Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗм хыҫӗнчен тухсанах вӑл йӗпе туратсене аллипе именчӗклӗн сире-сире пыракан Геллипе тӗл пулчӗ.При выходе из кустов Нок встретился с Гелли, застенчиво отводящей рукой влажные ветви.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Тӗллӗн-тӗллӗн курӑнакан хурӑнсем кӑна, шывран тин тухса сасартӑк ҫын куҫӗ умне лекнӗ хӗрсем пек именчӗклӗн авӑна-авӑна илекенскерсем, шап-шурӑ вуллисемпе палӑрса тӑраҫҫӗ, тата хыр-чӑрӑш, пире ҫулла-и е хӗлле, ҫуркунне-и е кӗркунне — пурте пӗрех тенешкел, симӗс тумне хура йывӑҫсем хушшинче пушшех кӑтартма тӑрӑшса, пӗлӗтелле мӑнаҫлӑн кармашать…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кондратий амӑшӗ куҫран ҫавӑн пек витерсе пӑхнипе аванмарланчӗ, именчӗклӗн те сӳрӗккӗн кулкаларӗ.Он смущался под ее пристальным взглядом, конфузливо улыбался.
8 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
— Эпӗ тата кам? — ыйтрӗ вунӑ ҫулхи Толя именчӗклӗн.
8 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
— Эпӗ ӑна ӑшӗшӗн тӑхӑнса ятӑм, — именчӗклӗн ӑнлантарчӗ Зоф.
7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Лина именчӗклӗн кулса ячӗ.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Эпир унпа ҫураҫнӑ мӑшӑр, — хушса хунӑ Валя именчӗклӗн.
Кох патӗнче пулни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Васек именчӗклӗн йӑл кулчӗ.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Бобров именчӗклӗн кулнӑ, анчах унӑн пӗчӗк куҫӗсем Фомана пӑта пӑри пек шӑтарнӑ.Бобров смущенно смеялся, но его маленькие глазки сверлили Фому, как буравчики.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унтан Фома именчӗклӗн, шӑппӑн: — Мӗнле пулса тӑчӗ ку япала?.. Куҫа хупса иличчен ҫавӑн пек ӑшалу иртсе кайрӗ… э? — тесе хунӑ.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӗрӗн чӗринче пулас телее именчӗклӗн шанни ҫутӑран ҫутӑ хӗмлене пуҫланӑ.В сердце девушки всё ярче разгоралась робкая надежда на счастье.
XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Кунта эс ытлашшипех кӑтартса кайнӑ! — тенӗ вӑл юлашкинчен, именчӗклӗн, кӑмӑлсӑррӑн.— Уж очень ты разошелся! — сказал он, наконец, смущенно и недовольно.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лешӗ ун ҫине айӑплӑ куҫсемпе пӑхса ларнӑ, именчӗклӗн кулкаланӑ, ҫав вӑхӑтрах унӑн чӗринче кӑмӑлӗ ыйтнине ҫирӗппӗн пурнӑҫлакан чӗрӗ старике хисеплес туйӑм аталансах пынӑ…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Фома пӗр тапхӑр нимӗн те чӗнмен, унтан, чӳречерен пӑхса илнӗ те, именчӗклӗн:
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗрре вӑл унран именчӗклӗн: — Софья Павловна!.. Сирӗн ачасем пулнӑ-и? — тесе ыйтнӑ.Однажды он робко спросил ее: — Софья Павловна! Были у вас дети?
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унтан, платьине майланӑ май, Фоман шлепке тытса усӑнса тӑракан аллине ӑнсӑртран сӗртӗнсе илнӗ, вара Фома, хӑйӗн алли ҫине пӑхса, именчӗклӗн, савӑнӑҫлӑн кулса янӑ.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ҫинӗ… ӗҫнӗ… — парӑнман Фома, именчӗклӗн, салхуллӑн пуҫне тайса.— Ел… пил…— не сдавался Фома, угрюмо и смущенно наклоняя голову.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ӑшаланса ӳкнӗ, сӗтеле пырса тӗкӗннӗ, пӗр бутылка тытнӑ, тепӗрне ярса илнӗ, унтан именчӗклӗн, айӑплӑн кулкаласа, каллех вӗсене хӑйсен вырӑнне лартнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл, темӗскер, ҫӳҫенсе тӑнӑ, хӑйне такам умӗнче айӑплӑ пек туйнӑ, кам кӑна унпа сӑмах хушман, пурне те вӑл, каҫару ыйтнӑ пек, именчӗклӗн, ачашшӑн ответленӗ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку япала чӑнах та ҫаплах иккенне, урӑхла пулма та пултарайманнине кам та пулсан ӗнентерсе каланӑ чух вӑл айваннӑн, именчӗклӗн кулса тӑнӑ, ҫав вӑхӑтрах хӑй ӑшӗнче — хӗрарӑмпа хутшӑнасси пур ҫыншӑн та кун пек намӑслӑ формӑпа иртмест пулӗ, ахӑрнех ку тӗлӗшпе мӗн те пулин тасараххи, тӳрккес мартараххи, этемшӗн кӳренмелле мартараххи пулӗ, тесе шухӑшланӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.