Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку саманта ҫухатма юрамасть, меллӗ усӑ курмалла тесе шутласа илтӗм те хайхи манахсем пирӗн паталла ҫывхарса пынӑ чухне: — Ну, кӑмӑллӑ ҫыннӑм, тав сана, ыйтусене сӳтсе яврӑмӑр, манӑн кайма вӑхӑт ҫитрӗ, — терӗм те ерипен утса кайрӑм.
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
Ерипен калаҫӑва пуҫларӑм.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Сасартӑк вокзала ҫулланнӑ ҫапкаланчӑк арҫын кӗчӗ те йӗри-тавра вӑраххӑн пӑхкаласа ҫаврӑнчӗ, ерипен касса решетки патне пырса хупӑ кантӑкран шаккарӗ, кассира чӗнсе илсе тем ҫинчен мӑкӑртаткаларӗ те вокзал ӑшчикне тепӗр хут куҫласа васкамасӑр тухса кайрӗ.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Сулахай аллипе ерипен, ҫӑм тӗркине татмасӑр, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пӗтӗрсе аялалла туртатчӗ.
Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.
Ерипен Иннокентийӗн тыткаларӑшӗ те улшӑнма пуҫларӗ.
Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.
Чун тӗпӗнчи ҫилленӳ, кӳренӳлӗх туйӑмӗ ерипен, сийӗн-сийӗн тулса ҫын кӑмӑлне йывӑрлатса пырать.
Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.
Ҫӗнӗ профессие ерипен хӑнӑхса пытӑм.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Аттепе анне, ытти тӑвансем ерипен Патӑрьел еннелле тапранса кайрӗҫ.
Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.
Штабпа юнашар окоп ерипен ишӗле пуҫласан ҫеҫ Мишша хӑрушлӑха туйса илчӗ те пурне те окоп тӑрӑх пӗшкӗнсе утса хӑвӑрттӑн чӗтрев тепӗр енне ҫутта тухма каларӗ.
Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.
Картишӗнче те, курӑк пуснӑ пахчара та чӑпар чӑхсем ерипен апат шыраса ҫӳреҫҫӗ.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Пӳртре уяв ерипен аталанса пырать, килте тунӑ хӑватлӑ «шерпет» пурин кӑмӑлне те ҫемҫетет, калаҫтарать, савӑнтарать…
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Ерипен пурте туя хатӗрленетпӗр.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Алӑка ерипен уҫса, Ҫеркуш кӗрет.
Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.
— Проекчӗ начар мар, — пуҫларӗ вӑл ерипен, — ҫирӗплетме те пулать.
58 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Сасартӑк, йӑлтах ывӑнса ҫитнӗскер, ерипен утӑм туса вӑл краватӗн тимӗр уринчен такӑнчӗ, чӗркуҫҫи хаяррӑн ыратса кайнипе вырӑн ҫине пусарӑнчӗ.
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Анчах та тыткӑнра резина пек вӑрӑм, ерипен тӑсӑлакан талӑксенче Ваҫиле хӑйӗн тӗрмине лайӑх пӗлсе ҫитрӗ, халӗ сӗм тӗттӗмре те тумбочкӑна, кравате, тенкелсене, кӗтесри тутӑхнӑ витрене лектермесӗр утма вӗренчӗ.
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫӳретпӗр хальлӗхе… ерипен, — нӑшиклетрӗ ватӑ.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Лейтенант ирӗлекен юр тӑрӑх ерипен уксахласа иртетчӗ, никӗс тӑпри ҫине ларатчӗ, хӗллехи хӗвелӗн хӑйӗнни пекех вӑйсӑр ӑшшинче хӗртӗнетчӗ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ваҫиле кунӗсемпе каҫӗсем ерипен, асаплӑ тӗлӗк пек тӑсӑлаҫҫӗ.
Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ваҫиле ерипен малалла хускалчӗ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.