Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл яланах ҫара пуҫӑн ҫӳрет, чалӑш ҫухаваллӑ кӗпи ҫинчен пиҫиххи ҫыхать; ҫухавипе тӳмелемест, хӗвелпе пиҫӗхсе хуралнӑ мӑйӗ уҫах.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫак кунсенче унӑн кӗре пичӗ, ҫилпе кушӑркаса, хӗвелпе пиҫсе, пушшех хуралнӑ; куҫ айӗнчи, сӑмси ҫинчи чӗкеҫ шатрисем хытӑрах палӑракан пулнӑ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Чиперри вӑл, паллах, ун ҫине хӑйса пӑхайми чипер мар: ӳчӗ хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, ҫилпе кушӑрханӑ питӗнче чӗкеҫ шатри палӑрать.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Унӑн пичӗ хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, ҫилпе кушӑхнӑ, аллисем, ана ҫинчех юр айне пулнӑ ҫӗр улмине кӑларса, ҫуркаланнӑ, хытнӑ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ҫавӑнпа паян хӗвелпе пӗрлех тӑрса ҫула тухрӑм.
Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.
Тӳрӗ сӑмсаллӑ, куҫхаршисем хӗвелпе саралса кайнӑ.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Кусем вара хӑйсем те тӑмпа туса хӗвелпе хытарнӑскерсем мар.
Хулари хваттер // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Лавсем ялтан хӗвелпе пӗрлех тухса кайрӗҫ.
Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫилпе, хӗвелпе типсе шултӑрканӑ кивӗ йывӑҫ мечӗт 10 — 15 минут хушшинчех ҫунса кайрӗ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Аслӑ Али-Акрам хан, хӗвелпе, уйӑхпа пӗр тӑван ҫын, пирен шанчӑкӑмӑр, пирӗн телейӗмӗр тесе ҫеҫ тӑрать тет ун умӗнче.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Аллах ячӗпе, хӗвелпе уйӑх ячӗпе эпир сирӗн пата ҫыру ҫырас терӗмӗр.
11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ир-ирех, хӗвелпе тан тухрӑмӑр, Кантӑр уйӗ ялтан инҫе мар, эпир унта часах ҫитрӗмӗр.
Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.
Пӗр вӗҫӗмсӗр ҫунтаракан хӗвелпе икӗ ачин те пичӗсем хӗп-хӗрлӗ ҫунса кайнӑччӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Хӗвелпе тан тӑрса ӗҫленӗ хыҫҫӑн пуҫ ӗшенет.
Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.
Пӗри хура така тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗк, тепри хӗвелпе тӗссӗрлене пуҫланӑ кӑвак карттус тӑхӑннӑ.
Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.
Сарӑ ӳчӗ, хӗвелпе ҫӗр пекех хуралса ларнӑскер, вӗтӗ-вӗтӗ хутламлӑ.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Куҫ тӗкӗсем хӗвелпе тӗссӗрленнӗ пек шап-шурах.
Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.
Ман умрах унӑн хӗвелпе ҫунса хуралнӑ ҫурӑмӗ ҫу сӗрнӗ пек ялтӑртатать, хул калакӗсем каллӗ-маллӗ выляҫҫӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
…Каллех, яланхи пек, хӗвелпе пӗрле ӗҫе тухаҫҫӗ колхоз хӗрӗсем.
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
Зойӑн ахаль те хӗвелпе пиҫсе хӗрелнӗ пичӗ тата ытларах хӗреле пуҫларӗ.
Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.