Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӳме ҫинче, хыҫалта, симӗс ҫулҫӑллӑ роза чечекӗ, ун ҫинче, ҫӳлерехре, пирӗн илемлӗ пилӗк кӗтесли…Сзади на кузове — розы с зелеными листьями, а над ними наша красивая пятиконечная звезда.
40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпӗ ун ҫине ҫаврӑнса пӑхсанах, вӑл пӗр икӗ утӑм айккинерех вӗҫсе кайрӗ, вӑрман чавкапуҫӗн шура тӗслӗ шаннӑ чечекӗ тӗлӗнче явӑнкаларӗ те ун ҫине ларчӗ.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пирӗн ҫӗрӗн паха чечекӗ пӗлӗте куҫрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ытах та эсир ҫак ункӑ ҫаврӑмне каҫпулттипе килсе тухсассӑн, — вӑл вӑхӑтра кунта йӗри-тавраллах шӑпланать, сирень чечекӗ тӗслӗ пӗлӗтсем анӑҫра тӑпах тӑраҫҫӗ, — сылтӑм енчи чӑнкӑ ҫыранта тӑнӑ май тӗпсӗр юханшыва ӳкнӗ пӗлӗтсене куратӑр — вара тӳсеймесӗр каҫхи юмахӑн ытамне кӗрсе ӳкетӗр: ӑҫта тӳпе, ӑҫта юханшыв — уйӑрса та илеймӗр, ӑҫта чӑн-чӑн пурнӑҫ, ӑҫта унӑн палӑрӑмӗ.
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
Цикори чечекӗ ҫурхи курӑка хупласа илнӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ракетӑсем, хир мӑкӑнӗсен чечекӗ ҫурӑлнӑ пекех, йӑлтӑртатса кайрӗҫ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Огневойне Маковей ҫамрӑк королевич пек килсе ҫитрӗ: унӑн пилоткин хуҫланчӑкӗнче тӳпе уҫҫи чечекӗ кӑвак тӗспе ҫутӑлса тӑрать.
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ку вӑл пирӗн ҫуркуннен чи малтанхи, пӗрремӗш чечекӗ.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ярах уҫса пӑрахнӑ алӑк тӗлӗнче куҫа йӑмӑхтаракан хӗрлӗ тӗслӗ йывӑр пустав тӑрӑхӗсем усӑнса тӑраҫҫӗ, июнь уйӑхӗнчи хӗрӳ хӗвел ҫуттинче вӗсем хирти хӗрлӗ мӑкӑнь чечекӗ пекех туйӑнать.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Эпӗ пит пуян ҫын ҫемйинче ӳснӗ, мана ҫав тери иртӗнтернӗ, ҫавна пула мана пӗтӗм тӗнче роза чечекӗ тӗслӗ ваткӑпа сахӑр сапнӑ миндаль ҫимӗҫӗнчен тунӑ пек туйӑннӑ.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Вӑл йӑл кулса илчӗ те, куҫне ҫутӑран хуплас тесе, хризантема чечекӗ ӳсекен пысӑк вазӑна сӗтелӗн тепӗр енне куҫарса лартрӗ.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Сад кӗтессинче ӳссе саркаланнӑ тӗксӗм ҫулҫӑллӑ магноли чечекӗ, ун ҫине пур енчен те сӗт пек шурӑ ҫулҫӑсем сапнӑн туйӑнать.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Пахчинче чечекӗ пур, Ӑна эпир татрӑмӑр.
XVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Татӑлса ӳкнӗ кӑкшӑм чечекӗ кӑна хӑйӗн вӑрӑм тунине чӳхентерсе ишет.
Улттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ҫак вӑрман чечекӗ ӑшне кӗрсе выртӑттӑм та тахҫанччен тӳпенелле пӑхӑттӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Власьевна пӳлӗмӗнче сехет шаккать, кӑмака айӗнче чӑх ҫывӑрать, кантӑк ҫинче герань чечекӗ ларать.У Власьевны тикают ходики, курица дремлет под печкой, герани цветут на окне.
Нумайччен кӗтнӗ хыпарсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Килтен Нюра бальзамин чечекӗ лартнӑ чӳлмек илсе килчӗ.
Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ҫаран ҫинче темӗн чухлӗ чечек: шурӑ салтак тӳмисем йӑлтӑртатаҫҫӗ, хирте ҫитӗнекен цикори кӑн-кӑвак чечек кӑларнӑ, шӑлан чечекӗ хӗп-хӗрлӗн ялкӑшать.
Ӗнесене киле илсе кайма хатӗрленеҫҫӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ҫулса пӑрахнӑ ешӗл курӑк е улмуҫҫи чечекӗ шӑрши кӗнӗ пек туйӑнать; унӑн та часрах ирӗклӗ вырӑнсене курас килет.Пахнет скошенной травой и вянущей кашкой, и ей так хочется поскорее увидеть вольные места.
Леночка мӗншӗн ҫивӗтне пӗтӗрнӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Тосна шывӗ хӗрринчен салтак тӳми чечекӗ татса таврӑнчӗҫ.
Анне патне канма // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.