Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем Сахара патша вӑрҫинче курнӑ акӑлчан танкӗсем майлах туйӑнаҫҫӗ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Апла пулин те интересӗсем питӗ нумай хӗрачан: ишессипе, гимнастикӑра, ташӑ енӗпе ӳсӗмсем тӑвать тата акӑлчан чӗлхипе те кӑсӑкланать.
Ҫемьерен хаклӑ пуянлӑх ҫук // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11796-ce ... anl-kh-cuk
Акӑлчан чӗлхине вӗрентекен специальноҫне илет ҫамрӑк.
Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html
Столовӑй вестибюлӗнче студентсене акӑлчан тумтирӗсем валеҫет профком.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Французпа акӑлчан хӗрарӑмсен урисенче ҫинҫе те вӑрӑм кӗлеллӗ туфли, тет, совет хӗрарӑмӗн уринче — хулан та тачка кӗлелли, тет.
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Виҫӗ хӗрарӑм, француз, акӑлчан, совет хӗрарӑмӗ, тӗл пулнӑ имӗш.
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Сенкертерех акӑлчан хурҫи бамбукӑн пиҫӗ вуллине пӗрре ҫапсанах Горн вӑй-хӑват антӑхӑвӗпе, тимлӗх чарусӑрлӑхӗпе хӗмленчӗ, вӑйӑмӗн лӑпланми пӑрӗ йывӑҫ вуллисене кисретнӗ май самаях халсӑрланчӗ, анчах ӗшенӗвӗ темлерех пылак туйӑма куҫать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Вӗсенчен иккӗшӗ пирӗн тахҫанхи пӗлӗшсем: Гентпа Цаупере, виҫҫӗмӗшӗ — килӗшӳллӗ, ҫавра питлӗ, лутра, анчах ҫирӗп шӑм-шаклӑ акӑлчан — хӗвел тухӑҫ ҫыран тӑрӑхӗнчи паллӑ ҫапкаланчӑк, тем те пӗрлӗх шыравҫи Саллас Бен, нимӗнрен-никамран та хӑраман, йӑваш этем, анчах — тилӗрме пуҫличчен ҫеҫ.
XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Акӑлчан эпӗ сирӗн тарҫӑр пулнине пӗлсен мана сире акӑ мӗн пӗлтерме ыйтрӗ: вӑл сире шырать тата сирӗнпе калаҫма ирӗк ыйтать.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Шурӑ ҫын — акӑлчан.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫак йышра икӗ акӑлчан — ашшӗпе ывӑлӗ Стефенсонсем; Ван-Ландпа ыттисем Голландире ҫуралнӑ.Среди них были два англичанина — отец и сын Стефенсоны; остальные с Ван Ландом родились в Голландии.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Эпӗ сунарта акӑлчан элчипе Реджинальд Шерлипе пулнӑ, Баганпур раджин темиҫе сунарне хутшӑннӑ, анчах ултӑ слона эпӗ пӗччене пӗччен, хутшӑнуҫӑсемсӗр вӗлернӗ.
IV. Слон сунарҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Эпӗ Пирон ҫак ылтӑн сӑнчӑра — ӑна кӗтмен ҫӗртен хӑваласа ҫитнӗ акӑлчан карапӗсенчен тарас тӗллевпе — яккӑрпа пӗрле касса путарни ҫинчен каласа панине тахҫанах илтнӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Пирӗн патшапа акӑлчан патши ырӑ ҫынсем.
III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Падишах урамӗнчи пысӑк хваттерте питех те ӗненмелле акӑлчан пек сӑрланнӑ ҫын ларать.В большой квартире улицы Падишаха сидел человек, искусно загримированный англичанином.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Информацие Википедин вырӑс тата акӑлчан версийӗсенчен илсе хатӗрленӗ.Информация подготовлена из Википедии на русском и английской версиях.
Эритрея // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5953-%D0%AD% ... D1%8F.html
— А-авӑ, хайхи акӑлчан вӗҫсе килет! — кӑшкӑрчӗ хӗрлеармеецсенчен пӗри, ура ҫине тӑнӑ май пӗлӗтелле пӑхса.— Во-она летит англичанин! — воскликнул Петя, поднимаясь и глядя в небо из-под ладони.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Паллах, акӑлчан духовенстви «Пичке юмахӗн» авторӗ епле кӳрентернине каҫарма пултарайман.Понятно, английское духовенство не могло простить автору «Сказки бочки» нанесенной им обиды.
2 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Писателӗн ашшӗ, ҫамрӑк акӑлчан ҫынни Джонатан Свифт ӗҫлесе укҫа тупас тесе арӑмӗпе пӗрле Англирен Ирландин тӗл хулине Дублина куҫнӑ.
1 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Вӗреннӗ сӑмахсене каламашкӑн ҫӑмӑлтарах пултар тесе, эпӗ хам вӗреннӗ пур сӑмахсене те акӑлчан алфавичӗпе йӗркерен ҫырса пытӑм, вӗсем тӗлне ҫав сӑмахсем мӗне пӗлтернине куҫарса ҫыртӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.