Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илмен (тĕпĕ: ил) more information about the word form can be found here.
— Ҫук, Иванов, следстви тӗрӗсленӗ тӑрӑх, Алексеев вӑл кун бригадиртан лаша илмен.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Йӑлтах хамӑран, сутӑн илмен.

Help to translate

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Илмен тырӑ та утмӑл ултӑ пӑт.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ырлӑхӗнчен ытларах хурлӑхӗ пулнӑ пулин те, пӗр хӑнӑхнӑ йӗрке улшӑнма пултарассине вӗсем ӑса та илмен.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вӗсем кама та пулин хӗнемен пасар иртменни, эрех ӗҫме ирӗксӗрлесе укҫа илмен пӗр сутуҫӑ та юлманни ҫинчен Ҫтаппан та илтнӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗре каяла илмен пулсан, эпир парӑма кӗрес ҫукчӗ…

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ҫӗре каялла илмен пулсан, туй тунӑ хыҫҫӑн та укҫа хӗл каҫмалӑх юлатчӗ, Анук валли те ҫитетчӗ. Хамӑр ҫуркунне Атӑл ҫине каяттӑмӑр. Ылхавлӑ ҫӗрӗ пӗтерчӗ!» — тесе шухӑшларӗ Микула чунӗпе тарӑхса.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнен, Анук, сире аса илмен кун иртмен пирӗн.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ ытлашши ним те илмен.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халех пама укҫи ҫук пулсан, Ивановӑн икӗ ят ҫӗрне, вырса илмен тырри-пуллине, пилӗк сурӑхне тата кил хушшинчи мӗнпур ҫурт-йӗрне туртса илмелле тума ыйтатӑп!

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Упӑшкине кӗтсе илмен арӑма кайса чӗнни — тивӗҫсӗр хисеп!

Help to translate

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗлле хӑмисене хам укҫапа туяннӑ, вӗллисене Сергейпе иксӗмӗр лӑш курмасӑр ӗҫлесе майлаштартӑмӑр, рамисене те хамӑр тунӑ, карасне те ҫын укҫипе илмен.

Help to translate

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ахматека, хӑйӗн паттӑрне, шанчӑклӑ тусне, илмен вӑл, Кӑкшамарта асли туса хӑварнӑ, Усеин-Сеита инкек-мӗн пулсан ӑна ӑс пама, вӗрентме, кирлӗ пулсан Атӑл леш енне пӗр ушкӑн ҫар яма хушнӑ.

Help to translate

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Туртса илмен, ахаль хӑрататӑн пире, — пӗрре те аптраса тӑмарӗ Ярмулла.

Help to translate

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн ялта ҫын вӗлермен, мӑрса ҫӗрне туртса илмен, ясак пуҫтарни те сисӗнместчӗ-ха.

Help to translate

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анатри ҫармӑссем сирӗн пек Новоград Свияжскинче вырӑссене тупа туман, крепь хучӗ илмен.

Help to translate

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусанта сиртен ясак таврашӗ илмен пулӗ-ха, кунта тӳлемелле пулать.

Help to translate

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хуҫӑлнӑ япалана ҫӗнӗрен тума пулать, ӑна укҫалла илмен, — тет те, сӑмахӗ те пӗтнӗ.

Help to translate

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та унӑн Арск патӗнчи ҫӗрӗсене туртса илмен хан, ывӑлне ярлыксӑр хӑварман.

Help to translate

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эрех ҫук ӗнтӗ, анчах пирӗнтен уява никам та туртса илмен.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed