Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аяккалла (тĕпĕ: аякка) more information about the word form can be found here.
— Эпӗ ку ӗҫе пӗлекен ҫын мар, анчах, ман шутпа, хитре пулса тухать, — терӗ те Завьялов, ҫавӑнтах ҫаврӑнса аяккалла каясшӑн пулчӗ, анчах леш ҫын каллех калаҫма тытӑнчӗ.

Help to translate

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗррехинче Кнопка ӗне аяккалла чупса кайрӗ те, Хӗлимун мучи хыттӑнах: «Ӑҫта каятӑн эс, Шурӑ пит? Ҫавӑрӑн!» — тесе кӑшкӑрчӗ.

Help to translate

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ишет те кирпӗчне мӗн вӑй ҫитӗшне аяккалла ывӑтать.

Help to translate

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Да-а, — сухалне шӑлкаласа илчӗ мучи — Хамӑр фермӑран, колхозран аяккалла сахал тухатпӑр ҫав эпир…

Help to translate

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Лешӗ аяккалла тарчӗ.

Help to translate

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Пӗрле» сӑмах тӗрӗс шухӑшах аяккалла пӑрса янӑ, иккӗлле ӑнланмалла тунӑ.

Help to translate

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Халь аяккалла пӑхкалакан поэтсем пӑркаланаймарӗҫ ӗнтӗ, ирӗксӗрех тимлӗн итлерӗҫ, калаҫӑва хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Улталанӑ та, халь аяккалла тапса сикесшӗн авӑ!

Help to translate

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Хӑй шутласа хунинчен ним тусан та каялла чакман, аяккалла пӑрӑнман ҫын.

Help to translate

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Мӑншӗн ку, Энтрей?! — ҫухӑрса ярса аяккалла сиксе илнӗ хӗрарӑм.

Help to translate

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Михал Михалч та арӑмӗн сассине уйӑрса илчӗ курӑнать, пӑшалне аяккалла ывӑтса, тӗмӗ хыҫнелле варкӑнчӗ те Раиса Ивановнӑн ҫиче пӑт таякан тушкине ҫӗклесе тухрӗ.

Help to translate

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Ҫӗр шапи ура айне пуласран пӗр-иккӗ сиксе аяккалла пӑрӑнса юлчӗ.

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви, аптранӑ енне, ӑна ҫӑкӑр ҫине хурса та, аяккалла тӑсса та пӑхрӗ — ҫук ниҫта чиксе те вырнаҫмасть.

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тепӗр ҫаврӑм утса ҫаврӑннӑ ҫӗре Саня аяккалла пӑхрӗ те икӗ хӗр хушшинче Сухвие курмарӗ.

Help to translate

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Саня нимӗн те чӗнмерӗ, таҫта аяккалла пӑхса тӑчӗ.

Help to translate

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑл темшӗн Санькӑна курсанах аяккалла тарать.

Help to translate

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑл пӗшкӗнсен, арҫын ача хӑвӑрт аяккалла ҫаврӑнса ларчӗ.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Славик хирӗҫ килекен хӗртен хӑй сисмесӗрех аяккалла пӑрӑнчӗ.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Иккӗш те «Вырӑссем!» тесе аяккалла тапса сикрӗҫ, тепӗр енчен автомат шатӑртатни илтӗнчӗ.

Help to translate

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

— Ав, ҫынсем тӑраҫҫӗ! — аяккалла аллипе кӑтартрӗ пӗр ҫамрӑк ҫын.

Help to translate

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed