вӗсем йӗркесӗр ҫынсен чунӗсем епле шуйханса-аташса ҫӳренине, вӗсене епле хаса кӗтнине кураҫҫӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
72. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакансем асап тӳсӗҫ, мӗншӗн тесессӗн, ӑслӑ-тӑнлӑ пулнӑ ҫӗртех, вӗсем йӗркесӗр ӗҫсем тунӑ, ӳкӗтсем илнӗ тӑркачах вӗсене пурӑнӑҫламан, йышӑнман.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
68. Ҫуралнисене пурне те йӗркесӗр ӗҫсем витернӗ, вӗсен туп-тулли ҫылӑх, вӗсем усал ӗҫсен айне пулнӑ.68. Ведь все, кто родился, пропитаны беззакониями, полны грехов и отягчены преступлениями.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Эсӗ сӑваплисем нумай мар, сахал, йӗркесӗр ҫынсем вара нумаййӑн терӗн, ун пирки ӗнтӗ акӑ ҫакна итле: 52. санӑн хаклӑ чул питех те сахал пулсассӑн, эсӗ ӑна нумайрах тӑвассишӗн унӑн шутне тӑхлан тата тӑм хушмастӑн-ҫке; тӑхланпа тӑм шутсӑр нумай, терӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем хунама тытӑнсассӑн, ывӑлӗсем, халӑхсем, ӑрусем йышлӑланса ҫитсессӗн, каллех унчченхинчен те ытларах ҫылӑха кӗме тытӑннӑ, 13. вӗсем сан Умӑнта йӗркесӗр ӗҫсем тума тытӑнсассӑн, вӗсен хушшинчен Эсӗ Хӑвна валли Авраам ятлӑ ҫынна суйласа илнӗ, 14. ӑна кӑмӑлланӑ, Эсӗ ӑна тӗнче пӗтессине ҫӗрле тӗлӗнмелле мелпе уҫса панӑ, 15. унпа ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ та ӑна: санӑн вӑрлӑхна нихӑҫан та пӑрахмӑп, тенӗ.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Кашни халӑх хӑй пӗлнӗ пек ҫӳреме пуҫланӑ, Санӑн умӑнта йӗркесӗр ӗҫсем тунӑ, Санӑн ӳкӗтӳсене нимӗн вырӑнне те хуман.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 5. кай та Ман халӑхӑма вӗсен усал ӗҫӗсене, вӗсен ывӑлӗсене Мана хирӗҫле тунӑ йӗркесӗр ӗҫӗсене пӗлтер — вӗсем ҫакна ывӑлӗсенӗн ывӑлӗсене каласа паччӑр, 6. мӗншӗн тесессӗн ашшӗ-амӑшӗн ҫылӑхӗсем ачисенче нумайланса кайрӗҫ: Мана манса вӗсем ют турӑсене парне кӳрсе тӑчӗҫ.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй кӳрентернӗшӗн Тавӑракан, питех те хӗрхенсе пурне те хунтӑлакан, халӗ те часрах Израиль йӑхӗн ҫыннисене — суя тӗнлисем, йӗркесӗр пурӑнакансем кӳрентерсе ҫитернӗскерсене — курӑнсамччӗ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсӗ фараона, Египетӑн ӗлӗкхи патшине — темӗн чухлӗ ҫар урапиллӗ, хӑйӗн йӗркесӗр чӑрсӑрлӑхӗпе, мӑнкӑмӑллӑ сӑмахӗпе ытла та ҫӗкленсе кайнӑскере — мӑнаҫлӑ ҫарӗпе пӗрле тинӗсе путарса тӗп тунӑ, Израиль йӑхне вара ырӑлӑхун ҫутине кӑтартнӑ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Турӑ ҫапла тунипе тутлӑ та тарӑн ыйха путнӑскер, патша ӗнтӗ тума шутласа хунӑ йӗркесӗр ӗҫӗ ҫинчен те манса кайнӑ, ҫирӗп шухӑшӗ те пачах пуҫран тухса ӳкнӗ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, йӗркесӗр патша урсах кайнӑ, Александрия хулинче пурӑннӑ иудейсене анчах мар тулхӑрнӑ, пӗтӗм ҫӗршывӗпех пурӑнакан иудейсене те хӑрушла курайманнине кӑтартса, вӑл пӗр тӑхтаса тӑмасӑр вӗсене пурне те пӗрле пухса мӑшкӑлтан та мӑшкӑл вилӗм аллине пама хушнӑ.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пире вӗсен тасамарлӑхӗшӗн ан тавӑрсамччӗ, пире вӗсен ирсӗрлӗхӗ урлӑ хаса ан парсамччӗ: йӗркесӗр ҫынсем хӑйсен ӑшӗнче ан мухтанайччӑр, хӑйсен чӗлхине каппайчӑклӑн ирӗке ярса, эпир сӑваплӑ Ҫурта ирсӗрлӗх ҫурчӗсене таптанӑ пекех таптарӑмӑр тесе хӗпӗртесе ан савӑнайччӑр.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тахӑҫан Эсӗ йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене пӗтернӗ, вӗсем хушшинче вӑйпа чӑрсӑрлӑха шанса тӑнӑ улӑпсем те пулнӑ, Эсӗ вӗсем ҫине виҫесӗр нумай шыв янӑ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.