Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмӗпе (тĕпĕ: арӑм) more information about the word form can be found here.
Кӗҫӗнни ялтах пурӑнтӑр, чӑваш хӗрне качча илтӗр, вӗсем арӑмӗпе иккӗшӗ мана чӑвашла калаҫакан мӑнуксемпе савӑнтарччӑр тенӗччӗ.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Петр Васильевич, куҫ курмиех шикленсе ӳкнӗскер, нумаях сӳтӗкленсе тӑман: арӑмӗпе канашласа пӑхнӑ хыҫҫӑн хӑйне яла ӗҫлеме яма ыйтса хут ҫырнӑ:

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эп, мӗн, халь хам пӑрахут пек пысӑк кил-ҫуртра пӗччен тӑрса юлнишӗн Петр Васильевичран ытларах унӑн арӑмӗпе хӗрӗ айӑплине ӑнланмастӑп тетӗн-и?

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫав нимӗр хӑйӗн арӑмӗпе хӗрне пӑркӑчлама вӑй ҫитерейменшӗн эп халь ял кулли пулса тӑтӑм…

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

…Хӗлле Шупашкара пырсан Петр Васильевич кӗрекере калаҫса ларнӑ чух арӑмӗпе хӗрне сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех тиркемен иккен.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑншӑн хӑй кӑна мар, арӑмӗпе аппӑшӗ те ҫине тӑрсах тӑрӑшрӗҫ паллах.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Колхоз председателӗн вӑрттӑн варли ҫук, мӗншӗн тесен яла вӑл арӑмӗпе пӗрле яланлӑхах куҫса килнӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Герасим Федотович кӑмӑл-туйӑмне арӑмӗпе сӑлтавсӑр-мӗнсӗр хирӗҫсе кайни тата хӗрӗх ҫула ҫитнӗ-ҫитменех летчик ӗҫӗпе сывпуллашма тивни ӳппӗн-пиччӗн ҫавӑрттарчӗ ӗнтӗ.

Help to translate

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫав синкерлӗ вӑхӑтра вӑл, арӑмӗпе ҫул ҫӳреме кайнӑскер, ют ҫӗршывра пулнӑ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑрҫӑра вилнӗ Хӗветут арӑмӗпе икӗ ачине начар пӳртрех пӑрахса хӑварманччӗ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Унӑн арӑмӗпе хӗрӗ пирки вара факт тени ман туллиех.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫавӑн арӑмӗпе хӗрӗ-ха вӗсем, Анфиса Ксенофонтовнӑпа Глафира.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Уйрӑлса кайнӑ арӑмӗпе хӑйӗн ывӑлӗ ҫинчен шухӑшласа утакан арҫын хӗрарӑмпа ача калаҫнине ӑмсанарах итлесе пычӗ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Арӑмӗпе хӗрне ҫураҫтарма, вӗсен умӗнче тӳрре тухма ӑна укҫа та чылай кирлӗ пек туйӑнать.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ӳсӗр упӑшки арӑмӗпе ачисене пуртӑпа хӑвалать пулсан та уйрӑлман.

Help to translate

Уйрӑлни ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1336

Ут ҫинчен анать те васкаса шал-пӳртне Урха кӗрсе каять арӑмӗпе пӗрле; Чӗнтерет вӑл унта Туйсара, пултӑрне.

Help to translate

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мӑнастире леҫтерет арӑмӗпе хӗрне; Хӑй хӑюллӑ улӑхать воевотӑ пӳртне, Хӑнасем пухӑннӑ аслӑ пӳлӗмне.

Help to translate

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Арӑмӗпе Чӗкеҫӗ Ҫӳл пӑлтӑрта тумланчӗҫ: Тухьяпа хушпу пуҫӗсенче, Шӳлкемепе ама умӗсенче, Сахьян пушмак урисенче, Ылтӑн ҫӗрсем пӳрнисенче.

Help to translate

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Арӑмӗпе упӑшки сехечӗ ҫине те пӑхма тытӑнчӗҫ часах.

Help to translate

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Вӗсем хыҫҫӑнах иккӗмӗш хутран строительство управленийӗн начальникӗ арӑмӗпе хирӗлсе вӑшлаттарса анса кайрӗ.

Help to translate

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed