Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Чун-чӗрипе ҫунса тухасла, иудейсем куҫҫулӗ юхтарса, хурлӑхлӑ юрӑсем юрласа пӗр вӗҫӗмсӗр кӗлтунӑ, аллисене тӳпенелле ҫӗклесе, аслӑран та аслӑ Турра каллех хӑйсене васкавлӑн пулӑшу пама тархасланӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Усал ҫынсем ҫинчен вара шелсӗр ҫилӗ вӗҫне ҫитиччен те сирӗлмен, мӗншӗн тесессӗн Вӑл вӗсен пулас ӗҫӗсене малтанах курса тӑнӑ: 2. вӗсем, тӳрӗ ҫынсене тухса кайма ирӗк парса, вӗсене васкавлӑн кӑларса ярсассӑн ӳкӗнессе, хыҫран хӑваласа каясса малтанах курса тӑнӑ: 3. ӗнтӗ хурлӑхӗ те умӗнчех пулнӑ, тупӑксем умӗнче татӑлса макӑрнӑ, хӑйсем вара тепӗр ӑссӑр шухӑш тытнӑ, тархасласа ҫула ӑсатнисене таркӑнсене йӗрленӗ пек йӗрленӗ.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Тавӑҫна васкавлӑн пуҫарса ан яр: кайран, хӑвӑнпа тупӑшаканӗ хӑвнах намӑса хӑварсассӑн, мӗн тӑвайӑн?
Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Давид Ахимелеха каланӑ: санӑн кунта алӑ айӗнче сӑнӑ е хӗҫ ҫук-и? патша хушнине тума васкавлӑн тухса килтӗм те хампа пӗрле хӗҫ те, урӑх кӑрал та илеймерӗм, тенӗ.
1 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. [Иисус] пӗтӗмпех туса пӗтериччен — Ҫӳлхуҫа халӑха Иисус урлӑ мӗн каланине, Моисей Иисуса мӗн халалланине туса ҫитериччен — [Ҫӳлхуҫа саккунӗн] арчине ҫӗклесе пыракан священниксем Иордан варринче тӑнӑ; халӑх ҫав вӑхӑтра васкавлӑн Иордан урлӑ каҫнӑ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон ҫине, Египет ҫыннисем ҫине Эпӗ тепӗр асап ярӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл сире кунтан кӑларса ярӗ; [сире] кӑларса янӑ чухне вӑл сире кунтан васкавлӑн хӑвалама тытӑнӗ; 2. халӑха [вӑрттӑн] систерсе хур: кашни арҫынӗ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннинчен тата кашни хӗрарӑмӗ хӑйӗн ҫывӑх хӗрарӑмӗнчен кӗмӗл япаласемпе ылтӑн япаласем [тата тумтир] ыйтса илтӗр, тенӗ.
Тух 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Фараон васкавлӑн Моисейпе Аарона чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, умӗнче тата сирӗн умӑрта ҫылӑха кӗтӗм; 17. манӑн ҫылӑхӑма тепӗр хут каҫарӑр ӗнтӗ, хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑра кӗлтӑвӑр, Вӑл ҫакӑ вилӗме манран сирсе ятӑрччӗ кӑна, тенӗ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Фараонӑн Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен хӑраса ӳкнӗ хӑш-пӗр чурисем васкавлӑн хӑйсен чурисене, хӑйсен кӗтӗвӗсене килӗсене пуҫтарнӑ; 21. Ҫӳлхуҫа сӑмахне хӑйӗн чӗрине илменнисем вара хӑйсен чурисене, хӑйсен кӗтӗвӗсене хиртех хӑварнӑ.
Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вулакансен нумай пинлӗ йышне лайӑх пахалӑхлӑ, ҫивӗч те тӗрӗс информаципе васкавлӑн тивӗҫтерсе тӑрассипе ҫыхӑннӑ яваплӑ тӗллеве пурнӑҫлакан журналистсен пӗлтерӗшне хак пама та йывӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&li ... id=1556526
Чӑваш Ен Правительствин тӗп тӗллевӗсем – влаҫ уҫҫӑнлӑхне ӳстересси, республикӑра пурӑнакансене пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем пирки калакан тулли те тӗрӗс информаципе вӑхӑтра тата васкавлӑн тивӗҫтересси.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2687457
Чӑваш Ен Правительствине, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсене, республикӑра пурӑнакан кашни ҫыннах васкавлӑн, уҫӑмлӑн, пӗтӗм вӑя хурса килӗшӳллӗн ӗҫлеме, чӑтӑмлӑ та тӑрӑшуллӑ пулма ыйтакан васкавлӑ мерӑсем йышӑнмаллаччӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
— Пичче, васкавлӑн кил, анне вилсе кайрӗ.
IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Ӑҫта васкавлӑн пуҫтарӑнатӑн, ывӑлӑм, паян шӑмат кун кӑна вӗт?
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Вӑл васкавлӑн витене чупса кӗчӗ те, унта тӑракан ҫенӗке ярса илсе, каялла вирхӗнсе тухрӗ.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Узин унран тарӑхтармӑш шӑнаран тарнӑ пек васкавлӑн уйрӑлса утрӗ.
II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Алӑк самантрах уҫӑлчӗ, Алюна васкавлӑн тухрӗ, пӗр аллинче сумка, тепӗр аллинче ҫӑрасемпе ҫӑра уҫҫисем.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Амӑшӗ васкавлӑн сӗтел ҫине тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ лартрӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Сирӗн телефон ҫук килте, ӑна васкавлӑн Мускава ӗҫлеме чӗнеҫҫӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Вара, намӑсран хӑтӑлас тесе, васкавлӑн килне тухса утрӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Кирей васкавлӑн вокзалти билетсем сутнӑ тӗле кайрӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.