Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн аллисем тавӑрнӑ ҫанӑ вӗҫӗсене ҫатӑрласа тытрӗҫ.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӗсем пурте хӗвелпе пиҫсе хӗрелнӗ, кашнин ҫийӗнчех спорт костюмӗсем, урӑхла каласан, пурте симӗс тӗслӗ, ҫав тери ҫирӗп ҫӑм шӑлавар тӑхӑннӑ, пӗҫҫин вӗҫӗсене резинкӑпа ҫирӗплетнӗ.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Herr Frost нимӗҫ, анчах пирӗн ырӑ Карл Иваныч йышши нимӗҫ мар: вӑл вырӑсла тӗрӗс калаҫать, французла та перкелешет, пӗтӗмӗшпе илсен, уйрӑмах вӑл хӗрарӑмсем хушшинче нумай вӗреннӗ ҫын шутланать; вӑл хӗрлӗ мӑйӑхне ӳстерсе янӑ, хӑй ҫине йӑлтӑртатса тӑракан ҫутӑ кӑвак тӗслӗ, штрипкӑллӑ шӑлавар тӑхӑнса ҫӳрет, вӗҫӗсене шӑлавар ҫакки айне чикнӗ хура атлас шарфӗ ҫинче рубинлӑ пысӑк булавка йӑлкӑшать, вӑл ҫамрӑк, ҫи-пуҫӗ хӑйне хӑй кӑмӑлламалла хитре, мускуллӑ урисем тӳрӗ те тӗлӗнмелле илемлӗ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакна тумалли тӗп майсенчен пӗри вӑл шӑлавар вӗҫӗсене атӑ кунчи ӑшне чикесси пулать.Одно из главных к тому средств было всучивание панталон в сапоги.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл вунпӗр ҫулта; кӗске пир кӗпепе, вӗҫӗсене чӗнтӗр тыттарнӑ шап-шурӑ йӗмпе ҫӳрекенскер, октавӑсене arpeggio урлӑ кӑна илме пултарать.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шеррид тинӗсри пӑрсене байдара ҫумӗнчен тӗрте-тӗрте ямалли пакур вӗҫӗсене вучахра хӗртсе ҫивӗчлетрӗ.
Тавӑрас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пырса кӗмелли тӗлте икӗ ещӗк ӑшне пысӑк шӑчӑсем лартнӑ та, вӗсен вӗҫӗсене авса пӗрлештернӗ, туратсемпе ҫыхса лартнӑ.
24 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Унӑн алӑкӗ патӗнче, тенкел ҫинче, кахаллӑн саркаланса, тӗлӗнмелле тумланнӑ ҫын ларать: йӗмпӗҫҫи вӗҫӗсене тавӑрнӑ, унсӑрӑн вӗсем ҫӗртренех сӗтӗрӗннӗ пулӗччӗҫ; виҫесӗр сарлака пинжакӗ михӗ пек ҫакӑнса тӑрать.
2 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Виле пуҫӗ ҫумне чӗнпе ҫыхса хунӑ туяна хӑвӑрт салтса илчӗ те шаман, ӑна шӑп варринчен шӑлӗпе ҫыртса, вӗҫӗсене аллисемпе ярса тытрӗ.
Кэргына пытарни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Мигель йывӑҫ патнелле чупнӑ, чӗлпӗре хыпашласа тупнӑ, ӑна хӗҫӗпе касса татнӑ, йӗнер ҫине сиксе ларнӑ та хӑрах аллипе татнӑ чӗлпӗр вӗҫӗсене, теприпе лаши мӑйӗнчен ыталаса тытнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
— Ҫук вӗт, мур илесшӗ… — тет вӗсенчен пӗри, усси вӗҫӗсене ункӑ пек ҫавӑра-ҫавӑра лартнӑскер.— Нет и нет… — со вздохом сказал один, у которого русые усики закручивались крутыми колечками.
Вӑрттӑн тӗлпулусем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Кариотти тытӑнчӑклӑн, пӑвӑннӑ сасӑпа, сӑмах вӗҫӗсене ҫӑта-ҫӑта, Мерельбан Солхатри вырӑссемпе армянсен кварталӗсене пӗр ҫын юлмиччен пусса тухма приказ пани ҫинчен каласа кӑтартрӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Наумов ҫӗре чавса хунӑ минӑсен курӑнса тӑракан мӑйӑхӗсене, сигнал вӗренӗн вӗҫӗсене кӑтартса малта шуса пычӗ.
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Халӗ ак вӑл шинель вырӑнне кӗрӗк жилет ҫийӗн ваткӑлла фуфайка тӑхӑнса янӑ; гимнастерка айӗнче — ӑшӑ кӗпе-йӗм; мамӑк хурса ҫӗлетнӗ хулӑн шӑлавар вӗҫӗсене Ҫӗпӗр ҫӑматтисен кунчисем ӑшне майласа чикнӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Манӑн умра пилоткине хывса, шинель арки вӗҫӗсене хлястик айне хӗстерсе янӑ Якуба мӑнаҫлӑн уткаласа пырать, эпӗ унӑн тарӑн йӗрсемпе путӑкланса пӗтнӗ тӗреклӗ мӑйне, шӑрт пек ҫӑм пусса кайнӑ ӗнси хыҫне куратӑп.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Куҫ умӗнче унӑн арки вӗҫӗсене пиҫиххи хушшине хӗстерсе янӑ шинель вӗлтлетсе илчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Лелюков гимнастерка тӳмисене вӗҫертсе ярса ҫанни вӗҫӗсене тавӑрса хучӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Маковейчик, Хаецкий ҫӗҫҫи хӑйӗн кӗсйинче пулни ҫинчен манса кайса, пралук вӗҫӗсене шӑлпа тасатать.Маковейчик зубами зачищает концы кабеля, забыв, что в кармане у него лежит нож Хаецкого с цепочкой.
X // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Урапа тукунне ҫавӑнтах канатпа яваласа лартрӑмӑр, канатӑн тулалла тухса тӑракан вӗҫӗсене йывӑр кувалдӑсемпе ҫапса тикӗслерӗмӗр, юлашкинчен каната ҫиелтен пралук сеткӑпа хытӑ туртса ҫыхса лартрӑмӑр.
Тӗлӗнмелле демонстраци // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Халь вӑл кухарка чӗнмен, пиҫиххине каланӑ, унӑн вӗҫӗсене пиҫиххи хушшине чикнӗ те: — Капла ӗнтӗ тухаймӑн! — тенӗ.обращаясь уже не к кухарке, а к кушаку, засовывая его концы за пояс, — так не выскочишь, —
I // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.