Шырав
Шырав ĕçĕ:
Онега шывӗ урлӑ каҫнӑ чухне ялта ҫавӑн пекех йывӑҫ юпасене те асӑрхама пулать — ку вӑл 30 ҫул каялла тума палӑртнӑ кӗпер юлашкийӗсем.
Архангельск облаҫӗнче альтернативӑсӑр тӳлевлӗ кӗпер ӗҫлет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31709.html
Урамра ирхи куҫӑм пуҫланнӑ, ҫавӑнпа та михӗсене картиш урлӑ йӑтма шикленмелле — иртен-ҫӳрен асӑрхама пултарать.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Паллах, кирпӗчпе мар, йывӑҫ питлӗхе вара ӑнсӑрт килен-каян асӑрхама пултаратех.Не кирпичами, конечно, а деревянный щит может быть замечен нежелательным посетителем.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Эпӗ сыхланарах асӑрхама пуҫларӑм.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Акӑ вӑл ун тӑррин суя пӗр евӗрлӗхӗнче мӑкӑрӑлчӑксемпе шӑтӑксене, вӑрмансемпе пӗрлешсех кайнӑ айлӑмсене, чул картлашкасемпе сакӑлтасене асӑрхама пуҫларӗ; ту халӗ пӗлӗтлӗ горизонт евӗр куҫ курӑмӗн чиккинчен тухнӑ ӳкерчӗк пек туйӑнмасть, халӗ вӑл — танлаштарма май пур нумай-нумай капаш капламӗ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унтан, мӗн те пулин асӑрхама вӑй ҫитменрен, хуҫланакан пу-кан ҫине ҫурма гипнозрилле, тӗлӗнмеллерех туйӑмпа вырнаҫрӗ.Затем, бессильный увидеть что-либо, он сел на складной стул в странном, полугипнотическом состоянии.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Пӗшкӗнсе, — чутах шыва чикеленетчӗ, — Фуль тилӗре-тилӗре урипе ҫӗре тапкалать, канӑҫсӑрлантарнӑ пӗвен суккӑр вӗтӗ хумӗсенче мӗн те пулин асӑрхама хӑтланать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.
Вӑрмана каҫ сӗмӗ ҫапнӑ пулин те, вӑл ҫатра тӗмсем хушшипе ҫырманалла вӑркӑнса анакан юлташӗсене те, леш енчен хирӗҫ йӑпшӑнса тухакан милиционерсене те асӑрхама ӗлкӗрчӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫук ӗнтӗ, нихӑш самантра та тӗнче илемпе хӗсӗр мар, асӑрхама кӑна пӗлмелле ӑна.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Милиционерсем кил-ҫурта хупӑрласа илейменччӗ-ха, ҫапах таркӑнсене асӑрхама ӗлкӗрчӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сана кирлӗ ҫын хайхи шӑпах лавкка япалине асӑрхама пултарать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Буфетра тӑракан Мӗтри, халӑх йышлипе, ӑна курмарӗ тесеччӗ вӑл, ҫук иккен, ҫивӗч куҫлӑскер, асӑрхама ӗлкӗрнӗ-ӗлкӗрнех, пӑлавуй купӑста яшки пырса панӑ хыҫҫӑнах сӗтел патне пычӗ те хирӗҫ ларчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кантӑк умӗнче эпир асӑрхама ӗлкӗрнӗ ӳсӗр мӑйӑх хуҫи — кӑмрӑкҫӑ — вырнаҫнӑ; залӑн шалти алӑкӗпе буфет хушшинче ӑшаланӑ ҫӑмартана сӑрапа сыпа-сыпа икӗ пулӑҫ ларать.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Вӗренӳ ӗҫ-хӗлӗн юхӑмӗнче пирӗн ачасен пултарулӑхӗпе кӑмӑл-туртӑмне мӗн пӗчӗкренех асӑрхама, ҫавӑн пекех уйрӑмах пултаруллӑ ачасене тупса палӑртма пулӑшакан ҫул-йӗре тӗп вырӑна хумалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Тӗттӗм тӑкӑрлӑксенче вара унта-кунта ҫеҫ ҫуран утакансене асӑрхама пулать.
Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Кунта эпир ҫӳп-ҫап контейнерӗсене асӑрхама пултаратпӑр.
Брусчаткӑласа пӗтернӗ Газиантеп // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5902-%D0%91% ... D0%BF.html
Хам ӗҫре чухне Мария Ивановна асӑрхама пулчӗ.Когда я на работе, за ней обещала присмотреть Мария Ивановна.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Эпӗ ҫав ялавсем ҫине каҫса кайсах пӑхма пуҫларӑм, Васька хӑй те таҫтан ялав тупса ӑна труба ҫумне ҫыхса хунине асӑрхама та ӗлкӗреймерӗм.
6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Унӑн темиҫе персе аппаланасси килмерӗ, мӗншӗн тесен ҫакна пур ҫӗрте те, кашни йывӑҫ хыҫӗнчех, пытанса тӑракан шпиксем асӑрхама пултараҫҫӗ.
7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Куна Нина ҫеҫ асӑрхама ӗлкӗрчӗ.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.