Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑмра the word is in our database.
йӑмра (тĕпĕ: йӑмра) more information about the word form can be found here.
Манран аслӑрах Толик Матвеев, хамӑр йышра чи ӑслӑ ача, пире ҫапла ӑс пачӗ: «Атя партизансем йывӑҫ ҫине нимӗҫсене мӗнле ҫакнӑ, ҫырмара пӗр ватӑ йӑмра ҫине кушака ҫавӑн пек тытса ҫакатпӑр. Йӑмра айӗнче самаях тарӑн шыв кӳлленчӗкӗ пур, кайран ҫавӑнта пӑрахатпӑр ӑна. Кушаксем шыва юратмаҫҫӗ, ӑнланса илет вара хӑяр ҫиме юраманнине», — тет.

Help to translate

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Пӳрт умӗнчи ватӑ йӑмра пуҫне вӑйлӑ ҫил талпӑнӑвӗпе ҫӗре ҫити таять.

Help to translate

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Хӗвел виҫӗ йӑмра ҫӳллӗшне юлнӑ тӗле лава тиесе пӗтертӗм.

Help to translate

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ял хапхинчи йӑмра айӗнче хӗреслетсе ал шӑлли — парне ҫакнӑ арҫын Ванька чӑсакан купӑс ҫеммипе ура хуҫса ташлани тата ташлаканӑн куҫӗсенче куҫҫуль шӑрҫаланни кӑна асра ҫирӗп тӑрса юлнӑ.

Help to translate

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Авӑ виҫӗ ҫухрӑм ытла леререх йӑмра айне пулнӑ чуна ҫывӑх ял, сылтӑмарах — ҫӑва, ун тавра чӑрӑш лартнӑран тата тӗрлӗ йывӑҫ шӑтса тухнӑран пӗчӗк ката тейӗн ӑна.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӗҫелис сиксе тӑчӗ те ларнӑ вырӑнтан тӑватӑ-пилӗк метра пӑрӑнса лаштра йӑмра кутӗнче хӑсма тытӑнчӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пӗрне Юман, теприне — Хурӑн, унтан — Ҫӑка, Йӑмра, Пилеш, Палан…

Help to translate

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Йӑмра хыҫӗнчи ҫынна пурпӗрех ураран ярса илсе туртса антарать-ха вӑл.

Help to translate

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Йӑкӑнат, йӑмра хыҫӗнче ҫын пытанса тӑнӑ пек туйӑннӑран, унталла йӑпшӑнса пырать.

Help to translate

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫакӑн пек сӑмахсем манӑн асра юлнӑ: «Тӑрӑ шывӑн ӑшӗнче, / Кӑвак пӗлӗт явӑнать. / Ватӑ йӑмра тайӑлса / Тӗсне пӑхса савӑнать».

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑйсен калаҫӑвӗпе киленсе утаканскерсем, иртсе пыракансем ӗмӗрхи йӑмра айӗнчи ҫамрӑксене курмарӗҫ.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йӑмра вулли силленсе кӑна юлчӗ.

Help to translate

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Йӑмра кӗпер пулчӗ.

Help to translate

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫырма урлӑ ҫил йӑвантраса янӑ ватӑ йӑмра выртать.

Help to translate

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Иртерех саралнӑ ҫулҫӑсем йӑмра ҫинчен васкамасӑр ҫаврӑнса анчӗҫ.

Help to translate

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Йӑмра ҫумне таяннӑ та тӑрать.

Help to translate

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӑҫал ҫирӗм йӑмра лартма ӗлкӗрчӗ-ха вӑл.

Help to translate

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Йӑмра кӑчки ешерме пуҫланӑ иккен.

Help to translate

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сасартӑк хӑй пуҫӗ тӗлӗнче, йӑмра турачӗ ҫинче, шӑнкӑрч ларнине курчӗ.

Help to translate

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эсӗ хӑвӑр тӗле йӑмра таврашӗ лартнӑ-и?

Help to translate

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed