Шырав
Шырав ĕçĕ:
ирӗклӗхшӗн (тĕпĕ: ирӗклӗх) more information about the word form can be found here.
Халӗ унӑн, юн юхтарса вӑйсӑрланнӑскерӗн, оккупантсенчен нихҫанхинчен те лайӑхрах пытанмалла, ҫав вӑхӑтрах халӑхран пытаннине пӗтермелле пулнӑ, партире тӑманнисемпе ҫыхӑну тытассине йӗркелемелле, ирӗклӗхшӗн кӗрешме хатӗр тӑракан кашни ҫынпа пӗрлештерме, иккӗленсе тӑракансене татӑклӑ пример кӑтартса, кӗрешӗве ертсе каймалла пулнӑ.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Кашни каҫах эпӗ унӑн юратнӑ юррине: партизансен чаплӑ ҫапӑҫӑвӗсем ҫинчен, шавлакан ҫеҫен хирти кӑлкан ҫинчен, ирӗклӗхшӗн упӑшкипе пӗрле ҫапӑҫнӑ казачкӑпа унӑн паттӑрлӑхӗ ҫинчен, юлашки ҫапӑҫура вӑл «урисем ҫине тӑрайманни» ҫинчен юрлатӑп.
1943 ҫулхи майӑн 19-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
«Тӑватҫӗрмӗшӗ» нумай пин коммунистсемшӗн тӗттӗмлех ҫуртӗнчи ҫутӑ пӑнчӑ, тӑшман тылӗнчи укреплени, пусмӑрлакансен хӑйсен йӑвинчех ирӗклӗхшӗн ҫапӑҫмалли вырӑн пулнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953