Шырав
Шырав ĕçĕ:
Канашлура «Стройтех» ТМЯОри лару-тӑрӑва пӑхса тухнӑ, шалу укҫине тавӑрса парассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk
Саккунсен йӗркине пӑснӑшӑн, вӑхӑтра шалу укҫипе халӑха тивӗҫтерейменшӗн административлӑ майпа должноҫре тӑракан 7 ҫынна явап тыттарнӑ, пӗтӗмпе 85 асӑрхаттару туса хӑварнӑ регионти предприятисемпе организацисенче тӑрӑшакансене.
Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk
2023 ҫулта 4 уйӑх хушшинче пӗтӗмпе 12,92 млн тенкӗ парӑма парса татнӑ, 254 ҫынна шалу укҫипе тивӗҫтернӗ.
Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk
Ун чухне шӑпах шалу ыйтӑвне татса параҫҫӗ.
Ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=Bsb8a9cMuNY
691 ҫын умӗнче парӑм, республикӑри 16 предприятире шалу енӗпе лару-тӑрӑва вӑхӑтлӑ уҫӑмлатайман терӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх ӗҫлев инспекцийӗн ертӳҫи – патшалӑх ӗҫлев тӗп инспекторӗ Алексей Метёлкин.
Ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=Bsb8a9cMuNY
Тем пек ӗмӗтленсе пурӑннӑскере Горькинчи автозавода ӗҫлеме кайсан пӗрремӗш шалу укҫипе туянтӑм.
Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/
Вӑтам шалу 60 пин тенкӗрен иртет.
Тӗп редакторсем Вӑрнарта канашларӗҫ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12709-t- ... anashlar-c
«Конвертри укҫа», «сӑрӑ шалу» тата ытти те – тупӑша туллин кӑтартманнисем пур-ха.
Ӗҫ укҫине вӑхӑтлӑ памалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60519
Анчах та хӑш чухне ӗҫпе тивӗҫтерекенсем шалу тӳлемесӗр парӑма кӗрсе каяҫҫӗ.
Ӗҫ укҫине вӑхӑтлӑ памалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60519
Судпа айӑпланнисене ӗҫпе юсанма ирӗк панӑ, вӗсем чӑх какай тирпейлесе агрохолдингра ӗҫлесе шалу илме пултараҫҫӗ.
Ӗҫпе юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60570
Контракт алӑ пуснӑ хыҫҫӑн 1 хут 495 пин тенкӗ параҫҫӗ, ҫавӑн пекех званипе стажа кура кашни уйӑхрах 190 пинрен пуҫласа 400 пин тенкӗ таран шалу тӳлеҫҫӗ.
Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023
Вӑй хунӑшӑн тивӗҫлӗ шалу памалла.
Ӗҫ укҫине ӳстересси — малта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61036
Арҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем шалу пӗчӗк пулин те ӗҫри машинӑсем валли хӑйсен укҫипе саппас пайсем тата кирлӗ ытти япалана туянаҫҫӗ.
Васкавлӑ медпулӑшура ӗҫлекен водительсем кӑмӑлсӑр // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34626.html
Ҫав суммӑна 18 организацире пухса тултарнӑ, пурӗ 694 ҫын шалу кӗтсе пурӑнать.Эту сумму накопили в 18 организациях, в ожидании выдачи зарплаты находятся 694 человека.
Ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемеҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34616.html
Шутланасса ӗҫрех шутланаттӑмччӗ, шалу та чиперех хушӑнса пыратчӗ…
Аптрашки // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 38–39 с.
Унсӑр пуҫне 2011-2013 ҫулсенче шалу шайӗпе Чӑваш Ен Киров облаҫӗнчен, 2008, 2012 тата 2013 ҫулсенче Ульяновск облаҫӗнчен иртсе кайнӑ.
Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.
2014 ҫулта уйӑхри номиналпа палӑртнӑ вӑтам шалу республикӑра Мари Эл тата Мордва Республикисенчен пысӑкрах пулнӑ.
Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.
Вӗсен тата пӗтӗм экономикӑри шалу шайӗн танлаштарӑвӗ 2008 ҫулхи 87,6 процентран 2014 ҫулта 99,8 ҫитнӗ.
Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.
Бюджет организацийӗсенче ӗҫлекенсен шалу шайӗ 2008-2014 ҫулсенче 2,1 /экономикӑра - 1,9/ хут хӑпарнӑ, ҫав шутра вӗренӳре - 2,3, культурӑпа искусствӑра - 2,4, сывлӑх сыхлавӗнче - 2 хут.
Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.
Шалу шайӗ чи пӗчӗк ӗҫ укҫи виҫинчен - 3,8 хут, вӑйпитти халӑха пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк суммӑран 2,9 хут иртнӗ, 2008 ҫулхинчен - 4,8 тата 2,7 хут.
Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.