Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Йӗп пар-ха, — терӗм пӗрре Мӗнирене.
Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Хӑҫан, кама? — сехре ҫап-ҫавракалатнӑ куҫӗн пӗтӗм хаярӗпе йӗп чикрӗ ӑна халӗ пуҫлӑх.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Пӗр катен, шӳрпе питлӗ карчӑк, ҫине платье-костюм, пуҫне шупка берет тӑхӑннӑскер, ӑшталанса, Магаев еннелле йӗп те вӗҫтерсе илчӗ:
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Манӑн хура-шур самаях тӑпкалантарнӑ чӗре сакӑлтӑклӑн кӑрт! турӗ те, пӑр пек сивӗнсе, йӗп тирӗнсе кӗнӗн ыратса кайрӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ним тума аптӑранӑ Сима Ларисӑна шырарӗ, анчах лешӗ йӗп пекех таҫта кайса ҫухалчӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
— Эпӗ хам мӗн пултарнине йӑлтах турӑм: чӗрнисем хушшине йӗп те чиксе пӑхрӑм тата…
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл йӗп ҫинчи пекех, ҫапах та хӑйне хӑй тытса чарма тӑрӑшать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫук ҫав, пура вӑл йӗп мар, улӑм ӑшне пытараймӑн.
Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.
Ӑна шырани — утӑ капанӗнче йӗп шырани пекех, усӑсӑр, кулӑшла япала.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Анчах Санюк йӗп пекех ҫухалчӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Хӗрсене тӗрӗ тӗрлеме йӗп.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Лукарье сасартӑк Якур аллине ярса тытрӗ те йӗп пек ҫивчӗ шӑлӗсемпе ҫатӑр ҫыртса лартрӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хам ӗмӗрте эпӗ йӗп те вӑрласа курман! — тӑвӑнчӑклӑн каларӗ Иван.
Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ку сӑмахсене илтсен, Озеров хӑйне йӗп ҫинче ларнӑ пекех гуйрӗ, анчах ӑна никама та систермерӗ.
Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Анчах хӑй кӑмӑлне вӑл нимпе те пусараймарӗ-ха, ӗнерхи тата ирхи калаҫусенчен юлнӑ йӳҫӗк паян ҫине-ҫине усал хыпар илтнӗрен ӑшра каплансах, каплансах пычӗ, чӗрене йӗп пек чиксе, йӗкӗлтесе тӑчӗ.
13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ку сӑмахсене ӗнтӗ Пинеҫ тем тесен те Эрнепие лӑплантарас тесе каларӗ, анчах вӗсем кинӗн чӗрине йӗп пек чикрӗҫ, вут пек ҫунтарчӗҫ, вӑл вара вырӑн ҫине тӑрса ларса ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ.
11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Инҫе те мар районтан, вун сакӑр ҫухрӑм ҫеҫ, ҫапах та вӑл ҫулпа каяссинчен утӑ купи ӑшӗнче йӗп шырасси лайӑхрах.
Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.
Хуҫӑлнӑ мӑка йӗп хӗсӗнсе кӗнӗ пек кӗчӗ вӑл чӗрене.
Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.
Кӗлетрен ҫӑм ҫиппи, йӗп илсе тухрӗ, мӗнле сапламаллине кӑтартрӗ: «Вӗттӗн чиксе турт, кӗли яка пултӑр», — тесе асӑрхаттарчӗ…
Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Мӑннисене пулӑшаҫҫӗ вӗсем — хушнине итлеҫҫӗ: мӗн те пулин илсе пырса параҫҫӗ, кайса хураҫҫӗ; курӑс чӗлеҫҫӗ, йӗп туртаҫҫӗ; укҫа та вӗсене пусӑн ҫеҫ тӳлемелле — ытти кирлех те пулман.
Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.