Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак асапа чунсӑр ҫын та чӑтса ирттереймест.
IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Студентсемпе пӗрле ирттернӗ каҫсем пӗрре те кичемлетменни, — вӗсемпе, чӑнах та ӗнтӗ, ытлашши нумай канӑҫсӑрланман-ха эпӗ, — анчах хамран та ытларах юратакан — уншӑн вилме те, вилме кӑна мар, уншӑн темле нумай асапа та тӳссе ирттерме хатӗр тӑратӑп хам — хӗрарӑмпа темиҫе каҫ ирттерсех калама ҫук ывӑнса ҫитни, пӗр шухӑшласан, тӗлӗнмелле те пек.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак асапа тӳсме эпӗ хам та ӑс ҫитейменнине ҫеҫ килӗшнӗ…
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Халӗ эс пӗчӗк-ха, ӳссе ҫитӗнсен — ман асапа аса ил те вӗлер Аверьяна!Сейчас ты маленький, а вырастешь большой — вспомни про мои мýки и убей Аверьяна!
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Мӗншӗн турӑ мана паян ҫак асапа кӑтартать-ши? — пӑшӑлтатрӗ Захар, хулпуҫҫисем ҫӗкленмеллех ассӑн сывласа.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӑтса ирттерейӗн-и ҫак асапа?
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак асапа йӑлтах турӑ хамӑр ҫылӑхсемшӗн тӳсме пӳрнӗ тесе шутланӑ вӑл.Все это вообще считал он за наказание, ниспосланное небом за наши грехи.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Лектӗрччӗ вӑл, Гитлер, манӑн алла, кӑтартӑттӑм эпӗ ӑна, этем тӳсмен асапа ун валли шыраса тупӑттӑм!..Ох, попался бы он мне, я бы ему, Гитлеру, муку дала, я бы ему казнь выдумала!..
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл пӗр маншӑн ҫеҫ пур асапа та тӳсрӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ман асапа пӗлейсемччӗ: — Итле, Маша, хӗрхенсем; Курсам мана йывӑрне, Чӗрем саншӑн ҫуннине.Ты, узнав мои напасти, Сжалься, Маша, надо мной, Зря меня в сей лютой части, И что я пленен тобой.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Шӑмма пӑчкӑпа татнӑ чух хӑрушла хытӑ ыратрӗ, анчах та вӑл, асапа тӳсме вӗреннӗскер, халӗ ҫак шурӑ халат тӑхӑннӑ, пичӗсене марлӗрен тунӑ маскӑсемпе хупланӑ ҫынсем унӑн урисем патӗнче мӗн тунине те питех ӑнланаймарӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫавӑншӑн ҫак асапа кӑтартрӗ те ӗнтӗ мана турӑ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак асапа чӑтса ирттернӗ хыҫҫӑн «литература» сӑмаха та илтес, алла калем тытас килми пулмалла.
Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97
9. Ман патӑма ҫичӗ ангелтан, юлашки ҫичӗ асапа тултарнӑ ҫичӗ курка тытса тӑраканскерсенчен, пӗри пычӗ те ҫапла каларӗ: кил-ха, эпӗ сана Путек ҫураҫнӑ хӗре, Ун арӑмне, кӑтартӑп, терӗ.
Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ тӳпере тата тепӗр тӗлӗнмелле аслӑ паллӑ — юлашки ҫичӗ асапа тытса тӑракан ҫичӗ ангела — куртӑм; ҫав асапсем хыҫҫӑн Туррӑн ҫилли вӗҫленмеллеччӗ.
Ӳлӗм 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑнпа эпӗ Христосшӑн темӗнле асапа та тӳсме хавас: хамӑн халсӑрлӑхӑма та кӑмӑллатӑп, хурлӑхран та, йывӑрлӑхран та, инкек-синкекрен те, хӗсӗрленинчен те хӑрамастӑп, мӗншӗн тесессӗн асап курнӑ чухне эпӗ хӑватлӑ.
2 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпир кирек хӑҫан та Туррӑн ӗҫлекенӗсем пек пурӑнатпӑр: эпир пурне те тӳсетпӗр — хӗн-хура та, асапа та, ҫитменлӗхе те, 5. хӗненине те, тӗрмене хупнине те, халӑх пӑлханса хӑваласа янине те тӳсетпӗр; эпир йывӑр ӗҫлесе пурӑнатпӑр, ҫӗр ҫывӑрмастпӑр, типӗ тытатпӑр, 6. хамӑра таса усратпӑр, ӑспа ҫӳретпӗр, эпир пуриншӗн те ырӑ кӑмӑллӑ, пурне те ырӑ тӑватпӑр, Таса Сывлӑш тивлечӗпе тӑратпӑр, юратнӑ пек туса мар, чӑннипе юрататпӑр, 7. чӑн сӑмаха анчах калатпӑр, Турӑ хӑвачӗ пулӑшнипе ӗҫлетпӗр, сылтӑм аллӑмӑрпа та, сулахай аллӑмӑрпа та тӳрӗлӗх кӑралне тытса тӑратпӑр; 8. эпир чыспа мӑшкӑла та, хамӑра хӑртнине те, мухтанине те тӳсме хатӗр: пире ултавҫӑ вырӑнне хураҫҫӗ, анчах та эпир — шанчӑклӑ ҫынсем; 9. эпир паллӑ ҫынсем мар, ҫавах пире пӗлеҫҫӗ; пире ӗнтӗ вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ, акӑ эпир — чӗрӗ; пире асаплантараҫҫӗ, ҫавах эпир вилместпӗр; 10. пире кӳрентереҫҫӗ, эпир ялан савӑнса тӑратпӑр; эпир — чухӑн ҫынсем, ҫавах нумайӑшне пуйтаратпӑр; пирӗн нимӗн те ҫук — хамӑрӑн пурте пур.
2 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй савнӑ тӑванӑмсем! хӑвӑра сӑнасшӑн янӑ ҫунтаракан асапа нехекрен ҫакланчӗ пире тесе ан калӑр; 13. Христос асапӗсене курмалла пулнӑшӑн савӑнӑр, вара Унӑн мухтавӗ килнӗ чухне эсир савӑнатӑр, хӗпӗртенетӗр.
1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй тӑванӑмсем, йывӑр асапа чӑтмашкӑн, вӑрах тӳсӗмлӗ пулмашкӑн Ҫӳлхуҫа ятӗнчен калаҫнӑ пророксенчен курса вӗренӗр.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй тӑванӑмсем, кирек мӗнле асапа ҫаклансан та эсир чунтан-вартан савӑнӑр — 3. хӑвӑр мӗнле ӗненнине сӑнани-тӗрӗслени сире тӳсӗмлӗ тунине пӗлсе тӑрӑр; 4. пур тӗлӗшпе те ырӑ, пӗр кӑлтӑксӑр пулас тесессӗн, сирӗн яланах тӳсӗмлӗ пулмалла.
Иак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.