Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр чаплӑ полковник сӑмса курма тесе килӗнчен юриех иртерех тухнӑ та пухӑннӑ халӑха аран-аран сиркелесе кӗнӗ; анчах тарӑхса кайнӑ: магазин чӳречинчен нимле сӑмса та курӑнман, унта тӑла фуфайка ҫакӑнса тӑнӑ тата чӑлхине хӑпартакан хӗре, ун ҫине пӗр йывӑҫ хыҫӗнчен вӑрттӑн пӑхса тӑракан ҫинҫе сухаллӑ, жилет тӑхӑннӑ вӗҫкӗне ӳкернӗ картинка курӑннӑ — ку картинка ӗнтӗ пӗр вырӑнта вунӑ ҫул ытла ҫакӑнса тӑрать.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Вовка хӑй ҫине ӑшӑ куртка тӑхӑннӑ, тӑла йӗм пӗҫҫи вӗҫӗсене чӑлхи ӑшне чикнӗ.
Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.
Пӗри, хӗрлӗ сухаллӑ ҫулланнӑ казак, килте тӗртнӗ кӑвак тӑла сӑхман тӑхӑннӑскер, Григорие инҫетренех палласа илчӗ, юлташӗсене хыттӑн кайрӗ: «Ку Мелехов-иҫ, тӑвансем» — терӗ те, унпа танлашса, ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ тур лашине чӗлпӗртен туртса тӑратрӗ.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Урапа ҫинче килте пуснӑ тӑла аҫампа кӗптеннӗ Дарья ларать.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сӑнран пӑхсан, вӑл нимӗн шухӑшсӑр пек туйӑнать, анчах ирӗклӗн чарса хунӑ, пир тӑла обмотка сырнипе чӗркуҫҫи сыппи таран нӗрсӗр пысӑккӑн курӑнакан ури сивӗ тытнӑ пек вӗттӗн чӗтрет.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Шӳтлерӗ улпут, — вӑрҫса илнӗ юлашкинчен тӑла сырнӑ каччӑ.
Генералсен генералӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
— Пӑх-ха эс! — тенӗ тӑла сырнӑ каччӑ.
Генералсен генералӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Хӑшӗ сӑхман, хӑшӗ кацавейка тӑхӑннӑ, хӑшӗ ҫӑпатапа тӑла сырнӑ, ҫӑматӑ тӑхӑннисем сайра.Кто в армяке, кто в кацавейке, кто в лаптях и онучах, лишь немногие в валенках.
Сенкер инҫет // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Картишӗнче ӗҫлекенсем, повариха, пӗр хӗрарӑм тата тӑла платье тӑхӑннӑ икӗ хӗр чупса ҫитрӗҫ.Сбежавшаяся дворня, состоявшая из поварихи, одной бабы и двух девок в шерстяных исподницах.
II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Урине пир тӑла чӗркенӗ май, вӑл ҫапла каларӗ:
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ун ҫинче ҫуркаланса пӗтнӗ, аркине тавӑрса хӗстернӗ сӑхман, урисенче — пир тӑла ҫинчен кантрисемпе ҫавӑрса ҫыхнӑ пӑлан тирӗнчен тунӑ поршнисем, пуҫӗ ҫинче — тӑпӑлса пӗтнӗ пӗчӗк шурӑ ҫӗлӗк.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл кӑвак тӑла пальтопа, хура жилечӗпе хура брюкийӗ самай лӳчӗркеннӗ.Его суконное синее пальто, черный жилет и черные брюки были изрядно потрепаны.
VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Колчон хура тӑла пальтинчен куҫ сиктермерӗ вӑл, пальтӑвӗ тем тӑршшӗччӗ.
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Заманов килте тӗртсе ҫӗлетнӗ кӑвак тӑла сӑхманпа ҫӳрет, сӑхманӗ кивелсе якалса пӗтнӗ.
V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Мичо Бейзаде чорбаджи хурарах сӑнарлӑ, ҫулланнӑ ҫын, пӗвӗпе ҫӳллӗ мар, шӑлаварпа ҫӳрет, ҫине тӑла камсул тӑхӑнать.
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кралич килте тӗртсе тунӑ сӑрӑ тӑла костюмпа, костюмне французла ҫӗлеттернӗ.В новом костюме из серого домотканого сукна, сшитом по французской моде.
X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тӑла вырӑнне урана чӗркемеллӗх ҫӗтӗк-ҫатӑксем кӑна тӑрса юлчӗҫ-ҫке кӗрӗкрен!
18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959